Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асту, ҫакӑн пек хӗрӳ самантра Кӗркке чул нӳхреп пек пӳлӗмре сехӗрленсе ларать пуль.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак самантра вӑл ҫармӑс мӑрсине туртса ҫурма хатӗр.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле те шутласа пӑхрӗ тарҫӑ, хӑй вара ҫак самантра ним тума та пӗлмерӗ.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шухӑшпа Мамич-Бердей ҫак самантра Сююнбикепе юнашар ларчӗ.

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбике те куҫне хупса тӑман пуль ҫак самантра.

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрпӳпе калаҫнинчен вӑл ҫакна ӑнланчӗ: ку казаксене Морозов боярин ертсе килнӗ, ҫак самантра вӑл Хусан ҫулӗ ҫинче кӗтсе тӑма тивӗҫ.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑтса лараймастӑп эпӗ ҫак самантра килте.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫук, ҫук, эп ҫаптармастӑп, — Иливан аллинче ҫак самантра чӗн саламат пулнӑ евӗр, ларнӑ ҫӗртех алли-урипе тапкалашрӗ Сарье.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен тирӗсем кукаҫу кӗлетӗнче купипех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ», — тесе каласа хурасшӑнччӗ, анчах ҫакӑн пек ырӑ самантра, хӗр ача ун ҫумне йӑмӑкӗ пек лӑпчӑнса хӳтлех шыранӑ вӑхӑтра, ӑна кӳрентерме пултараймарӗ.

Помоги переводом

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫитӗ, ыттине тепӗр чух пӑхтарӑн, — терӗ Илтимӗр хӗрарӑм ҫак самантра мӗнле асапланнине туйса.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тумаллаччӗ ҫак самантра Сарри мӑрсан?

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна халь, ҫак йывӑр самантра, пӗр япала ҫеҫ паллӑ: унӑн тыткӑнран таврӑнакан ҫынна пӗр усал сӑмах калама та тивӗҫ ҫук.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак самантра ӗнтӗ вӑл ҫӗр ҫывӑрмасӑр, йӗркеллӗ апат ҫимесӗр Мускавалла васкать.

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак самантра Иливан хӑй куҫӗ умӗнче хаклӑран та хаклӑ ҫынсене — ывӑнса ҫитнӗ, халтан кайнӑ ашшӗпе амӑшне курать.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑп ҫав самантра, кайӑк хурсене хӑратма ҫӗршер тупӑран пӗр харӑс персе янӑ пек, таврара ҫӗр кисренчӗ, ҫӳлелле тем ҫӳллӗш тӗтӗмпе ҫулӑм явкаланса хӑпарчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав самантра Ахтупай тӗлӗкри пек ҫакна курса юлчӗ: Япанча ҫӳрен учӗ аманса-и е аманмасӑрах хыттӑн такӑнчӗ те ӑмӑрӗ ҫине тӗшӗрӗлчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акпарс унӑн вӗҫкӗнленсе каланӑ сӑмахӗсене илтсе ҫак самантра хӑйсен туррине аса илчӗ, аллине чӗре тӗлне тытрӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусаншӑн, вӗсене ирӗке кӑларассишӗн мӗнле кӗрешӳ пынине курать-ши вӑл ҫак самантра?

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсене ҫак самантра хырӑм выҫҫи те, хӑйсем ывӑннипе ывӑнманни те, ҫак этем тӳсмелле мар хӗрӳ ҫапӑҫӑвӑн вӗҫӗ пулассипе пулмасси те кӑсӑклантармарӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем, ӑншӑрт тытнӑ ҫынсем пек тарӑхнӑскерсем, ҫак самантра кунти тутар княҫӗсене те, Хусанти мӗн пур халӑха та темӗн те пӗр каласа тӑкма, ҫӗр ҫинчи чи усал сӑмахсемпе вӑрҫма пултаратчӗҫ пулӗ, хӑйсем те васканӑшӑн, виҫӗ кӗлмӗҫе ыйтнӑ-ыйтман шӗкӗр хулана янишӗн ӳкӗнсе ҫакӑнтах ҫӗр айне анса кайма хатӗрччӗ-тӗр.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней