Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дзюба кӑртах сикрӗ, вара аллине сулса илчӗ те Кларк еннелле хуллен пуҫ тайрӗ.Дзюба вскочил и, округло взмахнув рукой, слегка поклонился в сторону Кларка:
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Зубавин пуҫне сулса илчӗ:
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тепӗр колонни хӑйсенчен уйрӑлса кайнӑ чухне пӗри ӑна аллипе сулса хӑварнӑччӗ.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Юрӗ! — терӗ кӑмӑлсӑрланнӑ Гвозден, пуҫне хӑратмалла сулса илсе.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл Витяҫе, аллипе сулса, хӑй ура ҫумӗпе утса пыма хушрӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Тӗрӗс, — ҫирӗплетрӗ Дзюба, шакла пуҫӗпе вӑшт ҫеҫ сулса: — Эсир тата? — ыйтрӗ вӑл кӑштах ларсан.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Зубавин машина алӑкне уҫрӗ те, аллипе сулса, парашютиста тухма сӗнчӗ.Зубавин открыл дверцу машины и жестом предложил парашютисту выходить.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах ҫак ҫынсем хушшинче эп паллаканнисем нумай мар, вӗсем те пуҫ сулса: «Сывлӑх сунатӑп, Иртеньев!» теҫҫӗ те пӑрӑнса каяҫҫӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сывӑ пулӑр, monsieur Irteneff, — терӗ мана Ивина, сасартӑк пуҫне темле мӑнаҫлӑн сулса тата ывӑлӗ пекех ман куҫхаршисем ҫине пӑхса.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эх-ма! — терӗ Василий, аллине сулса.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑнтанпа Сен-Жером ман ҫине алӑ сулса, ман пирки сахал шухӑшланӑ пек туйӑнчӗ пулин те, эпӗ ун ҫине лӑпкӑн пӑхма хӑнӑхаймарӑм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сен-Жером кӑкӑрне каҫӑртса, аллине мӑнаҫлӑн сулса, тискер сасӑпа: «A genoux, mauvais sujet!» — тесе кӑшкӑратчӗ, чӗркуҫлентерсен хӑй еннелле пӑхса каҫару ыйтма хушатчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман ҫине пур енчен те тӑшмансем вирхӗнсе килеҫҫӗ, эпӗ хӗҫе сулса яратӑп та пӗрне вӗлеретӗп, тепре сулса яратӑп — иккӗмӗшне, виҫҫӗмӗшне вӗлеретӗп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр вӑхӑт хушши нимӗн шухӑшламан пиркиех — тӑн сапаланса кайнӑ пек пулнӑ вӑхӑтра — хресченӗн вунҫичӗ ҫулхи ывӑлӗ, ватӑ ашшӗ ҫывӑрса выртакан сак ҫывӑхӗнче тин ҫеҫ хӑйранӑ пуртӑн ҫивӗчӗшне тӗрӗслекенскер, сасартӑк пуртине сулса ярать те касса татнӑ мӑйран сак ҫине юн йӑрӑлтатса юхнине тӑмсайла пӑхать; пуҫра шухӑш ҫукран тата инстинктла интересленӳ пиркиех этем чӑнкӑ ҫыран хӗрринех пырса тӑрса, аялалла сиксен мӗн пулӗ-ши? тесе шухӑшланинче киленӳ тупать, е авӑрланӑ пистолета ҫамки тӗлне тытса, гашетка ҫине пуссан мӗн пулӗ-ши? тесе шухӑшлать, е мӗнпур ҫынсем йӑпӑлтатса хисеплекен мӑнаҫлӑ ҫын ҫине пӑхса, ҫапла шутлать: эхер ун патне пырса, сӑмсинчен тытнӑ хыҫҫӑн: «Ну-кӑ, савнӑ ҫыннӑм, каяр» тесе каласан мӗн пулӗ-ши?
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Малтан эсир мана Франци корольне хӗрес тытма хистене сӑлтавсем пирки калӑр, — терӗ вӑл, куҫхаршине ҫӗклентерсе тата пӳрнипе чернил кӗленчи ҫине кӑтартса, — унтан ҫав походӑн уйрӑмлӑхӗсене ӑнлантарса парӑр, — хушса хучӗ вӑл, аллаппипе тем тытас пек сулса ярса, — юлашкинчен, ҫак поход Европӑри государствӑсене пӗтӗмӗшпе, — терӗ вӑл тетрачӗсемпе сӗтеле сулахай енчен ҫапса, — тата уйрӑмах Франци королевствине мӗн таран усӑ е сиен кӳнине кӑтартӑр, — вӗҫлерӗ ыйтӑвне, пуҫне сылтӑмалла пӑрса, сӗтеле сылтӑм енчен ҫапса илчӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр чухне, пӗлетӗр-и, хирӗҫ пулакансене ак ҫапла, — хушса хучӗ вӑл, аллине сулса, — пит аван!Этак проезжающих, знаете, иногда, — прибавил он с выразительным жестом, — прекрасно!
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атӑ кӗлипе тапатӑн, ятлаҫасшӑн тата! — кӑшкӑрса ячӗ Сережа, аллине лексикон ярса тытрӗ те мӗскӗн ача пуҫӗ урлӑ сулса ячӗ; Иленька, хирӗҫ тӑма шутламанскер, аллипе пуҫне хупӑрларӗ кӑна.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карчӑк тем каласшӑнччӗ, анчах сасартӑках шӑпланчӗ, питне тутӑрпа хупларӗ те, аллипе сулса, пӳлӗмрен тухрӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗнех калӗ вӑл? — ыйтрӗ атте, мельникпе калаҫма кӑмӑлӗ ҫуккине палӑртасшӑн пуҫӗпе сулса.— Что же он говорит? — спросил папа, делая головою знак, что не хочет говорить с мельником.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара, пиртен хӑшӗ те пулин алӑка хуптӑр тесе, пуҫне ун еннелле сулса кӑтартрӗ.И показал движением головы дверь, чтобы кто-нибудь из нас затворил ее.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.