Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗкӗт сăмах пирĕн базăра пур.
йӗкӗт (тĕпĕ: йӗкӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн пӗлет ҫав айван йӗкӗт вӑрҫӑ ӗҫне?

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак вӑрман ҫулӗ ҫинче темиҫе ҫамрӑк йӗкӗт — вун тӑватӑ-вун пилӗк ҫулхи ачасем — пӗр пек хура тур учӗсене вылятса килни курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тата шухӑшне те пуҫласа ман кӗнекери йӗкӗт мар, унчченех паллӑ писатель те, философ та каланӑ пулнӑ-мӗн.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ман хутсене йӗкӗт каллех шкапа пуҫтарса чикрӗ.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Йӗкӗт ман хутсене пӑхса илчӗ те хаш сывларӗ.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Эс, Пикпав асатте, ҫын хуйхи-суйхине йӑлтах хӑвӑн ҫине ан ил, — хӑй те старике хӗрхенсе кайрӗ йӗкӗт.

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗр ача, чӑрсӑр йӗкӗт хул хушшинче кӗлте пек ҫакӑнса пыраканскер, хӑйне кӳрентернӗ усала ним тума та пултараймарӗ.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр енчен, вӑл унран вӑтаннӑ, ку ҫеҫ те мар, ун йӗплӗ чӗлхинчен, ун хӑюлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхӗнчен хӑранӑ (лайӑх астӑвать-ха вӑл, ҫак талпас йӗкӗт пӗррехинче ӑна уявра упа ҫури тесе йӗкӗлтесе те илнӗччӗ, унсӑр пуҫне, ӑна айван-ха эсӗ тенӗ пек, ҫӳҫрен те лӑсканӑччӗ), тепӗр енчен, Ятламас купӑс ӑсти пулнӑ май, темле вӑй ун еннелле туртнӑ ӑна, ҫулсем иртнӗҫемӗн ытларах илӗртнӗ.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗкӗт сӗрме купӑс калама ӑста пулнӑран, мӑрса ӑна хӑйӗн ӗҫкисене чӗнтерет, ӗҫкӗ хыҫҫӑн ӑна ӳсӗррипе ӳсӗр маррине пӑхмасӑр яланах лавпа леҫтерет.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс улталарӑн, йӗкӗт, — чӗрре кӗресшӗн пулчӗ тет мӑрса.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хырӑм выҫрӗ, утӑ ҫиес килет, — тесе каларӗ тет чее йӗкӗт.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Миҫе хутчен каланӑ ӑна старик пӗр-пӗр юлташ туп, унсӑрӑн сана упа е кашкӑр ҫурса пӑрахать тесе, ҫук, йӗкӗт хӑлхана та чикмест.

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килтен пачах сивӗнчӗ йӗкӗт.

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫамрӑклах иртӗхме вӗренетӗн, йӗкӗт, — терӗ вӑл, Ахтупай тухса тарасран хӑранӑ пек, уҫӑ хапхана тачӑ хупса хурса.

Помоги переводом

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗкӗт, Тукайпа тӗл пулу шыранӑскер, кун пек хаклӑ саманта сая яма пултараймарӗ.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп сана кӗтнӗччӗ, йӗкӗт.

Помоги переводом

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ку йӗкӗт мӑрса ҫынни, вӑл ирӗк памасӑр ӑсатма килӗшмест.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Северьян текенни, ҫӗмӗрт пек хура куҫлӑ, кӗске мӑйӑхлӑ йӗкӗт, малтан Ахтупай ҫине куҫ шуррипе ҫеҫ пӑхса илчӗ, унтан кӑмӑлне ҫемҫетсе йӑл кулчӗ, вара ун еннелле пӗр утӑм туса тутарла: — Ялта иҫниксем ҫук-и? — терӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗкӗт амӑшӗ валли пӗр хутаҫ хӑмла татнӑ ӗнтӗ, халӗ вӑл Атӑл ҫумӗнчи сукмакпа килнелле таврӑнать.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— «Вӑл килӗшет! Ну? Чуптусамӑр», — кула-кула каларӗ йӗкӗт, Чеховӑн «Предложени» пьесинчи сӑмахсене аса илсе.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней