Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чи хӳхӗм тетти — шур чечекли ура айӗнче ҫатлатрӗ.
Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.
Тинкеререх пӑхрӑм та, ура айӗнче упа тирӗ выртнине ӑнланса илсен, те кӗвӗҫнине пула: «Эсӗ упа та тытнӑ-ҫке!» — тесе кӑшкӑрсах ятӑм.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Ҫӗнӗ ГЭС пулмалли вырӑна пырса ҫитсен, гидростроитель уҫӑ пӗлӗт айӗнче е палаткӑра вырӑнти климатпа «паллашать», унтан, ҫӗнӗ хула, пысӑк ҫуртсем ӳссе ларсан, ҫемьеллӗ, кӳршӗ-аршӑллӑ пурнӑҫ ырлӑхне туйса илет.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Тен, ӑнсӑртран сыхланса юлнӑ лупас айӗнче халӗ те кӑкарса хунӑ хӗсӗр качака тӑрать пулӗ…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӗсен урисем айӗнче чашӑк-тирӗк ванчӑкӗсем кӑчӑртатаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кӗлте пек ҫыхса пӑрахнӑ «мемме ачи» мунча кӑмаки айӗнче выртнӑ, имӗш.«Маменькин сынок» лежал, связанный как сноп, под печкой в бане.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ваня юлташа темскер каласшӑн пулнӑ пек чӗтренсе тӑракан тӗксӗмрех хунар айӗнче, кӗтесре, темле ҫын тӑни курӑнчӗ.На углу, возле подслеповатого фонаря, который, казалось, подмигивал товарищу Ване, кто-то стоял.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Чунӗ кӳтсе килнипе мастер хӑйӗн будкинчи савӑт-сапасене, инструментсене ҫапса сирпӗнтерни, ури айӗнче мӗн пуррине йӑлтах таптани, вӑл пӗтӗм ҫут тӗнчене ылханса хаяррӑн кӑшкӑрашни чылай вӑхӑт илтӗнсе тӑрать вара.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кут айӗнче машшин пур пулсан Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ яла ҫитсе килме йывӑр мар вӗсене.
Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html
Унта, пӗр илемлӗ вырӑнта, лаштра йӑмра айӗнче ҫутӑ ҫӑл куҫӗ юхса выртать.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл лаштра йӑмрасем айӗнче пытанса ларать, ытти чӑваш ялӗсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть темелле; анчах, тӗсерех пӑхсан, уйрӑмлӑхӗ пурах: ял варринчи пысӑк йывӑҫ чиркӳ, вулӑс кантурӗ, ҫӗрме пуянсемпе пупӑн капмар ҫурчӗсем, икӗ хупах инҫетренех курӑнса лараҫҫӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Айӑпсӑр ачасем таса сассисемпе ҫак тискер ӳкерчӗк айӗнче юрлани Пазухина вырӑнсӑр, тӑрлавсӑр япала пек туйӑнчӗ.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Поэт сӗтел пуҫӗнче, Лермонтов портречӗ айӗнче, ларать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
…Вӗсем шкул картишӗнчи ватӑ хурамасем айӗнче пӗрле уҫӑлса ҫӳреме е Константин Ивановӑн пӳлӗмӗнче пухӑнса ларма юратаҫҫӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫынсем хушшинче Мухаровсем те иккӗшӗ пӗр сунчӑк айӗнче тӑраҫҫӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫӗр айӗнче вӑл ҫӳлтинчен чылай аслӑрах, унта хӗллесерен вуншар пӑт ҫӗр улми выртать, катки-каткипе тӑварланӑ хӑяр, помидор, кӑмпа, йӳҫӗтнӗ купӑста, пан улми, банки-банкипе тӗрлӗ ҫырларан тунӑ варени, кӗленчесенче улма-ҫырла эрехӗ, пысӑк пичкере хӗлӗпех сӑра татӑлмасть…
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ура айӗнче типӗ ҫулҫӑ чӑштӑртатать, чие тӗмӗсем хушшинче хаваслӑ ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ, — вӗсем турат ҫинчех типсе хуралнӑ ҫырласене яра куна шӗкӗлчесе ӳсӗрӗлнӗ те халӗ пӗр-пӗрне пӳлсех чимлетеҫҫӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Борис аллинчи кӑранташ кӑшт чӗтретчӗ, анчах хӑй питӗ лӑпкӑ сӑнлӑччӗ, хура куҫӗсем кӑна хӗр ҫине йӑпӑрт пӑхса илнӗ чух кӗл айӗнче тӗлкӗшекен кӑвар пек хыпа-хыпа илетчӗҫ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эпир ӗлекхиллех, алӑ айӗнче мӗн пуррипе тӑрантаратпӑр.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫак хурама айӗнче вӑтӑр пиллӗкмӗш ҫулхине пирӗн колхозниксен пӗрлешӳллӗ пуххи пулнӑ, ҫав пухура ҫак ҫӗрсене, ҫак курӑнакан ҫӗрсене, — агроном, аллине тӑсса, йӗри-тавра ҫавӑрса кӑтартрӗ, — йӑлтах колхоза усӑ курма ӗмӗрлӗх пани ҫинчен акт илнӗ.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.