Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗкеҫ ӑна вӑтана-вӑтана тӑхӑнса пӑхрӗ, хӑйне тем пек килӗшетчӗ пулин те, куҫ умӗнче мухтаса калаҫма хӑяймарӗ, пит чипер вара, ку пушмака тӑхӑнас пулсан, тантӑшсем мӗн калӗҫ-ши тесе ҫеҫ пӑшӑрханам пек пулчӗ.
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫын нуши пичет мар пулин те, таҫтан курмашкӑн куҫ ҫитертӗн пулать.Да, людская нужда не печать, не видать сразу, а ты вот вмиг ее разглядел.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Сана курнипех куҫ тулчӗ ҫав ӗнтӗ, Тухтар.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Епле чипер, катаран та куҫ илмесӗр пӑхса тӑрӑн!
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Ачам хытӑрах чӗреллӗ ӳсрӗ курӑнать, хам та куҫ ҫитереймерӗм пуль, итлеми пулчӗ.— Упрямым вырос у меня мальчишка-то, сам я, видать, недоглядел, да и он уж больно непослушный…
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Эс… эс ҫавна ӑҫтан пӗлетӗн? — куҫ чарса ыйтрӗ Тимрук.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Тимрук? — куҫ чарса пӑхрӗ Тухтар.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ӗнтӗ хӑй патнелле утас тесе шутланӑччӗ ҫеҫ вӑл, теплерен атӑ-пушмак лавккине чарӑнчӗ те пӗр мӑшӑр сӑран атта куҫ хыврӗ.
X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пурнӑҫра куҫ ҫӗклейми пурлӑх тума вӑй ҫитернӗ хура халӑх хӑй чӑтса тӑрайми хурлӑх курать, хуҫасен хура вӑйне пӑхӑнса, вӑл кӗлмӗҫе тухать, чун хавалӗ мӑкалнине пула вӑхӑт-вӑхӑт чи ҫывӑх юлташне те курайми пулса ҫитет…
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ӑс тавҫӑрать, куҫ курать — лайӑххине хапсӑнатӑн, анчах ҫав лайӑххи вӑл хамӑр шӑпана пӳрмен ют пурнӑҫ иккен, чунӑмӑр темӗне вӗчче хывакан пулать, кӑмӑл таврӑнать.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хавассӑр кун-ҫулӑн тӗксӗм мӗлки куҫ умне тухса тӑнӑн туйӑнать.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тимрук халиччен хӑй умӗнче ҫакӑн майлӑ ҫурма тумлӑннӑ хӗр тӑнине пӗрре те курманччӗ-ха, ҫавӑнпа пӑл яр-уҫҫӑн куҫ уҫса пӑхма та, хӗре сывлӑх сунса сӑмах калама та именсе тӑчӗ.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Лешӗ, куҫ айӗн кулма чарӑнмасӑр, хӑй ҫулӗпе утрӗ.Мужчина с хитрой ухмылкой на лице пошагал дальше, своей дорогой.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӗмӗл шӑнкӑрав пек чипер сасси халь те хӑлхара янӑраса тӑнӑн туйӑнать, хӑмӑш пек йӑрӑс пӗвӗ куҫ умӗнче пек, кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ те Тимрук асӗнчен час тухас ҫук.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Хе, хура куҫ тесе!
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑшӗсем, куҫ хӗррипе ҫеҫ пӑхса, мӑнаҫлӑн утаҫҫӗ — ялтан килнӗ ҫынтан йӗрӗнеҫҫӗ те пуль, хула-ҫке кунта.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсенче кӑна иккен хак хурайми пурҫӑн та куҫ илейми мерчен.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Эс кирлӗ, — терӗ Алапа Велюшӗ куҫ сиктермесӗр ун ҫине пӑхса, — Хуҫипе, снаш, курса калаҫасшӑнччӗ.— Ты нужен, — отпарировал Велюш, в упор глядя на богатыря, — с хозяином, снаш, потолковать мне надо.
VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ялйышӑн куҫ ытларах та пулӗ — пурпӗрех мӗн курассинчен урӑх курма ҫук.У деревни и больше глаза — и все равно сверх того, что можно ими увидеть, уже не увидишь.
VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ялйышӑн пин те пӗр куҫ.