Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

персе (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан часах ывӑнни ҫине персе, ҫывӑрма выртрӑм.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Чунне ҫирӗплетсех утать вӑл, вара ӑнсӑртран килнӗ сӑмаха персе ярать:

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хуралҫӑ ним калама та аптрать, шухӑшлать, шухӑшлать вӑл сӑмах шыраса, вара персе ярать:

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хальччен персе те пӑрахрӗҫ пуль.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пукана ун ҫумнерех шутарса эп ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӑм, пуҫа пырса кӗнӗ айван та кӑнттам сӑмахсене персе ятӑм:

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Роза апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ ҫӗре Славик персе те ҫитрӗ, виҫӗ ҫур литр «столица» эрехӗ илсе килчӗ.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

В. Н. Любимов историк пӗлтернӗ тӑрӑх («Советская Чувашия», 1953 ҫ., 87 №), Ленӑ шывӗ ҫинче персе пӑрахнӑ рабочисем хушшинче, кунта асӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне, Улатӑрпа Кувакино таврашӗнчен кайнӑ рабочисем те пулнӑ.

Помоги переводом

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

«1912 ҫулхи апрелӗн 4-мӗшӗнче Ленӑ шывӗ ҫинче персе пӑрахнӑ рабочисем хушшинче Чӗмпӗр кӗпӗрни ҫыннисем те пулнӑ.

Помоги переводом

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ленӑ шывӗ ҫинче рабочисене персе пӑрахнине хирӗҫ пуҫланнӑ стачкӑсем тата ҫав ҫулхи маевкӑсем вӑйлӑн иртнӗ.

Помоги переводом

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

80 ҫул каялла Ленӑ шывӗ ҫинче ылтӑн кӑларакан рабочисене персе вӗлерни пӗтӗм Российӑри рабочисене тарӑхтарса, хумхантарса янӑ, кӗрешӗве ҫӗклентернӗ.

Помоги переводом

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Ҫул ҫинче мӗскӗне персе ҫӳреме пирӗн община ҫӑпатапа сутӑ тумасть, — хуравларӗ Касмухха.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен пуҫӗ ҫине пысӑк инкек персе анчӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкассисем касма тытӑнсан вӑхӑт нумаях та иртмерӗ — Варасӑрсем персе ҫитрӗҫ те ним чарӑнса тӑмасӑр касма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра Платун персе ҫитрӗ те: — Мӗн пӑхса тӑратӑр?! Малтан ҫитнӗ пек чухне ма лайӑхрах участоксене йышӑнмастӑр?! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен малтан Варасӑр уполномоченнӑйӗ персе ҫитрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тиечук ҫакнашкал шухӑшласа тӑнӑ вӑхӑтра пуп персе ҫитрӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех Микула та персе ҫитрӗ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑнӑш сӑмах персе яни ашшӗн мӑнаҫлӑхне хуҫнине туйса илчӗ те Ҫтаппан хӑтана пултаруллӑ евчӗ тупса яманшӑн хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тен, сирӗн кӑмӑла хуҫакан сӑмах персе ярӑп, ан ҫилленӗр, тархасшӑн…

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анук, шӳтлеме хӑтланса, ним пӗлмене персе ан тӑр.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней