Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Шӑнкӑрч йӑви! — асӑрхаттару Роза иментерчӗ, анчах хӑйне юратас туйӑмне кӳрентерни именӗве ҫийӗнчех питӗ вирлӗ тапкӑпа сӑйларӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Вӑл ютшӑнчӑк кӑмӑллӑ, хӑйне мӑнна хуракан ҫын пулма кирлӗ, вӑл нимӗн те ҫухатмасть, — хӑйӗнпе хӑй калаҫрӗ Гнор.«Это должен быть очень замкнутый и высокомерный человек, ему терять нечего», — сказал Гнор.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ку вӑрман хӑйӗн кашни ҫулҫинчех ӑнланусӑр, хӑйне евӗрлӗ тата харсӑр пурнӑҫ вӑйӗпе, витӗмлӗ йыхравпа, ӳпкевпе сывлать; кунта килсе лекнӗ ҫын чӗнмесӗр тӑмаллине туять.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Хӗр хӑвӑрт, ытла хытах мар калакан кӗвве Гнор лайӑх пӗлет, хӑйне евӗрлӗ кӗвӗ пуҫламӑшне, хаваслӑ та тулли сасӑллӑскере вӑл пуҫне усса итлерӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Хаҫатлӑ ҫыннӑн ячӗ питӗ вӑрӑм, анчах ыттисене те, ӑна хӑйне те ҫак ятӑн пӗр пайӗ ҫырлахтарать: Энниок.У человека с газетой было длинное имя, но все и он сам довольствовались одной частью его: Энниок.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ӗнерхи хӑйне евӗрлӗ ӗҫ чунне ҫутӑ варкӑшпа, сӑлтавсӑр тунсӑхпа, савӑнӑҫпа тултарчӗ.Исключительное событие вчерашнего дня наполняло его светом, беспричинной тоской и радостью.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫак самантра, хӑйне мулкача пенӗн йӗрлесе перекен тӑватӑ матросран ҫӑлӑнас шутпа, Фекан тӗк те ҫил чупса иртрӗ, — эсир ҫав вӑхӑтра канаттӑрччӗ ӗнтӗ.В то время, спасаясь от четырех, стрелявших по нем, как в зайца, промчался Фекан, — вы были в каюте…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Хӑйне илтни-илтменни пирки шухӑшламасӑр Суринэ кӑкӑрӗнчи мӗн пур сывлӑшне кӑларчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:Не думая о том, слышно ее или нет, Суринэ крикнула всей всколыхнувшейся грудью:
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Суринэ чӗркуҫленсе ларчӗ, хӑйне вӗлерес умӗнхилле — шӑппӑн та тунсӑхлӑн йӗрет.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Ячӗшӗн ассӑн сывласа, калпакне аллинче лутӑркаса тата сӑмсине шӑнкарса, юлашкинчен, пӗрле ӗҫекенсем патне хыпаланса матрос хӑйне те, хӗре те нушалантарас мар, ӗҫе ҫийӗнчех пӗтерес терӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Портран инҫех мар темӗнле Пакута, хӑйне ирӗклӗ тытма хӑнӑхнӑскер, почтальонӑн тӑлӑх арӑмӗ, пурӑнать.Неподалеку от порта жила некая Пакута, женщина вольного поведения, вдова почтальона.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Вӑл ун патне нихӑҫан та ҫырмасть, парнелӗх кӑптӑр-каптӑр япала та пулин туянса килмест, уйрӑлу хыҫҫӑн курнӑҫсан хӑйне Суринэрен ӗнер кӑна уйрӑлнӑн тытать.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Анчах чун икӗ тӗрлӗ иккенне йышӑнас тӑк — эпир Суринэне ӑнланатпӑр; пӗр йышши чун тӑраниччен, антӑхса кайса хӑйне юраттарасшӑн, тепӗр йышши вара ҫакӑнтан кая мар туйӑмпа хӑй юратасшӑн, хӑйне парасшӑн, парнелесшӗн.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Шухӑшлама-тишкерме мехел ҫитерейменскер — телейне халь-халь тӑпӑлтарса илесле, хӑйне таҫта инҫете, терт-асапӑн хатарлӑ сӗмлӗхне ывӑтса ярасла туйӑмпа хӗрӳленсе Нок ҫаврӑнчӗ те каялла чупса кайнӑ ҫынсем ҫинелле револьверта пӗр патрон юлмиччен печӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑлах ӑна пӗчченлӗхре тытать; Нок хӑйне тин вӑраннӑн туять.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Пӗтӗмпех пӗтрӗ, пулни-иртнине ас тутаракан пӗчӗк йӗр те ҫухалчӗ — ҫурт та, урам та, хваттер номерӗ те, — Нок хӑйне хӑй хисепленин туйӑмне ҫакӑ самаях кулянтарать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑл аптӑрасах кайрӗ, анчах ҫакӑншӑн хӑйне ҫийӗнчех хыттӑн ҫупса ячӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Гелли, унӑн шухӑшӗпе, тӗлӗнтермӗш, асамлӑ, хӑйне евӗрлӗ.Гелли была, опять-таки, по крайнему его мнению, диковинным, совершенно фантастическим исключением.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Эпӗ… — терӗ те вӑл — тӑруках хӑйне тытма пӗлеслӗхе ҫухатса, аптӑраса ӳкнине туйса куҫӗ тӗлне лекнӗ пӗрремӗш пускӑч ҫине сиксе хӑпарчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Нокӑн станци ҫуртне кӗрес килмест; ку ӑссӑрла хӑтланни пулӗччӗ — хальлӗхе вара вӑл хӑйне йӗркеллех туять, анчах, саппас ҫулсен хушшинче ҫӳрекелесе, ҫынлӑ пӗр-пӗр будка е хурал пӳрчӗ тупма ӑнтӑлчӗ, ӗҫлесе ӗшеннӗ, кӗскен каласан — ӗҫлӗ ҫынна тӗл пуласса, хӑйхискер хӑйӗн панккамасрах ӑсне тата тараватлӑхне пула таркӑна хулари ахаль ҫапкаланчӑк вырӑнне йышӑнасса, чӗре сури тумалӑх кӑшт укҫа парасса шанчӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.