Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑван сăмах пирĕн базăра пур.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кунсӑр пуҫне те чылай мӑкӑртаткаларӗ, ӑнланса илме ҫук ҫыхӑнусӑр пуплевсемпе хӑйӗн амӑшӗ ҫинчен, хӗвеллӗ Калифорни ҫинчен, апельсин вӑрманӗсемпе чечексем ӑшӗнче ларакан тӑван ҫурчӗ ҫинчен те чылай калаҫрӗ.

Он бормотал что-то бессвязное о своей матери, о Южной Калифорнии, о домике среди цветов и апельсиновых деревьев.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Тӑван ҫӗрӗм, тӑван, тӑванскер…

— Родная земля, родная, родная…

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юлташӗ ҫав тери хаклине, тӑван шӑллӗнчен те ҫывӑхраххине Гусев халӗ тин туйса илчӗ.

Гусев только сейчас почувствовал, как дорог ему товарищ, ближе родного брата.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эсӗ пӗрремӗш хут килсен эпӗ ҫапларах шухӑшларӑм: «Эпӗ ӑна ачалӑхра курнӑ, ку — тӑван улӑп.

Когда ты в первый раз пришёл, я подумала: — я его видела в детстве, это родной великан.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ахаль ҫак этем тӑван ҫӗр-шывне сутман, аякка-аякка тӑххӑрмӗш тӳпене вӗҫсе хӑпарнӑ пулин те, мӗн те пулин тупасси, ӑна килне, Маша патне, илсе каясси пирки кӑна шухӑшлать.

Этот простой человек не предал родины, прилетел за тридевять земель, на девятое небо, и только и смотрит, что бы ему захватить, привезти домой, Маше.

Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗр, ешӗл ҫӗр, — пӗрре пӗлӗтсемпе, тепре ҫап-ҫутӑскер, капӑр та нумай шывлӑскер, хӑйӗн ачисем тӗлӗшпе чарусӑр усалскер, вӗри юнпа исленнӗскер, — анчах пур пӗрех — юратнӑскер, тӑван ҫӗр-шыв…

Земля, земля, зелёная, то в облаках, то в прорывах света, пышная, многоводная, так расточительно жестокая к своим детям, политая горячей кровью, и — всё же любимая, — родина…

Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуҫне каҫӑртрӗ те — ушкӑн ҫӑлтӑрсен хушшинче ишекен инҫетри тӑван ҫӗр-шывне тӗмсӗлсе сӑнать.

Закинув голову, глядел на плывущую между созвездиями далёкую родину.

Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Юратса пӑрахрӗ те сасартӑк юнӗпе — мӗн пуррипе — кӗретӗн туйрӗ: Гусев уншӑн — тӑван.

И тогда полюбила, — вдруг, кровью всей почувствовала, что Гусев ей — родной.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ав, пур иккен-ха унӑн тӑван ашшӗ те!

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ырӑ, сӑпай ҫын иккен вӑл Турчӑка Кули, унӑн тӑван мар ашшӗ.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑван мар ашшӗне, Турчӑка Кулине те, шел.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Епле-епле-тӗр те, ҫапах та ашшӗ-ҫке-ха, тӑван ашшӗ.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юнран тӑван ачине йышӑнмасть те вӑл!

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗнтӗ тӑван сӑрт тӳпемне те хӑпарса ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑван хӗрӳ вӗт, Матви, шухӑшла.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавах та ҫиҫкӗнчӗк, ырӑ иккен унӑн сасси, тӑван.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сарас вырӑнӗ те сивӗ, пӳрт ӑшчиккийӗ те юнран ӳт илнӗ тӑван ача сассисӗр…

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шӑллӗсем, ӳсен-пӗри, тӗкленчӗҫ, ура ҫине тӑчӗҫ, тӑван йӑваран вӗҫе-вӗҫе тухса кайса пӗтрӗҫ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тустарса ил хӑв ачуна — тевӗр темиҫе самантранах лешӗн пӗлӗтленнӗ кӑмӑлӗ ҫутӑ, хавас; кусем, Матвирен тӑван маррисем — наччас тутисене пӑрӗҫ, аппӑшне, вӑр-вар качча сиксе тухнӑшӑн, ӳпкелеме пӑхӗҫ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑвӑрланчӗ тӑван ялта та.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней