Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗллесе (тĕпĕ: тӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн 45-миллиметрлӑ тупӑ ӑнӑҫлӑн тӗллесе персе, ӑна часах шӑплантарчӗ.

Удачными выстрелами 45-мм пушки этот пулемёт был сбит.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫсен пӗр пулемечӗ каҫӑ ҫине тӗллесе пеме пуҫларӗ.

Один пулемёт немцев начал обстреливать переправу.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Харсӑр колхозник, нимӗҫсене пӗр-пӗчченех пӗтерсе хума май пуррине кура, ҫавӑнтах вӑл автомата ярса илет те фрицсем ҫине тӗллесе пӗр черет пуля кӑларса ярать.

Колхозник, воспользовавшись случаем разделаться с немцами самому, не дожидаясь помощи, подхватил автомат и дал очередь.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кӑшт аяларах тӗллесе перӗр!

Тилько берите трошки поныжче!

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Тӑвансем, кӑшт аяларах тӗллесе перӗр, атту мана персе ӳкеретӗр!

— Хлопцы, берите трошки поныжче, а то ще и мене зацепите.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫапла перкелешнӗ хушӑра пирӗн артиллеристсем хӑйсен позицине улӑштарса парохода питӗ меллӗн тӗллесе пеме пуҫларӗҫ.

Артиллеристы тем временем, переменив позицию, возобновили обстрел парохода.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тупӑсене ҫӗрле тӑшман умнех кустарса тухӑр та тӳп-тӳрӗ наводкӑпа тӗллесе перӗр.

Надо стрелять исключительно прямой наводкой, подтаскивать ночью пушки к самому противнику и бить в упор.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сталин юлташ пире ак ҫакӑнта ҫул тӗллеттерчӗ, эпӗ Днепрӑн сылтӑм енчи районсене пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӑм.

А вот куда показал нам Сталин, — я очертил пальцем указанные в приказе районы Правобережной Украины.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Акӑ ӑҫта пӑхнӑ эпир, Семен Васильевич, — терӗм эпӗ пӳрнепе карта ҫинче Атӑлпа Дон хушшине тӗллесе кӑтартса.

— Вот, — сказал я, постучав пальцем по карте в районе междуречья Волги и Дона, — вот куда мы смотрели, Семён Васильевич.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Анчах ҫак хӗрарӑмсем хыҫҫӑн тӑшман салтакӗсем килсе тухсанах, партизансем вӗсене чи кӗске дистанцирен тӗллесе персе ҫулса тӑкнӑ.

Но как только женщины прошли, огнём с короткой дистанции срезали цепи вражеских солдат.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр: эпӗ кашни кунах вӑрмана, пӗр-пӗр тӗллесе хунӑ вырӑна, палӑртса хунӑ сехетре, хам партизансенчен кама та пулин яратӑп та, вара вӑл, учитель каласа панӑ тӑрӑх, Совинформбюрон сводкине ҫырса илет.

Условились, что я буду посылать в указанное им место к определённому часу кого-нибудь из партизан и чтобы посланный имел на чём записать сводку Совинформбюро, которую ему продиктуют там.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Епле те пулин сасӑ илтӗнсенех, вӑл ҫав сасӑ ҫине тӗллесе персе мишене тивертнӗ пекех тивертме пултарать.

По звуку стрелял как по видимой цели.

Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Иккӗшӗ те тӗллесе пӗр харӑс персе янӑ.

И оба, прицелившись, одновременно спустили тетиву луков.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ҫав пӗчӗк амазонка ҫывхарсан, эпир иксӗмӗр те ҫӗмренсене илӗпӗр те вуникӗ утӑмран ухӑсемпе перӗпӗр: пӗр йӗппипе мӑйне тӗллесе, тепӗрне — чӗрине тӗллесе.

— Когда маленькая амазонка приблизится, ты и я тихонько возьмем наши луки и в двенадцати или пятнадцати шагах пустим в нее две хороших стрелы, одну — в шею, другую — в сердце…

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр, авӑ унта Катилина! — парне кӳрекен вырӑн еннелле тӗллесе кӑтартнӑ Кассий.

— Посмотри, посмотри, как страшен Катилина! — сказал Кассий, показывая в сторону жертвенника.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Маруся сасартӑк чарӑнса тӑчӗ те пӳрнине малалла тӗллесе кӑтартрӗ.

А она вдруг встала и показала пальцем.

Пукане панулмийӗсем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӑм.

И показал пальцем.

Слива // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ пӑхасшӑн пулмарӑм, мӗншӗн тесен хӗрачасемпе арҫын ачасем пурте пӳрнисемпе йывӑҫ ҫине тӗллесе кӑтартаҫҫӗ.

А я не хотел глядеть, потому что все девочки и все мальчики тоже стали глядеть и пальцами на дерево показывать:

Пурҫӑн хурт йывӑҫҫи // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Унта ухӑсем те пурччӗ, вӗсене ҫаврашка ҫине тӗллесе пеме тунӑ.

Потом там висели ещё луки — это чтобы стрелами стрелять и попадать в кружок.

Эпӗ велосипедпа ҫӳрерӗм, пӑшалпа пӗтӗм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Клавдя вара, хӑрах уран сиксе, ман ҫине пӳрнипе тӗллесе: — Аха, аха, аха! — терӗ.

А Клавдя стала скакать на ножке и на меня пальцем тыкать, и стала петь: — Ага, ага, ага!

Эпир пионерсем патне кайрӑмӑр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней