Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн ҫӑварӗ типсе ларчӗ, вӑл вара, хыпса ҫуннипе, чей стаканӗ тытрӗ.У него пересохло во рту, и он жадно припал к стакану с чаем.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унӑн рейсфедер ҫинчи тушӗ типсе кайнӑ та, ӑна сулкаласа, хӑй Таня майлӑ пулнине систерчӗ вӑл.Тушь высыхала у него в рейсфедере, он взмахивал им, выражая этим сочувствие Татьяне.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗтлӗхсемпе лиственницӑсем ҫаралса юлчӗҫ, курӑксем пачах типсе хӑрчӗҫ.Кустарники и лиственницы оголились, травы совсем помертвели.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Типсе хӑрса ларнӑ йывӑҫ тӗмӗсем курӑнса кайрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫак курӑк, ҫава кӗтсе илеймесӗрех, хӗвел ҫинче типсе ларнӑ.Они перестояли и звенели, высохшие от солнца, не дождавшись своего косаря.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Юманӑн типсе сарӑхса кайнӑ пысӑк ҫулҫисем ҫил вӗрнипе кӑштӑртатаҫҫӗ, анчах тӑкӑнмаҫҫӗ.Ржавые большие листья его мертвенно шелестели, колеблемые ветром, но не опадали.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Акӑ вӑл, халӗ ҫеҫ типографинчен, типсе те ҫитмен-ха.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Ма эс типсе кайнӑ, Арон?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Малтан вӑл нумайччен типсе кайнӑ ҫӑварне чӗлхипе сӑтӑркаласа выртрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Хӑрушӑ, ваше благородие, ав ӑҫтан каҫса кайрӗ вӑл, — терӗ салтак, халь кӑна шӑхӑрса иртсе урам леш енчи типсе кайнӑ ҫул ҫине пырса ҫапӑнма ӗлкӗрнӗ етре сассине итленӗ май.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сӗтелӗ ҫинче пӗр стакан сивӗнсе кайнӑ чей ларнӑ, чейӗ ҫине пирус кӗлӗ тӑкӑннӑ-мӗн, поднос ҫинче ларакан эрех кӗленчипе юнашар типсе кайнӑ вӑльчапа ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем сапаланса выртнӑ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн палатки ешӗл ҫулҫӑллӑ юман тураттисенчен авса тунӑ самаях пысӑк балаганпа пӗтӗҫсе тӑнӑ, балаганне халь ҫинерех тунӑран ӗнтӗ, юман тураттисем лайӑххӑн типсе ҫитме те ӗлкӗреймен.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӗр икӗ сехет маларах темӗн те пӗр тӗрлӗ, пысӑк та вак-тӗвек ӗмӗтсемпе, кӑмӑлсемпе пурӑннӑ ҫынсен юнланса пӗтнӗ ӳчӗсем, темиҫе ҫӗршерӗн, бастионпа траншея хушшинчи ем-ешӗл те сывлӑмлӑ лапампа Севастопольри часовньӑн тип-тикӗс урайӗнче пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ; темиҫе ҫӗршер ҫын ылханни, кӗлтуни илтӗнсе тӑрать, ҫӑварӗсем типсе ларнӑ вӗсен, ҫӗр ҫумӗпе шӑваканнисем те, енчен енне ҫаврӑнса выртса йынӑшса илекеннисем те пур вӗсен хушшинче, — пӗрисем ем-ешӗл лапамри вилесем хушшинче выртаҫҫӗ, теприсем носилкӑсемпе койкӑсем ҫинче, суран ҫыхмалли пунктӑн юнланса пӗтнӗ урайӗнче; анчах та ҫав ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, Сапун-ту тӗлӗнче шурӑмпуҫ шевли выляма пуҫларӗ, йӑлкӑшса тӑракан ҫӑлтӑрсем шупкалчӗҫ, шавласа выртакан тӗксӗм тинӗсрен шурӑ тӗтре хӑпарма тытӑнчӗ, хӗвелтухӑҫӗнче йӑмӑх хӗрлӗ ҫутӑ йӑлкӑшма пуҫларӗ, янкӑр кӑвак горизонт тӑрӑх шӑвакан шупкарах хӗрлӗ ҫинҫешке пӗлӗтсем тара-тара ҫухалчӗҫ, ҫав-ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, ыйхӑран вӑраннӑ тӗнчене савӑнӑҫпа юрату, телей сунса, хӑватлӑ та ҫав тери илемле хӗвел ишсе тухрӗ.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл сасартӑк хӑй салтаксем хӑйне таптаса каясран хӑраса ӳкрӗ; эпӗ контужен, тесе кӑшкӑрса ярасшӑнччӗ вӑл, анчах ҫӑварӗ типсе ларнӑ-мӗн ун, чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпҫӑнать, чӑтма ҫук ӗҫес килет-мӗн ун.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Салтаксем хӑвӑрт, чӗнмесӗр, ирӗксӗрех пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, утаҫҫӗ; вӗҫӗмсӗр персе таракан тупӑ сассисем кӗрслетсе илнӗ хыҫҫӑн вара вӗсем типсе кайнӑ ҫулпа меллӗн утса пыни, штыксем пӗр-пӗрин ҫумне перӗнни е пӗр-пӗр шиклӗ салтак йывӑррӑн сывласа илсе: «Турӑҫӑм, турӑҫӑҫӑм! Мӗн-ха ӗнтӗ ку!» тесе кӗлтуни кӑна илтӗнет.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Типсе кайнӑ ҫӑварӗ унӑн уҫӑлсах тӑрать, аран-аран хӑрӑлтаткаласа сывлать вӑл; тӑхлан тӗслӗрех кӑвак куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса чӑмӑртаннӑ ҫивитти айӗнчен бинтпа чӗркесе пӗтернӗ сылтӑм аллин юлашки курӑнса выртать.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫӑварӗ типсе ларчӗ, ӑш вӑркама пуҫларӗ.
Чижик Холмы ялне кайрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чижик типсе кайнӑ тутисене ҫуларӗ, кӗпине турткаларӗ те мӗнпур вӑйӗпе кӑшкӑрчӗ:Чижик облизнула пересохшие губы, одернула платье и сказала громко:
Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пахча илемӗ пӗтрӗ: йӑрансене чавса пӗтернӗ, ҫимӗҫ тунисем типсе кайнӑ, купӑста ҫеҫ ӗлӗкхи пек капӑр, улпут майри пек, ларать.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вут ҫунса пӗтсен, ылтӑн евӗрлӗ шӗл кӑвар пулсан, Чижикшӑн ытарайми илемлӗ двореца, е ҫӗр айӗнчи Кашей пуянлӑхне, е Хыткукар Рыцарь ылтӑн купи ҫинче типсе хӑрнине курнӑ пек туйӑнать.
Каҫ пулсан // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.