Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курса (тĕпĕ: курс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уява пухӑннӑ халӑх ӑратлӑ лашасем чупнине курса савӑнма, тӗрлӗ конкурс-ӑмӑртусене хутшӑнма пултарчӗ.

Народ собравшийся на праздник смог с удовольствием посмотреть лошадиные скачки, участвовать в конкурсах-соревнованиях.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ — чӑвашсем никӗсленӗ хулара // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Унта «Чӑвашкино» материалӗсемпе усӑ курса тепӗр кинофильм — «Октябрь тивлечӗпе ҫуралнӑ Республика» — ӳкернӗ.

Помоги переводом

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫӗр ӗҫченӗсен кая юлмасӑр препаратсемпе усӑ курса лару-тӑрӑва лайӑхлатма, пысӑк тухӑҫ илме шанӑҫ пур-ха.

У земледельца есть шанс, не упуская возможность используя препараты, улучшить ситуацию .

Комисси членӗсем тыр-пул шӑтаслӑхне тӗрӗслерӗҫ // Деомид ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

«Маншӑн трактор-комбайн вӑл - чун киленӗҫӗ, ҫурхи ака-суха вӑхӑтӗнче кунӗн-ҫӗрӗн хирте ирттермелли те пӗртте пӑшӑрхантармасть. Пирӗн ӗҫ яваплӑ. Ӑшӑ, уяр кунсемпе усӑ курса хир ӗҫӗсене вӑхӑтра вӗҫлеме тӑрӑшмалла. Ӳркенмесен ялта та пурӑнма аван. Ҫӗр вӑл, ҫын пекех, хӑйне юратнине, пӑхнине кӗтет. Ху тӑрӑшнин тухӑҫӗ аван пулсан вара чун тата та вӑйлӑрах хӗпӗртет», - тет Юрий Анатольевич.

"Для меня трактор-комбайн - это наслаждение, и нисколько не беспокоит то, что во время весеннего сева приходится целыми днями и ночами проводит в поле. Наша работа - ответственная. Воспользовавшись теплыми и ясными днями, полевые работы надо постараться закончить во время. Если не лениться, то и в деревне хорошо жить. Земля, как человек, ждет любви и внимания. Если продуктивность твоего труда хорошая, то и душа сильнее радуется", - говорит Юрий Анатольевич.

Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Май тупса маттур та пултаруллӑ ҫамрӑкпа, «Чӑваш Ен» наци радиовӗнче сасӑ режиссерӗнче тӑрӑшакан Мишӑпа, курса калаҫас терӗмӗр.

Воспользовавшись удобным моментом решили побеседовать с талантливым молодым человеком, звукорежиссером национального радио "Чувашия" Михаилом.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Мускаври Хӗрлӗ лапамри Ӗмӗр ҫунакан вут патӗнче е Кремль хапхи умӗнче салтаксем караул тӑнине нумай-нумай ҫын курса ӑмсанать, мӑнаҫланать...

Помоги переводом

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Нумайӑшӗн шухӑшӗпе, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче ҫакнашкал самант пулса иртнӗ: «Халӑх чӗрӗлнине курса юлма тӳр килчӗ», — тесе аса илеҫҫӗ вӗсем ҫав самана пирки.

По мнению многих, в конце прошлого века был такой миг: «Довелось увидеть возрождение народа», — вспоминают они о том периоде.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Сунар мелӗпе усӑ курса тытма юрамасть.

Помоги переводом

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫуртра йывӑҫран касса кӑларса эрешленӗ вун-вун япалана курса тӗлӗннӗ хыҫҫӑн пахчана ҫул тытрӑмӑр.

Удивленные увиденным в доме десятков резных деревянных изделий мы вышли в огород.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Мӗншӗн тесен ял хуҫалӑх культурисене хими удобренийӗпе усӑ курса ҫитӗнтерни ҫапла тума памасть.

Потому что выращенные на химических удобрениях сельскохозяйственные продукты не позволяют сделать так .

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Унта пӗр улшӑнми 35 ҫул ӗҫлекен Людмила Шикаревӑпа курса калаҫрӑм.

Встретилась с Людмилой Шикаревой, которая там беспрерывно работает 35 лет.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫаксене пурне те курса, чӑтса ирттернӗ ҫамрӑк Оля.

Все это видела и перестрадала молодая Оля.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

А.Г.Николаев космонавт ентешӗсем ӳнерҫӗсен илемлӗ сӑвви-юррине итлесе киленчӗҫ, лешсем вара вӗсен ӗҫри паттӑрлӑхне курса, хӑйсен пулас хайлавӗсем валли сӑнарсем тупса хавхаланса таврӑнчӗҫ.

Земляки космонавта А. Г. Николаева насладились стихами и песнями людей искусства, а они, видя трудовой подвиг сельчан, возвратились новыми образами для будущих произведений.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Митта куҫарнӑ «Борис Годунов» пирки Хветӗр Уяр ҫапла ҫырнӑ: «…Тахҫан пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен Пушкин хӑех чӑваш куҫӗпе курса, чӑваш ваттилле шӑкӑл-шӑкӑл каласа панӑ тейӗн ҫав».

Хведер Уяр о переводе Миттова "Борис Годунов" писал так: "Как-будто Пушкин сам с чувашским видением, как чувашский старец рассказал в доброй беседе о давно минувших делах".

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

«Кун пек хастара Тулӑри Суворов училищине вӗренме ямалла. Халех пурнӑҫ тути-масине пӗлекенскер унта тӑрӑшса ӑс пухӗ. Курса тӑрӑр, Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ пулатех», — ҫирӗплетнӗ хайхис-кер.

"Такого героя нужно направить учиться в Тульское суворовское училище. Сейчас испытавший все трудности жизни, там старательно будет набирать знание. Увидите, прославленным сыном своей Родины он будет, - утвердительно сказал он.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫакна курса тӑнӑ кӳршӗ пӗчӗк Сережӑна хӑвӑртрах чӳречерен тӗксе янӑ.

Видевший все это сосед, быстро вытолкнул маленького Сережу из окна.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Май пулсан аякри хуласене курса ҫӳреме ӗмӗтленет.

Помоги переводом

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Меллӗ самантпа усӑ курса журналистсем Игнатьевсен ывӑлне те ыйтусем пачӗҫ.

Помоги переводом

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Правительство пуҫлӑхӗн заместителӗ ҫавӑн пекех регионта ют ҫӗршывсен технологийӗсемпе тата инвестицийӗсемпе усӑ курса пурнӑҫланӑ пысӑк инвестици проекчӗсемпе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Шкулта ывӑннӑ хыҫҫӑн ансамбле ҫӳрекенсемпе курса калаҫсан чун уҫӑлса каять.

После усталости в школе, встреча с участниками ансамбля поднимает настроение.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней