Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шурӑ мӑйӑх текен курӑк шурлӑх тавра каймалли ҫула та кӑтартса тӑнӑ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Мӗн пулнӑ, мӗншӗн-ха шапа шурлӑх патне каймалли тӳрӗ ҫула сасартӑк пӑрахса, калле ҫаврӑнма шухӑшланӑ?Что случилось, почему лягушонок вдруг бросил свой прямой путь к болоту и пытался вернуться назад?
Пӗчӗкҫӗ шапа // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 75–77 с.
Слесарь Павел Иванович ҫав тӗлӗнмелле япалана ытараймасӑр нумайччен пӑхса тӑчӗ, юлашкинчен эпӗ ӑна ӗҫлеме каймалли ҫинчен аса илтерсен, эпир мачча ҫинчен антӑмӑр.
Ӑсан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 63–66 с.
Кореецсем пӳрт урайне ӑшӑтма кӑмака пек шӑтӑк алтса, тӗтӗм каймалли тӑваҫҫӗ.У корейцев пол отапливается, устраивается с дымоходами, как печь.
Кӑвак песецсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 39–40 с.
Пӑлансем кӗрсе кайсанах, эпир пӗтӗм сӑмсах урлӑ тимӗр карта тытса тухрӑмӑр та вӗсен тайгана тухса каймалли ҫулне пӳлсе хутӑмӑр.Мы протянули за ними поперек всего мыса проволочную сетку и преградили им путь в тайгу.
Ӑмӑрткайӑк йӑви // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 38–39 с.
Халь кӑна вӑл хутсене пӑхса тухрӗ, шухӑшӗнче кӗҫӗр хӑйпе пӗрле вӑрмана каймалли кашни партиецах тӗрӗслерӗ те, хӑйӗн заместителӗ Катя пулать, унран лайӑх помощник тупас ҫук, тесе шутларӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Казански станицӑна тухса каймалли ҫинчен приказ илнӗ хыҫҫӑн Овчинников эскадрона чиркӳ площадӗнче похода йӗркелесе тӑратрӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Манӑн ниҫта каймалли те ҫук.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ӑҫта кунта Пичужкӑна каймалли ҫул?
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Манӑн каймалли пур, анчах…
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Ун чухне кулаткӑна лекетӗп, унтан кӗҫех чакса каймалли вӑхӑт та ҫитет (лару-тӑру ҫавӑн майлӑрах туйӑнатчӗ), тесе шутлатӑп.Тогда попаду в околодок, а там и отступление подойдет, дело на это запохаживалось.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗҫех майданра округ атаманӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ пур казаксен те каялла чакса каймалли ҫинчен ҫырнӑ приказ вуласа пачӗҫ.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий килтен те тухса курманччӗ-ха, хутор атаманӗ ав станица атаманӗ Мелехов сотника пӗр тӑхтамасӑр сывлӑхне тӗрӗслеттерме врачсен комиссине каймалли ҫинчен пӗлтерме хушнӑ хута илсе те пычӗ.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Уйрӑмах питӗ йывӑр та кӑткӑс задача 10-мӗш ҫар ҫине тиеннӗ: унӑн, Донӑн сулахай ҫыранӗ енчен наступлени туса пырса, шуррисен тӗп вӑйӗсен Ҫурҫӗр Кавказалла кӗрсе каймалли ҫулне картласа хумалла пулнӑ.
XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хопер округӗн чиккинчен каҫсан, Дон ҫарӗн каллех, 1918 ҫулхи пекех, малалла наступлени туса каймалли вӑйӗ чалӑхать.
XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тата тепӗртак каймалли ҫеҫ юлнӑ, тарса ӳкет вара вӑл.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ҫук, эпӗ ӑна тӗрӗслесе ҫеҫ тӑратӑп, картинӑсем колхозсем тӑрӑх каймалли графикпа паллашатӑп.— Нет, я просто контролирую его, знакомлюсь с графиком движения картин по колхозам.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр кимӗ пристань ҫумӗнче хатӗр тӑнӑ, ыранхи кун — каймалли кун пулнӑ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Акӑлчансемпе французсен ҫар миссийӗсен представителӗсемпе пӗрле вӗсем Мускав ҫине походпа каймалли, большевизма пӗтӗм Россия территорийӗпе пӗтерсе тӑкмалли анлӑ плансене хатӗрлеме пуҫланӑ та ӗнтӗ.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ниҫта каймалли те ҫук.
XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.