Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн хире сарӑлнӑ шӑрши мана тӑван ҫӗршыва аса илтерчӗ, манӑн чунра ҫав тери вӑйлӑ тунсӑх вӑратрӗ.Ее степной запах мгновенно напомнил мне родину и возбудил в душе страстную тоску по ней.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӑл кайнӑранпа иртнӗ пилӗк ҫул хушшинче ун ҫинчен никам та нимӗн те пӗлмен; вӑл ҫӗр ҫинчен ҫухалнӑ пекех, ун пирки сарӑлнӑ тӗрлӗ сас-хура пӗтӗмпех путланнӑ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Анчах та ҫав сасӑ питӗ хитре текен сӑмах сарӑлнӑ: Валери ирсерен, пӗтӗм хула ҫывӑрнӑ чух, пӳртӗнче питӗрӗнсе ларса, лютня каласа, авалхи юрӑсене юрлать имӗш.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Таврана сарӑлнӑ хыпар тӑрӑх, унӑн арчисем шутсӑр нумай укҫапа, хаклӑ япаласемпе, бриллиантсемпе тата залога хунӑ япаласемпе тулса ларнӑ, анчах вӑл ытти ростовщиксем пек ӗмӗтсӗр пулман.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Испанире халӑх йӑлисем питӗ те сарӑлнӑ иккен!
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ; ун умӗнче ҫурта вырнаҫтармалли тимӗр ларать, шалта ҫутӑ пӑртак ҫеҫ тӗлкӗшет; ҫурти йӑлтах ирӗлсе пӗтнӗ, ҫӑвӗ сӗтел ҫине юхса сарӑлнӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Таврара сикекен чир сарӑлнӑ тейӗн: халӑх ялсенчен те, кӗпер юсанӑ ҫӗртен те пӑрахса тарать, пӗтӗм районӗпе партизансем хуҫа пулса тӑрасси хӑратать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫатӑртатса ҫунакан хӑйӑран пӳлӗме тӗтӗм те хӑрӑм сарӑлнӑ.Лучина потрескивала, и от нее по всей кухне расходились дым и копоть.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Платформӑсем ҫинче хускатнӑ пичкесенчен вӗҫекен цемент тусанӗ йӗри-тавра сарӑлнӑ.Над платформами кружилась зеленоватая пыль от потревоженных бочек с цементом.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Турат ҫинче ешӗл ҫулҫӑ сарӑлнӑ.
Шыв кӑркки // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 36–38 с.
Поезд вӑрман витӗр тухсан каллех, ҫуркунне сарӑлнӑ Атӑл пек, ешӗл тулӑ хирӗ пуҫланчӗ…Прошумел мимо лес, и опять широко, как Волга в половодье, поплыла, закружилась зеленая пшеница…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унтанпа республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫӑн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисенчен пурте тенӗ пекех анлӑрах сарӑлнӑ социаллӑ сетьсенче харпӑр хӑй аккаунтне уҫрӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Ҫурхи варкӑш пек вӗл-вӗл выляса сарӑлнӑ ырӑ хыпар пирӗн каса та ҫитрӗ: яла чатӑр килнӗ!Добрая как весенний лёгкий ветерок новость долетела и до нашей улицы: к нам в деревню приехал театр!
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Ҫак хыпар станицӑсем тӑрӑх пур хуторсене те хӑвӑрт сарӑлнӑ, бандитсене уҫҫӑнах кӑмӑлланӑ ҫынсен ӑс-пуҫне ҫирӗп кӗрсе ларса тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл туна метртан вӑрӑмах та мар, унӑн пӗр вӗҫӗнчен пӗчӗк туратсем тухса сарӑлнӑ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Ҫуртсем умӗнче ҫӳллӗ йӑмрасем ӳссе сарӑлнӑ.
II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Мӑшкӑлтӑк шывӗнчен шурӑ пӑс ҫӗкленнӗ тата питех те тутлӑ шӑршӑ сарӑлнӑ; сайра хутран вӗсем Тетка ҫине ҫӑвӑрӑнса пӑхса, шӑлӗсене шатӑртаттарнӑ тата: «Эпир сана памастпӑр!» тесе хӑрлатнӑ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Лакӑм-тӗкӗмсемпе ланкашкасенче тупӑ ураписемпе снаряд тиенӗ лавсен кустӑрмисем кӗмсӗртетсе илеҫҫӗ, ҫӑлсем патӗнче утсем кӗҫенеҫҫӗ, пластунски сотньӑсем пӗр харӑссӑн майпен те ҫемҫен таплаттарса утса иртеҫҫӗ, фронт линийӗ патне вӑрҫӑ хатӗр-хӗтӗрӗсемпе ҫар япалисем турттарса каякан кӳмеллӗ урапасемпе ахаль лавсем хӑлтӑртатса пыраҫҫӗ, поход кухнисем ҫывӑхӗнче пиҫсе сарӑлнӑ вир пӑттин, лавр ҫулҫи ярса техӗмлетнӗ какай яшкипе тин ҫеҫ кӑмакаран кӑларнӑ ӑшӑ ҫӑкӑрӑн тутлӑ шӑрши кӗрет.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Колхоз тӑрӑх ҫавӑнтах: «Аникей каллех чӗрепе аптранӑ» текен сӑмах сарӑлнӑ, вара райкомран е обкомран пынӑ кирек мӗнле ҫын та нимӗнле ӗҫ тума та пултарайман: вӑл председателе чӑрмантарма шутламан, хуҫалӑхпа унсӑр паллашни усӑллах пулман, ҫавӑнпа правленире темиҫе сехет ларнӑ хыҫҫӑн вӑл каялла тухса кайнӑ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хаҫатра сӑн ӳкерчӗкне ҫапса кӑларнӑ-ҫке-ха унне, пӗтӗм облаҫа сарӑлнӑ, тен аяккарах та кайнӑ пуль.Патретик, вишь, его в газетке пропечатали, на всю область пошло, а может, и дальше.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.