Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Кӗрӳ каччӑ час ҫитеймен те, хӗрсем пурте ыйхӑласа ҫывӑрса кайнӑ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ионафан ӗнтӗ вӗсем хыҫӗнчен хӑваласа кайнӑ, анчах хуса ҫитеймен: лешӗсем Елевфера шывӗ урлӑ каҫса кайма ӗлкӗрнӗ.30. И погнался Ионафан за ними, но не настиг их, потому что они перешли реку Елевферу.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Иудейсем те вӗсенӗн сӑпрайӗсене хирӗҫ тытӑҫма сӑпрайсем вырӑнаҫтарса тухнӑ, ӗнтӗ нумай кун хушши ҫапӑҫнӑ; 53. анчах управӑшсенче малтан хатӗрлесе хунӑ апат-ҫимӗҫӗ ҫитеймен, мӗншӗн тесессӗн ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул теекен ҫулталӑк пулнӑ, мӗн янтӑласа хунине Иудейӑна суя тӗнлӗ ҫынсенчен тарса пынӑ халӑх ҫисе янӑ; 54. ҫапла вара сӑваплӑ Ҫурта сыхлама ҫынсем нумай юлман: выҫӑпа аптӑранипе кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрне саланса пӗтнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗҫӗсем вӗсене хӑйсен Турри енне ҫаврӑнма чӑрмантараҫҫӗ, ӗнтӗ аскӑну сывлӑшӗ вӗсен ӑшнех вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитеймен.
Ос 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чи юлашкинчен пурӑннисем ҫутӑ курнӑ, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ, анчах ӑслӑлӑх ҫулне пӗлеймен; 21. унӑн сукмакӗсене ӑнланса илеймен, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӑслӑлӑх патне ҫитеймен; вӗсем унӑн ҫулӗнчен аякра пулнӑ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ялан патак ҫиекен чура суранран хӑтӑлса ҫитеймен евӗр, ялан Святой ячӗпе тупа тӑвакан та ҫылӑхран тасалаймасть.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унӑн чӗри — кӗл, шанчӑкӗ тӑпра тӗшне те тӑмасть, пурӑнӑҫӗ пылчӑкран та ирсӗртерех: 11. вӑл хӑйне Пултаракана — хӑйӗн ӑшне чӗрӗ чун вӗрсе кӗртекене, хӑйӗн ӑшне пурӑнӑҫ чӗмӗ вӗрсе кӗртекене — пӗлсе ҫитеймен.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ ҫинчен пӗлмен ҫынсем пурте чӑннипех ниме тӑмаҫҫӗ: Пуррине вӗсем куҫа курӑнакан аслӑ пулӑмсенчен те пӗлеймен, ӗҫӗсене курсассӑн та Сӑлтавне пӗлсе ҫитеймен, 2. тӗнчене тытса тӑракан турӑсем тесе вӗсем е вут-ҫулӑма, е ҫиле, е куҫакан сывлӑша, е ҫӑлтӑр ункине, е шарлаклӑ шыва, е тӳпери ҫутӑсене пуҫҫапнӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗррехинче эпӗ хам килӗм чӳречинчен, тимӗр эреш витӗр, пӑхса тӑраттӑм: 7. акӑ хайхи, пурӑнӑҫ тутине пӗлмен яш ачасем хушшинче ӑсӗ кӗрсе ҫитеймен пӗр ҫамрӑка асӑрхарӑм, 8. урам тӑваткӑлӗ кӗтессинчен тепӗр енне каҫрӗ те пӗр аскӑн арӑмӑн ҫурчӗ енне ҫул тытрӗ, 9. каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, ӗнтрӗк ҫапнӑччӗ, тӗттӗмленсе пыратчӗ.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Моав патши ҫапӑҫура хӑйне ҫӗнтерсе пынине курнӑ та хӗҫ тытнӑ ҫичҫӗр ҫынна илсе Эдом патши тӗлне ҫӗмӗрсе тухма тӑнӑ; анчах вӗсем унта ҫитеймен.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Иосафат [патша] Офир ҫӗрӗнчен ылтӑн турттарса тӑмашкӑн карапсем тутарнӑ; анчах вӗсем ҫитес ҫӗре ҫитеймен: Ецион-Гавер патӗнче ҫапӑнса арканнӑ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Уйӑха пӗтӗмлетнӗ чухне вара почта уйрӑмӗсем урлӑ тӳленисен пӗтӗм даннӑйӗсем фонда ҫитеймен, урӑхла каласан, укҫи-тенки ҫитнӗ, анчах та лицевой счетсем ҫине ҫырӑнман.
Капиталлӑ юсав фончӗ калаҫтарчӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24