Поиск
Шырав ĕçĕ:
Володя хӗрачасем ҫине темлерех пӑхнӑран, ӑна ҫакӑн пек ыйтусем кӑна интереслентерме пултараҫҫӗ: тутӑ-и вӗсем, ҫывӑрса тӑраннӑ-и, чипер тумланнӑ-и, французла калаҫнӑ чух йӑнӑшмаҫҫӗ-и, йӑнӑш калаҫсан ӑна ют ҫынсем умӗнче вӑтанмалла пулӗччӗ, — анчах вӗсем этемле шухӑшлама е туйма пултараҫҫӗ тесе пачах шутламасть, вӗсемпе мӗн ҫинчен те пулин калаҫма пуласса пушшех сахалтарах шанать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темшӗн манӑн ӗҫ пӗртте ӑнӑҫмасть; эпӗ шутлама пуҫласанах йӑнӑш турӑм та, халь ӗнтӗ йӑлтах ҫӗнӗрен тытӑнмалла, эпӗ пурра икӗ хут ӳкертӗм, питпе аллӑмсем йӑлтах шуралса пӗтрӗҫ ӗнтӗ, тасатмалли таҫта ҫухалнӑ, Николай шаккани ман нервсене темле ыраттарса хуйхатать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав ҫынсен шухӑшӗсем пӗр енлӗ те йӑнӑш пулаҫҫӗ, анчах вӗсем кӑсӑк тата таса чӗререн тухаҫҫӗ.Суждения этих людей бывают односторонни и ошибочны, но всегда чистосердечны и увлекательны.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакнашкал ӗненӗве, тен, йӑнӑш вӑл, Володьӑпа пулнӑ чух хама хам ытларах юратни ҫуратать.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба сан пата хӑй ҫырасшӑнччӗ, анчах виҫҫӗмӗш листине ҫурса пӑрахрӗ ӗнтӗ: «Атте тӑрӑхлама юратнине пӗлетӗп: пӗр йӑнӑш тупсанах, вӑл пурне те кӑтартӗ», — тет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ чылай хушӑ шарламасӑр ларнине пула Соня мана ухмах вырӑнне йышӑнасран шикленме пуҫларӑм, ман пирки ҫавнашкал йӑнӑш шухӑша сирсе ярса, хам ҫинчен тӗрӗссине пӗлтерме шут тытрӑм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йӑнӑш пулчӗ вӗт.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
— Эсир йӑнӑш шухӑшлатӑр.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Йӑнӑш калатӑн эсӗ: эпӗ шуррисен мар, чӑн-чӑн хӗрлисен ҫынни.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Анчах йӑнӑш нумай тӑвасран хӑрарӑм.
Икӗ ҫыру // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Манӑн хамӑн миҫе йӑнӑш тунине вилес пек, Липучка калашле, «тӳсме ҫук» пӗлес килет.И тут мне смертельно, «до ужаса», как говорит Липучка, захотелось узнать, сколько я сделал ошибок.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Аяла-тӑк, эпӗ хальхинчен икӗ хут сахалтарах йӑнӑш тусан та, пурпӗрех экзамен тытайрас ҫук…»— Значит, если я буду делать ошибок вдвое меньше, чем сейчас, я все равно не сдам переэкзаменовку…»
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Ҫавӑн чухлӗ йӑнӑш пур-и вара?
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Ҫук, ҫук, йӑнӑш пулнӑ-мӗн, — каллех пӳлетӗп кукаҫине.
«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫирӗммӗш ҫулсенче педологие хирӗҫ е комплекслӑ системӑна хирӗҫ тӑрсан, эсӗ тӳрех хӑвна «педагогика наукин тулашне» кӑларса тӑратнӑ пулӑттӑн, — ун чухне кивӗ тата ҫӗнӗ йӑнӑш шухӑшсем ҫав тери вӑйлӑ пулнӑ-ха.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Корольӑн сакӑр йӑнӑш пулнӑ иккен, Сергейӑн — улттӑ.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫавӑнтах ун пуҫне тата тепӗр хӑрушӑ шухӑш та пырса кӗчӗ: тӳрлетме ҫук йӑнӑш пулмарӗ-ши — ӑна, мистер Кэмбие, шанчӑкран тухнӑ ҫын тесе шутламаҫҫӗ-ши вӗсем?
«Дракон» хӑйӗн чунне сутать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Петя пысӑк йӑнӑш тунӑ — торбазисем тӗпне типӗ курӑк хуман.Петя допустил большую оплошность — не положил в торбаза стельки.
Пӗчӗк сунарҫӑсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ачасемпе хӗрачасем Чочойпа Кэукая ал тытаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ ятпа саламлаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пӳле-пӳлех, кунта нимӗнле йӑнӑш та ҫук тесе, Чочоя ӗнентерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Анчах ҫыратӑп та — тепӗр хут йӑнӑш туса хуратӑп.
31 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.