Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

киле (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла темиҫе сехет хушши выртаттӑмӑр эпир, вара чуна уҫӑлтарса, кантарса, киле, ӗҫ патне таврӑнаттӑмӑр.

Так лежали мы по нескольку часов кряду и возвращались домой к работе духовно и телесно обновленные и освеженные.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫак ҫамрӑк пӑру хӑйне кӳрентернипе вӑл вӗресе чӗтресе кайрӗ, хӑйпе калаҫнӑ чухне ҫын вырӑнне шутламанскер, халӗ ӗнтӗ ӑна вӑл — унӑн таса сенкер куҫӗшӗн, хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ сӑн-пичӗшӗн, кӗске те ҫирӗп аллисемшӗн, унӑн таҫта ялӗ пуршӑн, ялта кил-ҫурт тытнӑшӑн, пуян мужик ӑна хӗрӗ патне киле кӗртсе кӗрӳ тума чӗннӗшӗн, — унӑн мӗнпур иртнӗ тата пулас пурнӑҫӗшӗн, пуринчен ытла ҫак ача, Челкашпа танлаштарсан, пӗчӗкҫӗ ача, — ирӗклӗх хакне пӗлменскер, тата ку ирӗклӗх ӑна хӑйне нимӗн тума та кирлӗ мар пулин те — ирӗке юратнӑшӑн, халӗ ӑна курайми пулса тӑчӗ.

Он кипел и вздрагивал от оскорбления, нанесенного ему этим молоденьким теленком, которого он во время разговора с ним презирал, а теперь сразу возненавидел за то, что у него такие чистые голубые глаза, здоровое загорелое лицо, короткие крепкие руки, за то, что он имеет где-то там деревню, дом в ней, за то, что его приглашает в зятья зажиточный мужик, — за всю его жизнь прошлую и будущую, а больше всего за то, что он, этот ребенок по сравнению с ним, Челкашем, смеет любить свободу, которой не знает цены и которая ему не нужна.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Ӑҫта каяс-ха, паллах — киле.

— Да ведь — куда? известно, домой.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Йӗкӗтӗн пӗрре те хӗр патне киле кайса кӗрес килмен.

Парню сильно не хотелось идти в зятья.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Халӗ капла акӑ, хӗр патне киле кӗмесӗр, нимӗн те тӑваймӑн.

— А теперь ничего не поделаешь иначе, как в зятья идти.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Лайӑх кил-ҫурта, киле кӗрӗп, тейӗпӗр.

Пойду я в зятья в хороший дом.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ӗнер каҫхине вӑл киле яланхи пекех ӳсӗр тавӑрӑнсан, хӑйӗн кивӗ йӑлипе ятлаҫма, чышкисемпе сулкалама тытӑнсан, карчӑкӗ ун ҫине, хӑйӗн чарусӑр упӑшки ҫине, халиччен нихӑҫан та пӑхман пек пӑхса илнӗ.

Когда вчера вечером воротился он домой, по обыкновению пьяненьким, и по застарелой привычке начал браниться и махать кулаками, старуха взглянула на своего буяна так, как раньше никогда не глядела.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Киле таврӑнӑр, — терӗ Лена.

Идите домой, — сказала Лена.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Асанне, ан пӑшӑрхан эсӗ, киле кай, — ӳкӗтлерӗ ӑна Маша.

— Бабушка, ты не убивайся, иди домой, — уговаривала ее Маша.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑр чӑхсене халех киле илсе пынӑ пултӑр! — вӑрҫса тӑкрӗ вӑл Машӑна.

Неси домой наших кур! — шумела Манефа.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эпӗ кӳршӗ арӑмне ӑна киле те кӗртмӗп, — паттӑрланса кайрӗ Санька. — Крыльца пусмине каса-каса татӑп, урине хуҫтӑр, иҫмасса».

«Я соседку и в избу не пущу, — расхрабрившись, решил Санька. — Ступеньки у крыльца подпилю, пусть ноги поломает».

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Киле манса кайрӗ…

— От дома подался…

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пире эсӗ татса кала-ха, пирӗннисем киле час таврӑнаҫҫӗ-и?

— Слово нам твердое скажите, скоро ль по домам наши вернутся?

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр Санька ашшӗ Егор Коншаков кӑна киле таврӑнмӗ…

И только Егор Коншаков не вернется домой…

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрнене тултармасӑрах мӗнле киле таврӑнас тен-ха!

Разве можно вернуться домой с неполным кузовком!

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Киле урампа мар, кӑмпа сахал пуҫтарнине ҫынсем курасран ял хыҫӗнченех ҫаврӑнса кайма тӳрӗ килӗ ҫав.

Не иначе, домой придется возвращаться не улицей, а задами деревни, чтобы люди не увидели, как мало набрали они грибов.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан кӑшт ҫӳлерех, рабочисен поселокӗпе хӑпармалла, вара чи хӗрринчен виҫҫӗмӗш пӗчӗк шурӑ пӳрте шутламалла та кантӑкӗнчен шаккамалла — Федя киле кая юлса таврӑнсан, яланах ҫапла тӑватчӗ.

А там подняться на пригорок, к рабочему поселку, отсчитать с края третий домик, маленький, белый, точно умытый к празднику, и постучать в оконце — Федя всегда так делал, когда запаздывал домой.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька ирех, тул ҫутӑлнӑ чух тухса каять те киле апат ҫиме, ҫывӑрма кӑна таврӑнать.

Санька встает чуть свет и домой приходит только обедать да ночевать.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Киле каймалла, — терӗ вӑл.

Домой надо, — твердил он.

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ киле кайма та юрать.

Можно было расходиться по домам.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней