Поиск
Шырав ĕçĕ:
Л.Егорова тӗп ыйтусемсӗр пуҫне хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫрӗ: «2016 ҫулхи июлӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх перепиҫӗ иртет. Ҫак тӗллевпе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Пурне те ҫак ҫыравра яваплӑ пулма, активлӑ хутшӑнма ыйтатӑп. 2002 ҫулта ирттернӗ ялхуҫалӑх перепиҫӗ пире нумай информаци пачӗ. Шӑпах ҫак ҫырав хыҫҫӑн патшалӑх ҫӗнӗ программӑсене вӑя кӗртрӗ».
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Паянхи куна районта 4 пушар пулнине регистрациленӗ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта - 9. Пушарсен тӗп сӑлтавӗ - электрооборудованипе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑсни.
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Тӗп тӗллевсенчен пӗри - 2016 ҫулхи ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтра республика территорине пушартан сыхласси.
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Халӑхпа тӗл пулса калаҫмалли темӑсем ҫаксем пулчӗҫ: ЧР 2016 ҫулхи бюджет политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем, экономика аталанӑвне тата халӑх пурнӑҫӗн шайне лайӑхлатассипе йышӑнакан мерисем ҫинчен; ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен ӗҫпе канӑвне йӗркелесси; 2016 ҫулхи ҫурхи-ҫуллахи тапхӑрсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси.
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
2016 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш Енре РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйланакан кандидатсен малтанхи сасӑлавӗн пӗрлехи кунӗ иртет.
Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
1967 ҫулхи мартӑн 7-мӗшӗнче вӗсен ҫемйинче Марина, 1971 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче Виктор, 1973 ҫулхи июлӗн 8-мӗшӗнче Надежда, 1979 ҫулта Елена, 1981 ҫулта Ольга ҫуралаҫҫӗ.
50 ҫул — паллӑ ҫул // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Нинӑпа Петӗр 1966 ҫулхи май уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗрлешнӗ.
50 ҫул — паллӑ ҫул // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
«Эпир тупӑш сахал илекен ҫемьесене ҫӑмӑллӑх туса парассишӗн — коммуналлӑ пулӑшу тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарассишӗн — республикӑн 2016 ҫулхи хыснинче укҫа пӗлтӗрхинчен 20 процент нумайрах пӑхса хӑвартӑмӑр, — терӗ Михаил Игнатьев. — Ӑна ҫемьесем кашни уйӑхра вӑхӑтра илеҫҫӗ».
Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Нумай ҫулхи опыт кӑтартнӑ тӑрӑх — ҫав лаптӑксенчен тухӑҫ тӑватӑ-пилӗк центнер сахалрах тухать.
Ҫитӗнӳ хамӑртан килет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен вара Николай Малов «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмне ертсе пырать.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Кӑҫал завод хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫакӑн пирки ЧР Обязательнӑй медицина страхованийӗн территори фончӗн директорӗпе Вячеслав АЛЕКСАНДРОВПА калаҫрӑмӑр, вӑл хӑй ертсе пыракан тытӑмӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Кун кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, акӑ вӑл 1951 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче Купӑрля шкулне кайнӑ, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗн Юлия Михайловӑн урокӗнче пулнӑ.
Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
2015 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне Шупашкар территорийӗнче вӗсен вӑрттӑн вӑйӑ салонӗсен анлӑ сечӗ ӗҫленӗ ӗнтӗ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Вӑл 1928 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.
Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25
2016 ҫулхи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫитес суйлавӗсем пулӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ҫул-йӗр фончӗн 2016 ҫулхи тӑкакӗсем 2,7 млрд яхӑн тенкӗпе танлашмалла, ҫав хушӑрах укҫа-тенкӗн 20 процентӗнчен ытларах пайне шӑпах ял ҫӗрӗнче ҫулсем тума тата вӗсене тӗпрен юсама ямалла.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Тӳрӗ кӑмӑллӑ предпринимательсене бизнеса легализацилеме тата ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене урӑх категориллӗ ҫӗрсен шутне куҫарнӑ хыҫҫӑн куҫман пурлӑха харпӑрлӑха ҫавӑрмалли правӑна ҫырса йӗркелеме пулӑшас тӗллевпе 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен тӗлӗшпе «амнисти» палӑртма сӗнетӗп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрсене 2016 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри Ял хуҫалӑх ҫыравӗн шайӗнче шута илсе тухни управлени ӗҫӗнче тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Финанс лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑлах пулманнине пӑхмасӑр 2016 ҫулхи бюджетра патшалӑх пулӑшӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене мӗнпур формӑллӑ хуҫалӑхсем валли сыхласа хӑварнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792