Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫлаҫҫӗ (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне хӗвел куҫ витми ҫӑра пӗлӗтсен хушшине кӗрсе ҫухалать вара, куҫсем таврари пур ҫӗрте те пӗр евӗрлӗ, ҫап-ҫара ҫаралса юлнӑ салхуллӑ картинӑсене курма хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра, каҫалапа, кантӑк витӗр сасартӑк хӗп-хӗрлӗ хӗвел шевлин пайӑркисем пӳлӗме кӗрсе ӳкеҫҫӗ, вара майӗпен шӑвӑнса, урайӗнче, стенасем ҫинче выляма пуҫлаҫҫӗ, иртсе кайнӑ ӑшӑ ҫу кунӗсене тунсӑхлӑн аса илтереҫҫӗ.

Когда солнце давно уже исчезло в непроглядном сером небе, когда глаз повсюду уже освоился с однообразным, оголенным, унылым видом, вдруг под вечер ворвется в окно сноп ярко-красных лучей и, скользя, заиграет на полу, на стенах, тоскливо напомнив о прожитом лете.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Старик ачасене хӑтарса аван ӗҫ турӗ; эсир те старике хӑтарса аван ӗҫ турӑр; ҫынсене лайӑх ӗҫшӗн асаплантарса вӗлерме пуҫлаҫҫӗ пулсан, пурте шуйттан шӑтӑкне кайтӑр!

Старик хорошо сделал, что спас детей, вы хорошо сделали, что спасли старика, и если посылать людей на гильотину за то, что они делают хорошие дела, — так пусть все идет к чертовой матери.

III. Сасӑлани // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл халӗ ҫеҫ Митьӑна тӗл пулчӗ те унран ытла та лайӑх хыпар пӗлчӗ: экзаменсем хыҫҫӑнах похода кайма хатӗрленмешкӗн пуҫлаҫҫӗ.

Он только что встретил Митю и узнал от него замечательную новость: сразу же после экзаменов начнется подготовка к походу.

36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Унӑн хушаматне халӗ пӗтӗм шкулта турткалама пуҫлаҫҫӗ, а эсӗ…

Эту фамилию теперь по всей школе трепать будут, а ты…

26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ученӑя ҫеҫ ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк ҫула ҫитсен тин хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ.

А ученого с двадцати — двадцати пяти годов начинают формировать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Райком бюровӗн хӑшпӗр ларӑвӗсене вӑл колхозри парторганизацисенче те туса ирттерет, ҫакна кура, облаҫри инструкторсем хӑраса ӳкеҫҫӗ, кӗҫӗн парторганизаци секретарӗсем чиперех чӗтреме пуҫлаҫҫӗ.

Иные заседания бюро райкома он проводил даже в колхозных парторганизациях, приводя в ужас инструкторов из области и вгоняя низовых секретарей в священный трепет.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пӗр кун е иккӗ иртет те, кӗрен тата шурӑ йывӑҫсем симӗсленме пуҫлаҫҫӗ, ҫулҫӑсем тухаҫҫӗ — ҫу пуҫланать.

День-другой, и в розовых и белых кронах проступила прозелень, выскочила листва — началось лето.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Пӗр-пӗр уйрӑм ларакан лайӑх ҫурта йышӑнса илетӗн ҫеҫ — тепӗр сехетрен ҫав ҫуртра вӗсем чаваланма та пуҫлаҫҫӗ: герр майор, хамӑрӑн япаласене илсе кайма ирӗк парӑр, теҫҫӗ.

 — Займешь хороший особняк, глядь — через час в нем копошатся: разрешите, герр майор, забрать наши вещи.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Халех йывӑррисем пуҫлаҫҫӗ, — терӗ ӑна хирӗҫ Драницын.

— Сейчас тяжелые начнут, — ответил Драницын.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Халех американецсем атака пуҫлаҫҫӗ, — терӗ вӑл боецсене.

— Сейчас американцы начнут атаку, — сказал он бойцам.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Халӗ акӑ йӗри-таврах хупӑрласа илеҫҫӗ, тӗрӗслеме пуҫлаҫҫӗ те сире ҫавӑнтах ҫавӑрса тытаҫҫӗ…

А то теперь кругом завода все оцепят, проверка пойдет и заметут вас почем зря.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Майӗпен яла телевидени килсе ҫитет, шкулта вырӑсла вӗрентме пуҫлаҫҫӗ, вырӑсла пӗлмен ҫын ҫуккипе пӗрех тӑрса юлать.

Постепенно в деревню приходит телевидение, в школе начинают вести преподавание на русском языке, и незнающих русский почти не остается.

Вырӑсла пӗлни ҫинчен // Александр Блинов. https://vk.com/im?sel=1644710&w=wall-129 ... 262f5c3dd3

Вӗсем татах хӗнеме пуҫлаҫҫӗ.

Опять стали трепать.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Йӑлтах урӑхла, сана ытларах шанма пуҫлаҫҫӗ.

Напротив того, еще больше к тебе веры будет.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Кӗҫех акӑ пухӑнма пуҫлаҫҫӗ, — терӗ ӑна хирӗҫ комбриг.

— Скоро начнут собираться, — ответил комбриг.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эпир пӗр-икӗ каҫ шарламасӑр ӗҫлесе пӑхӑпӑр, унтан вара тӳрех уҫҫӑн пӗлтеретпӗр те, пирӗн ҫинчен шавлама пуҫлаҫҫӗ! —

— А мы вечера два втихую попрактикуемся, а потом сразу объявимся и пойдем греметь!

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Ӗҫлетӗн ҫапла, — шухӑшларӗ Андрей. — Пурте ҫӗкленсе пырать, пурте аван, сана мухтама пуҫлаҫҫӗ, эсӗ кӑштах лӑпланатӑн, туса ҫитермен ӗҫсене пӗрин хыҫҫӑн теприне асӑрхамасӑр хӑваратӑн, анчах вӗсем хӑҫан та пулсан тӑрӑ шыв ҫине тухаҫҫех».

«Вот работаешь, — думал он — Все идет на подъем, все хорошо, начинают тебя хвалить, ты понемногу успокаиваешься и просматриваешь одну недоделку за другой, а они рано или поздно дадут о себе знать».

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн ытарайми илемлӗ хура-кӑвак куҫӗсем тӗлӗнмелле тунсӑхлӑн пӑхма пуҫлаҫҫӗ.

В его прекрасных темносиних глазах появлялось странно-тоскливое выражение.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вара вӑл сасартӑк харӑлтатса та чӑшлатса мӗкӗрме пуҫлать, ҫавна илтсен, фермӑри хурсем хӗвӗшме пуҫлаҫҫӗ.

От этого рев его внезапно переходил в зловещий хрип и страшное шипенье, от которого начинали волноваться гуси на птицеферме.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпӗ ун пек тӑвас пулсан, выльӑхсем февральтех вилме пуҫлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен тулли норма пама выльӑх апачӗ февральччен те аран-аран ҫеҫ ҫитет.

— А если я это сделаю, то падеж начнется в феврале, потому что кормов при полном рационе хватит только-только до февраля.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней