Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курӑнакан сăмах пирĕн базăра пур.
курӑнакан (тĕпĕ: курӑнакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхӑр ҫаврашки пек хӗрлӗн курӑнакан хӗвеле тусанпа сӗрӗм хупласа лартать.

Пылью и дымом застилало медное солнце.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ворошилова васкасах лаша пырса параҫҫӗ, — ӑна пӗр тӗршӗнсе кӗнӗ, ӑсӗ-пуҫӗ сапаланнӑ та хаяр пек курӑнакан хура куҫхаршиллӗ ҫамрӑк арҫын ача, чӗлпӗрпе ҫавӑтса пырса парать…

Ворошилову бегом подвели коня, вел его под уздцы, — как показалось, — чернобровый юноша-мальчик, с осунувшимся, растерянным, свирепым лицом…

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл, сиксе тӑрать те, ытлашши ҫутӑран куҫӗсене ал лапкипе витсе — инҫетелле, витӗр курӑнакан шӑрӑх рши чупса хумханакан хирелле пӑхать…

Он вскочил, глядя из-под ладони в даль степи, зыблющейся прозрачными волнами зноя…

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тулли Нева шывӗ ҫинче куҫкӗски ҫинчи пек курӑнакан дворец сӑнӗсем те тӗлӗ-тӗлӗпе ҫеҫ юхӑм майӗн вылянса илеҫҫӗ.

На полноводной Неве лишь кое-где струи течения колебали зеркальные отражения дворцов.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Малта, юр тӑвӗ пек курӑнакан шурӑ пӗлӗт ҫинче, паровоз тӗттӗмӗ мӑкӑрланни палӑрчӗ.

Впереди, на фоне белого, как снежная гора, облака обозначился паровозный дым.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Марья, хӑйӗн ырханкка, анчах ҫавах та-ха чиперрӗн курӑнакан пит-куҫне айӑккалла, шӑнса ларнӑ кантӑк еннелле, пӑрса пӑхать; кантӑкӗ витӗр тултан хӗллехи тӗксӗм ҫутӑ кӗрет.

Марья глядела мимо него, повернув худое, еще миловидное лицо к замерзшему окошку, откуда чуть лился зимний свет.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тӗксӗмрех симӗс кавир ҫырмасемпе тӗмескесем тӑрӑх горизонт патне ҫитиех тӑсӑлать, унта вара, сенкеррӗн курӑнакан рудник хыҫӗнче, пӗлӗтпе пӗрлешет.

Темно-зеленым ковром стелилась она по балкам и курганам до самого горизонта, а там, за синеющим рудником, сходилась с небом.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Тусанпа витӗннӗ пек тӗксӗммӗн курӑнакан хӗвел ҫеҫенхир ҫийӗнче кӗрхилле аялта ҫакӑнса тӑрать.

Тусклое, запыленное солнце по-осеннему низко висело над степью.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑранасса чылай кайран вӑранчӗ, ҫавӑнтах хӑйсем хушшинче пулса иртнӗ калаҫӑва аса илчӗ те, тӑлӑххӑн курӑнакан тӗнче ҫине пӑхма хӑяймасӑр, вӑрахчен куҫне хупса выртрӗ.

Проснулся он довольно поздно и, сразу вспомнив то, что произошло накануне, замер и долго лежал с закрытыми глазами, словно не решаясь посмотреть на свой осиротевший мир.

18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Пролетариата тӗрӗслӗх кирлӗ, ҫавӑнпа та ун ӗҫӗнче ҫиелтен пӑхма килӗшӳллӗ те чипер пек курӑнакан обывателле суяран сиенли урӑх нимӗн те ҫук.

Пролетариат нуждается в правде, и нет ничего вреднее для его дела, чем благовидная, благоприличная обывательская ложь.

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Тӗрӗссине калатӑп: ун ҫинчен шухӑшланипе мана тем тӗрлӗ хӑрушӑ тӗлӗксем курӑнакан пулчӗҫ.

Мне даже, признаюсь, снятся в связи с этим разные страшные сны.

11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ҫӳҫе тӗмӗ хыҫӗнче кӑшт кӑна курӑнакан Ленинпа Зиновьев ҫаплах ҫыраҫҫӗ.

Ленин и Зиновьев, чуть видные за густым ивняком, по-прежнему писали.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Унтан вӗсем мана баркас ҫине лартрӗҫ те, карап ҫинчен пӗр лигӑна яхӑн курӑнакан ҫыран патнелле ишсе кайрӗҫ.

Затем они посадили меня в баркас и направились к берегу, видневшемуся на расстоянии примерно одной лиги от корабля.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сӑмах вӑрӑсем, куҫа курӑнакан мӗлкесемпе хӗртсурт тата вилӗм ҫинчен пырать пулсан, вӑл кама та пулин ҫакса кӗлерни е пушар тухни, хӑрушла инкек пулса иртни, вилмеллех ҫапса антаракан чир-чӗр тата хӑрушӑ чӗрчунсем ҫинчен каласа парать.

Если речь не шла об убийствах, ворах, привидениях и домовых, то уж непременно о казнях и пожарах, о каких-то чудовищных бедствиях, смертельных болезнях или хищных зверях.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Куҫа курӑнакан мӗлкесенчен пӗри мана хӑлхаран шӑппӑн ҫак чапа тухнӑ икӗ ҫын произведенийӗсене ӑнлантарса паракансем леш тӗнчере вӗсенчен самаях инҫетре ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗ.

Один из призраков шепнул мне на ухо, что на том свете все эти толкователи держатся на весьма почтительном расстоянии от прославленных мудрецов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Чул сарнӑ хӗсӗк урамсем тӑрӑх шухӑшсӑр ҫӳреме, ҫутӑ курӑнакан чӳречесене пӑхма, килӗсенче юлнӑ карчӑксемпе пӗчӗк ачасене сӑнама, тепӗр чухне ҫурма уҫӑ алӑксенчен ют картишне тинкерме питӗ интереслӗ.

Так весело бродить по узким, мощённым булыжником улочкам и глядеть в окна домишек на бабушек, внуков и кошек, а то и прокрадываться через приоткрытые ворота в чужие тёмные дворы.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тӑрпа тӑрӑх ҫӳлелле тапаҫланнӑ май хӑй пуҫ тӑрринчен курӑнакан хӗрлӗ-сарӑ ҫавра уйӑх ҫине пӑха-пӑха илет.

В квадрате неба над ним висела рыжая круглая луна.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗсем хӑш чух ман апат ҫине ларатчӗҫ те чӑкӑрт тутарса вараласа хӑваратчӗҫ е ахаль куҫпах курӑнакан ҫӑмартасем туса хуратчӗҫ.

Они садились иногда на мое кушанье, оставляя на нем свои омерзительные испражнения или яйца, которые я легко различал простым глазом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Килнӗ чухне Эмильпе Идӑна вилнӗ ҫынсемпе куҫа курӑнакан кӗлеткесем ҫинчен хӑрушӑ историсем каласа кӑтартса хӑратать.

А заодно и напугать Эмиля и Иду своими страшными историями про мертвецов, духов и привидения.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл тӳрех Крюсе-Майя чӗрҫи ҫине хӑпарса ларчӗ те, лешӗ ӑна куҫ умне курӑнакан ӗмӗлкесем ҫинчен тӗрлӗ историсем каласа пама пуҫларӗ.

Она тут же села к Крёсе-Майе на колени, и та принялась рассказывать ей одну из своих любимых историй про привидения.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней