Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанхи кун «тӑснӑ алӑпа» ҫуршар пӑт пилӗк минут йӑтса тӑратӑп, тепӗр кун ҫирӗм пӗр кӗрепенкӗ, виҫҫӗмӗш кун ҫирӗм икӗ кӗрепенкӗ, малалла та ҫакнашкал, ҫапла майпа юлашкинчен кашни алӑра тӑватшар пӑт йӑтса тӑма пуҫлатӑп, кил-ҫуртри тарҫӑ-тӗрҫӗсем хушшинче манран вӑйли пулмасть; вара кам та пулин кӗтмен ҫӗртен мана кӳрентерме шут тытсан е пике ҫинчен сума сумасӑр калаҫсан, эпӗ ӑна ҫапла, ахаль кӑна, кӑкӑрӗнчен ҫинҫе саслӑ, вӗрсе каламалли «пускачаллӑ» музыка инструменчӗ ярса тытатӑн, хӑрах аллӑмпа икӗ аршӑна яхӑн ҫӗклетӗп, вара хам вӑя туйтарма кӑна тытса тӑратӑп та яратӑп; анчах, сӑмах май каласан, ку та лайӑх мар; ҫук, ним те мар, эпӗ ӑна усал тумастӑп вӗт, хам вӑя кӑна…»
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑлан пӗр ик ҫухрӑмра пулас-тӑк тата рама икӗ хут йывӑртарах тайсан, ман кӑмӑл ытларах тулассӑн туйӑнчӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку вӑййа вылянӑ чух пукансене, икӗ рет туса, пӗр-пӗрне хирӗҫле лартса тухаҫҫӗ, хӗрсемпе йӗкӗтсем икӗ ушкӑна уйрӑлаҫҫӗ те черетпе пӗри тепӗрне суйласа илеҫҫӗ.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ, ҫул айккипе, хӑмӑчӗсене карӑнтарса, икӗ лапсӑркка лаша чупаҫҫӗ, пичеве кӳлнин вӗренӗсене кутлӑхран явакласа илнӗ; хыҫалта, шалпар атӑллӑ вӑрӑм урисене пӗкӗ силленнӗ май кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле шӑнкӑртатакан шӑнкӑравлӑ лашан ик еннелле усса, ҫамрӑк каччӑ-ямшӑк ларса пырать, вӑл путек сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хӑрах хӑлхи ҫине пусарах лартнӑ та тӳлеккӗн темле вӑрӑм юрра тӑсать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳрече тӗлӗнчи пур япаласене те пытарнӑ каҫ сӗмлӗхӗ ӑшӗнчен майӗпенех: хирӗҫре — тахҫантанпах пӗлсе тӑракан лавкка, ун умӗнчи хунар, пиртен чалӑшла — аялти икӗ чӳречине ҫутатнӑ пысӑк ҫурт, урам варринче — икӗ ҫын лартнӑ пӗр-пӗр Ванька е килнелле васкамасӑр таврӑнакан пушӑ кӳме курӑнакан пулчӗҫ; акӑ ӗнтӗ крыльца умне карета ҫитсе чарӑнчӗ, кусем маларах килме сӑмах панӑ Ивинсем килсе ҫитрӗҫ тесе пӗр иккӗленмесӗр, эпӗ вӗсене кӗтсе илме малти пӳлӗме чупатӑп.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Павӑл вара хӑйӗн шухӑшне васкамасӑр та тӗплӗн каласа пачӗ: икӗ ротӑна пайланса, Ястребацран ҫӗмӗрсе тухса, икӗ еннелле — Копаоникпа Шумади еннелле кайсан ҫеҫ ҫӑлӑнма пулать.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унта икӗ этем ҫӳлелле тӑрмаланаҫҫӗ иккен, иккӗшӗ те шура калпакпа, икӗ чӗрӗ кӑмпа пекех: пӗри мӑнтӑр туналлӑ, тепри ҫинҫешке.
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ «пулӑҫӑ», Курильск утравӗсенчен ҫывӑхраххине ҫитсе, пулӑшу чӗнсе килмелле пулнӑ (тузик икӗ ҫынран ытлашши вырнаҫтарма пултарайман).
IV // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Эпир Алексей Саввичпа иксӗмӗр хулари ҫутӗҫ пайӗнчен ҫав икӗ пунктне те тӗрӗслеме ирӗк ыйтса илтӗмӗр те, тӗрӗслесен ҫакна куртӑмӑр: вӗсенче йӗрке ҫук иккен, воспитательсем пӗрмай улшӑнса тӑраҫҫӗ, ачасем кунта ним усӑсӑр ҫуршар ҫул лараҫҫӗ.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тата икӗ хут персе пачӗ Руднев, тата икӗ хут лектереймерӗ Кленов.
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑшпӗр цифрисем час-час тӗл пулаҫҫӗ, иккӗмӗш йӗркере, вӑрӑм сӑмахра, 18, 12 тата 2 цифрӑсем икшер хут тӗл пулаҫҫӗ; тата уйрӑмах интереслӗ сӑмах пур — унта виҫӗ саккӑрпа икӗ тӑххӑр ылмашса пыраҫҫӗ.
21 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Гимнастика валли икӗ тӑрӑхла пусмана, икӗ урлӑ пусмана, тӗрлӗ шучӑсемпе трапецисене ачасем вӑл кӑтартса пынипе турӗҫ.
19 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Малтанлӑха ик ҫын валли пӗрре тӑвас пулать — икӗ уйрӑм пултӑр кӑна…Сначала надо будет одну на двоих — только чтоб было две полки…
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӳлӗмре икӗ койка, кантӑк алӑклӑ шурӑ шкаф тата икӗ хыҫсӑр пукан.Здесь стояли две койки, белый шкаф со стеклянными дверцами и две табуретки.
2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эсӗ пирӗнпе икӗ кунпа икӗ ҫӗр вӑрларӑн, ҫавна хӗрхенместӗн-и?! — ҫаплах чарӑнмарӗ Тынэт; унӑн хура ҫӳҫӗн пайӑрки пӗрмай ҫилӗллӗ куҫӗсене хуплать.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хире-хирӗҫле икӗ стена ҫумне ҫакса янӑ икӗ хунар ӑшӗнче суккӑр лампӑсем ҫунаҫҫӗ.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Урамӑн икӗ енӗпе ҫуртсем ҫума-ҫумӑнах ларса тухнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ икӗ хутлӑ ҫуртсем.По обеим сторонам улицы тянулись дома, большей частью двухэтажные.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хӑйӗн умӗнче мӗн пурри пурте вырӑнтан тапранса куҫкалама тытӑнчӗ уншӑн: хут таврашӗсем хурса, чей савӑчӗсем тата кӗленчесем лартса тултарнӑ шкаф куҫ умне килсе тухать акӑ, пакетсем пӑрахса тултарнӑ ҫырмалли сӗтел, конторка, пледпала витнӗ, минтер хунӑ диван тухса тӑрать тата — икӗ ҫав тери пысӑк куҫ — вилӗ тӗс ҫапнӑ кӗленчеллӗ икӗ кантӑк куҫкалаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Анчах часах хайхискерсен шухӑша кайса тӑма тиврӗ: урам кӗтессинчен полицейски надзиратель Хипа Вопияльский курӑнса кайрӗ, унпала пӗрле пӑшалӗсене хулпуҫҫи ҫине хунӑ икӗ салтак тата юланутлӑ икӗ стражник килеҫҫӗ иккен.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров ҫак этемпе икӗ хутчен те тытӑҫса пӑхнӑ, икӗ хутӗнче те леш ӑна питӗ хытӑ тата кӳренмеллех хӗнесе тӑкнӑ, ҫавӑнтан вара, хӑйне ҫӗнтернӗ ҫынна курсан, вӑл тунсӑхлӑ ҫилӗпе хаярланса каять.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.