Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӑхатӑп (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экипаж иртсе пынӑ сасӑ илтӗнмессерен чӳрече патне чупса пыратӑп та, алтупанӗсем ҫине тӗренсе, хӑнасем килессе кӗтсе урамалла пӑхатӑп.

При шуме каждого мимо ехавшего экипажа я подбегал к окну, приставлял ладони к вискам и стеклу и с нетерпеливым любопытством смотрел на улицу.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тӗлӗрсе тӗтреленнӗ куҫсемпе эпӗ унӑн пичӗ ҫине тинкерсе пӑхатӑп, сасартӑк вӑл пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленет — унӑн пичӗ пӗчӗк: тӳмерен те пысӑк мар ӗнтӗ; анчах вӑл мана ҫав-ҫавах уҫӑмлӑн курӑнать: вӑл ман ҫине пӑхса илнине те, йӑл кулнине те куратӑп.

Отуманенными дремотой глазами я пристально смотрю на ее лицо, и вдруг она сделалась вся маленькая, маленькая — лицо ее не больше пуговки; но оно мне все так же ясно видно: вижу, как она взглянула на меня и как улыбнулась.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ Катенька хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхатӑп, хӑй вӑл, хурт ҫулӗ ҫине ҫулҫӑ хурса, ӑна ҫӗклесе илесшӗн тӑрмашать.

Я смотрел через плечо Катеньки, которая старалась поднять червяка на листочке, подставляя ему его на дороге.

IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ытла та чӑтӑмсӑрлантӑм: хамӑн лаша ҫине утлантӑм, ун хӑлхисем хушшинчен пӑхатӑп, картиш тӑрӑх ун-кун ҫаврӑнкаласа ҫӳретӗп.

Я был в сильном нетерпении: взлез на свою лошадку, смотрел ей между ушей и делал по двору разные эволюции.

VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пуҫӑмра ҫак шухӑшсем пӑтранаҫҫӗ; эпӗ вырӑнтан хускалмасӑр хамӑн пушмакӑн хура хӑйӑвӗсем ҫине тинкерсе пӑхатӑп.

Мысли эти мелькали в моей голове; я не трогался с места и пристально смотрел на черные бантики своих башмаков.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ун ҫине пӑхатӑп та: ача чухне авӑ епле пулнӑ эсӗ тесе пӗрмай шухӑшлатӑп.

Смотрю на него и все думаю: таким и ты был.

5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Пӑхатӑп та эп сан ҫине, тем асаплантарнӑ пек туйӑнать сана.

— Смотрю на тебя и вижу: мучит тебя что-то.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Куҫ уҫса пӑхатӑп та мӗн куратӑп-ха?

Вскочил в страхе.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Пӑхатӑп та — мӗнле инкек тата — манӑн ҫу юхать те юхать.

Гляжу — протекает мой новый казан, потоками хлещет сквозь его стенки сало, скоро, пожалуй, и на дне ничего не останется.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Пӑхатӑп та, ман кӗсре темӗскертен хӑранӑ пек хартлата пуҫларӗ, чӗрнисемпе кукалеме тытӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах сасартӑк вӑл сывлӑша йӑтӑнса хӑпара пуҫларӗ.

В это время — что такое? — жеребец мой заржал, забился, захрапел и начал подниматься в воздух.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Юханшыв патне ҫитсе тӑрсассӑн пӑхатӑп та, шыв шӑнса ларнӑ иккен.

Поэтому я нисколько не удивился, когда увидел, что вода в озере замёрзла до самого дна.

Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.

Пӑхатӑп та ӑна: хӑй шап-шурах шуралса кайнӑ, куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑ, тути хӗррине, лашанни пек, шурӑ кӑпӑк тапса тухнӑ, хӑй пур, мӗнпур вӑйӗпе чупать.

Гляжу на него: бледный несется, глаза выкатил, на губах пузыри белые, как у лошади.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Пӑхатӑп — пакунсем.

Вижу — погоны.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Пӑхма вара, — тет, — пӑхатӑп, анчах…

Посмотреть, — говорит, — посмотрю, а…

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Урайне пӑхатӑп та куратӑп: унта, чӑнах та, чӗлхе вырта парать.

Поглядел я на пол и вижу: да, в самом деле лежит на полу язык.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Тӑратӑп, пакета хыпашлатӑп, хама хураллакан казак ҫине пӑхатӑп.

Стою, понимаете, пакет щупаю и на своего надзирателя гляжу.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Эпӗ те ирӗксӗрех ҫав чул ҫине пӑхатӑп.

И я поневоле тоже гляжу на этот булыжник.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Тӑлана алла тытатӑп та хыпашласа пӑхатӑп, сисетӗп — унта тем ытлашши япала пур.

Беру я портянку, щупаю и вижу, что там что-то такое — лишнее.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Утатӑп, уксахласа утатӑп, хам майӗпен хӗве, йӗм пӗҫҫисене, айӑксене ухтаратӑп, ҫапкаласа та пӑхатӑп.

Иду, понимаете, ковыляю, а сам осторожно за пазухой шарю, в штанинах ищу, по бокам похлопываю.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Ҫаврӑнса пӑхатӑп та — леш ухмах этем чупса килет.

Оглядываюсь — бежит сумасшедший.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней