Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

никама (тĕпĕ: никам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кусемшӗн Хӗветӗр ывӑлӗ никама та укҫа тӳлемен, тав та туман, хӑй ячӗпе пӗр путевка та ҫырса чӑрманман.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

— Укҫа вӑл никама та аякран чикмест, ҫӑкӑр та ыйтмасть…

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

— Усал пулсан та эсӗ ман упӑшка, никама та памастӑп, ниҫта та ямастӑп сана хам ҫумран, эпир санпа телейлӗ, ухмах, — тесе ыталаса илчӗ вӑл мана, — акӑ сана ӑшӑ хуплу, вӗри сӗт ӗҫ те ҫывӑрма вырт.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Халӑх, пӗр хӗрсе кайсан, никама та уяса тӑмасть вӑл.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Халиччен эпир пӗр-пӗрин ҫинчен никама та элеклесе паман, ниҫта та ҫырман, малашне те ҫырмӑпӑр, юрать-и?

Помоги переводом

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Анчах чахотка никама та шеллесе тӑмасть ҫав.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗрекери хӑнасем хурлӑхлӑ юрӑ пуҫласа ярсан, вӑл салхуллӑ хура хӑмӑр куҫӗсемпе пӗр ҫӗрелле пӑхса ларчӗ-ларчӗ те, никама нимӗн сӑмах чӗнмесӗр, пӳртрен вӑраххӑн тухрӗ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Асту, никама та хӑвӑнтан ирттерсе ан яр, никамран та ан пӑрӑн! — чӑрсӑррӑн хушрӗ Кӗҫтук.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Паллах, хам эпӗ никама ҫаратман, хӗсӗрлемен, эпӗ хам ӗҫӗмпе тӑранса пурӑнатӑп.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

А пуян Ваҫинкка пурне те парать, никама та пуш алӑпа ямасть, кайран вара, кӗркунне, пӗр пӑтшӑн пӑт ҫурӑ сӑтӑрса илет.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑй ӗлӗкхи пекех хаяр, анчах никама та сӑлтавсӑр ятламасть.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗртен пӗр ывӑл вӗт — карчӑкӑн урах никама шанмалли ҫук.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл ытла именчӗк, Натюшран та, ыттисенчен те хӑй чухӑннишӗн хытӑ вӑтанать, никам сисиччен килсе кӗрет, никама нимӗнпе чӑрмантармасть, Натюш пур чухне апата ларма та хӑяймасть, ирхине ирех никама вӑратмасӑр, систермесӗр тухса каять.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тарават Натюш никама та апат лартмасӑр ямасть, ҫавӑнпа вӗсен ӗҫ укҫинчен кашни пусӗ шутра.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Эх, ҫав Макар хӑйӗн пахча ҫӗрне мана сутса ярсанччӗ — мӗнешкел лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Хӑй вӑл пур пӗрех сад ӗҫӗпе аппаланмасть, ҫӗре усӑсӑр вырттарать, улмуҫҫийӗсене те мулкачсем кӑшласа пӗтереҫҫӗ, карти-хури япӑхран пахча ҫимӗҫне те сыснасемпе качакасем тустараҫҫӗ. Маначчӗ ҫав ҫӗре!» — ӑмсанса шухӑшларӗ Лавр, вӑрттӑн ӗмӗтне никама пӗлтермесӗр.

Помоги переводом

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Урӑх никама та мар, пӗр сире ҫеҫ юратать.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл кӑра ҫилӗллине хӑйне килӗшмен ҫынсемпе хыттӑн калаҫнине, никамран та хӑраманнине, никама та пуҫ тайманнине, хӑй мӗн тӑвас тенине тӗрӗс тунине, сӑмаха ҫирӗп тытнине, яланах тӳрӗ чунлӑ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Коля самайланать, ҫапах питӗ вӑйсӑр-ха, тепӗр виҫӗ кунсӑр ун патне никама та кӗртме хушмарӗҫ, — савӑнса пӗлтерчӗ Марья Ивановна.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗлетӗп, никама та ҫӑмӑл мар.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑрнар химзавочӗн ырӑ мар сывлӑшне Вӑрнар вӑрманӗ кунӗн-ҫӗрӗн, пӗр пус укҫасӑр, никама систермесӗр, чӑтӑмлӑн та лӑпкӑн тасатать.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней