Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пек паллӑ пур: чӑх чӗпписем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫе-вӗҫе ларсан, ҫумӑр пулать, тет, кайӑк чӗпписем те ҫавнах пӗлтереҫҫӗ пуль.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вагона вырнаҫсан вара, манашкал хыткан чӑх чӗпписем кунта тем чухлех пулнине курсан, кӑмӑлӑм самаях ҫӗкленсе кайрӗ.А когда я попал в вагон, заселенный такими же цыплятами, то и вовсе воспрянул духом.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпӗ, чӑнах та, тӗк татнӑ чӑх чӗппи пекех ӗнтӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кайӑкӗсем чӑх евӗрлӗ, анчах ҫуначӗсемпе хӳрисем ҫук, урисем тӑватшар пӳрнеллӗ, сӑмсисем, бекасӑнни пек, вӑрӑм, ҫӑра тӗкӗсем хӑмӑртарах тӗслӗ; ҫак тӗлӗнтерекен кайӑксен тӗкӗсене ҫӳҫ теме те пулать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӗрех чӑх пуласси ҫук унран.
Пиллӗкмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Чӑх пусса хӑть.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Чӑх йӑвине веҫ ватса пӗтернӗ.
Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Кавӗрлепе Маюк сапунсем ҫыхнӑ та сад пахчин пӗр кӗтесӗнче чӑх тукмакӗсенчен, сысна ашӗнчен шашлык пӗҫереҫҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Амӑшне вӑл чӑх яшкипе кӗтсе илме тӗвӗлерӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Холодильникӗнче чӑх тушки пурччӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Парнесем аллине кӗрсе ӳксенех вӑл чӑх тукмакӗ ҫинчен те манчӗ, тав турӗ те кайри пӳрте васкарӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Анне, мана чӑх тукмакне пар-ха, — тет пӗри, — мана шур ашне, — ыйтать тепри.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ак Маюк пӗҫернӗ чӑх шӳррпине, ашне ҫиетӗп те пӑхаттире ҫаврӑнатӑп.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Хваттер хуҫяйкине Маюк тӗкеллесех ҫывӑрма выртма хушрӗ, хӑй ҫывӑхри лавккаран чӑх тушки илсе килсе шӳрпе пӗҫерме пуҫӑнчӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Антонина Васильевна, эсир те килӗре кайса ҫывӑрса илӗр, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн шӑп сехет вӗҫленнӗ тӗле чӑх шӳрпи пӗҫерсе килӗр, ашӗ те пӑсмасть.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ахальтен каламаҫҫӗ ҫав «Каҫхи сӑмах ҫине чӑх каяшӗ ӳкет» тесе.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӗҫелис ман тавра чӑх амӑш пек кускалать.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Аха, ман Тарса ҫыранне кайса выртма тӗпчӗм вӑхӑт ҫук: сыснисене апат памалла, чӑххисене пӑтратса памалла, йӑрансене ҫумламалла, мӗнле калаҫ, хӗрарӑмӑн ӗҫне чӑх та сӑхса пӗтереймест.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вара сарай тӑррисенче, чӑлансенче, чӑх витисенче сигнал паракан шӑнкӑравсем, бутылкӑсем, тимӗр татӑкӗсем кӗрлесе, янӑраса кайрӗҫ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ахаллӗн эсӗ, ӑман хыҫҫӑн сиксе чупакан чӑх чӗппи пек, сиккелесе пыратӑн.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.