Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ман сăмах пирĕн базăра пур.
Ман (тĕпĕ: ман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шутлать Ваҫук: «Кусем ман аттепе анне пулма пултараймаҫҫех, — тет, — мӗншӗн тесен ман куҫ ҫумӑрпа йӗпеннӗ ҫӗмӗрт ҫырли пекех ҫап-ҫутӑ та хуп-хура. Е мӗн-ши, сарӑпа кӑвак тӗс хутӑшсан хура тӗс пулать-ши?»

Помоги переводом

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мана хисеплесен, ачам, ман ятпа та сап урпана.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Анне, эсӗ мана ку таранччен суйса пурӑннӑ, — тейӗ ҫитӗннӗ хӗр — Эсӗ ман аттене юратманнишӗн эпӗ те айӑплӑ-и, уншӑн эпӗ унӑн ятне те пӗлмесӗрех пурӑнма тивӗҫлӗ пултӑм-и?

Помоги переводом

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Пирӗнпе юнашарах пурӑнакан хӗрарӑм мана пӗр ытам ҫыру пырса пачӗ, — Ваня ман пата ҫырнӑ ҫырусене вӑл пуҫтарса пынӑ…

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Акӑ вӑл мана тӗл пулчӗ те, ятран-хушаматран чӗнсе, сывлӑх сунчӗ, алла тытса чӑмӑртарӗ, «эсир ман ҫинчен астумастӑр пулӗ», тесе, хӑйӗн ятне каларӗ.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Аманнӑ командира пӑрахса хӑварма юрамасть, — терӗ Зина, ман алӑри пистолета туртса илсе. — Эсӗ халь тӑшмансене пеме пултараймастӑн. Хӑвна ху вӗлерни — ухмахла япала», — татса хучӗ вӑл юлашкинчен, ман шухӑша темле тавҫӑрса илсе.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эсӗ ман ҫинчен пӗтӗмпех пӗлетӗн: эпӗ нумай йӑнӑшнӑ, ҫапах та эсӗ манпа юнашар.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах эсӗ ан ман: эпӗ санӑн законлӑ арӑму, апла пулсан манӑн ача та, вӑл кирек камран, кирек хӑҫан ҫуралнӑ пулсан та — санӑн!

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ҫапах та эсир, тусӑмсем, халлӗхе ман пичче ҫинчен те, Алексейпе ман ҫинчен те никама та ан калӑр-ха.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Вӗсем ман пек мар, вӗсем мана ӑнланас ҫук», — шутланӑ вӑл ҫав йывӑр самантсенче.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ман гравюрӑсене пасарта суткалакан пӗр хӗрарӑмпа пӗрле ман хваттере пӗр чаплӑ тумланнӑ ҫын пырса кӗчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мана хисеплеместӗн, ӗненместӗн, ман ҫинчен начар шухӑшлатӑн.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мускаври пӗр ватӑ хӗрарӑм-инженерӑн мана курсанах куҫӗсем шывланатчӗҫ, — кӗҫех макӑрса ямастчӗ, «Эсӗ каснӑ-лартнӑ ман ывӑл пекех вӗт-ха, Володя», — тетчӗ…

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫавӑн пек чухне ман пата Люся пырса ларатчӗ, каччӑсем ташлама чӗнсен те манран уйрӑлса каймастчӗ.

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эсир манран хӑюллӑрах иккен, эсир ман ҫинчен пӗтӗмпех пӗлесшӗн, хӑвӑр вара…

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анна Федоровнӑпа пӗрле вӑл кашни кунах киле таврӑнатчӗ, пӳрте кӗнӗ-кӗменех ман пата чупса пыратчӗ, «пичче килтех!» — тесе савӑнса, ман чӗркуҫҫи ҫине хӑпарса ларатчӗ.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тен, Шура хурлӑхӗ ман ҫине те куҫнӑран-ши, мана ҫав вӑрманти чечексем те, унта вӑштӑр-вӑштӑр вӗркелекен ӑшӑ ҫил те, Атӑл хумӗсем те ҫав тери шӑппӑн, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле хурлӑхлӑн юрланӑ пек туйӑнчӗҫ.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Аттеҫӗм ман Хусанӑн хуҫи мар, Аннеҫӗм Питӗрпурӑн пики мар, Эп хам Тилли, пуп хунӑ ят Ҫерук, Ман пек такмакҫӑ таврара тек ҫук!

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хӗлип вӑл ман помощник, манпа пӗр класра вӗренекен ача.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пӑхать те пӑхать ман ҫине хайхи салтак, манӑн пит-куҫа темскер ҫыпӑҫнӑ, тейӗн.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней