Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара, минресе кайса, вӑл сад варринелле вирхӗнчӗ, тӗрлӗ ҫӗртен лань пек хыттӑн чупса ҫаврӑнчӗ те чарӑнчӗ: ӑшри, шалти тӗттӗмлӗх Тинга урисен тӗлӗнчи курӑни-курӑнми шуранкаскер ҫине пӑхма хистет.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Кашнинчех, шалти тата тулашри хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлекен шанчӑклӑ хӳтлӗх пулса тӑрса, хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсем паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартаҫҫӗ, Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне туллин тивӗҫтереҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/12/20/news-3738112
Шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсене ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем, ырлӑх-пурлӑх тата професси шайне ӳстерсе пыма сунатӑп.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗн ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/11/10/news-3705438
Республика Правительствипе Шалти ӗҫсен министерстви ведомствӑсем хушшинче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен регионта ҫирӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса юлать, халӑх власть органӗсене шанасси ӳсет.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗн ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/11/10/news-3705438
Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделенийӗпе тытӑмӗн сотрудникӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хураллаҫҫӗ, чи кӑткӑс тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗркеллӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗн ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/11/10/news-3705438
Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗн ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/11/10/news-3705438
Шалти туризм тата республикӑна килекен туристсен юхӑмӗ ҫулсерен анлӑланать.Ежегодно набирает обороты внутренний и въездной туристский поток.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта ҫул ҫинче 1429 инкек пулнӑ, вӗсенчен 487-шӗ урамри ҫул-йӗр сечӗн транспортпа эксплуатаци тӗлӗшӗнчи ҫитменлӗхӗсемпе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Шалти тӗрӗслев материалӗсем вара вӗсене явап тыттармалли никӗс пулса тӑраҫҫӗ.Основанием для их привлечения к ответственности являются материалы внутренних проверок.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Мутаса ӗҫе килтермесӗр Факрегед ҫапах та хытах теветкелленчӗ: ӑна, тен, тӗрмере шалти дежурствӑна тӑратсан, — расписанипе пӑхнӑ пек, лазарета кам та пулин урӑххи кайсан?
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шалти туйӑм улталамасть-тӗр: адвокат енчен ман тӗлӗшпе питех те кӑмӑллӑ пулни сисӗнмест.Внутренним чувством я не ощутил с его стороны ко мне очень большой симпатии.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗлтерӗшлӗ тепӗр хыпар лазаретри дежурствӑна пырса тивет: тепӗр эрнери дежурствӑсен расписанийӗ Факрегеда тунти кунхи вун иккӗрен пуҫласа ытлари кунхи вун иккӗччен тӗрме ҫуртӗнчи шалти поста тӑратать; енчен те Мутас, лазаретри дежурнӑйсенчен пӗри, тухмасан — тухманскере, черетпе килӗшӳллӗн, Факрегедӑн ылмаштармалла.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Калӑпӑр, чӳрече хӑех уҫӑлчӗ, арестант картише тухаять, анчах — шалти хапхана хураллакан надзиратель аллине…
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Алӑк ҫурт вӗҫӗнче сылтӑм енче пулин те — анчах фасадра, алӑка шалти хапха хуралҫи курать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӳресемпе ҫар ҫыннисен, вӗсен чи япӑх пайӗн, шалти ҫакнашкал хутшӑнӑвӗсем — кашни специалист лайӑх пӗлекен хупӑ ешчӗк.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ — «Форд-Фокус» автомашинӑн 46 ҫулти водителӗ сулахаялла пӑрӑннӑ чухне «Фольксвагена» ирттерсе яманни.
Канаш районӗнче виҫӗ машина пырса ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31594.html
Кравар шалти хапха умӗнче ҫурӑмпа тӑракан Хуртэй енне ҫаврӑнса пӑхрӗ, унтан карттусне кӑсӑрукӗнчен ҫӗклерӗ те лакпа витнӗ йӑлтӑркка пиҫиххи ҫӑтӑ тытса тӑракан кӳпчек хырӑмне тӳрлетрӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Шалти хапха патне Хуртэй тухать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӑватӑ хутлӑ ҫак корпус тавра — шалти картиш, мӗн пур камера чӳречисем унталла тухаҫҫӗ.Этот четырехэтажный корпус охватывал внутренний двор, куда были обращены окна всех камер.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Петвек ҫырана сӑнаса килнӗ хушӑра Тергенс шалти трюм люкне уҫрӗ, Давенанта ҫӗр каҫмалли вырӑнне кӑтартма ҫурта ҫутса унта анчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.