Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурт хӑйӗн пӗвне ҫӳлелле ҫӗклесе пӗр тапхӑр хушши тӑчӗ те Том ури тӑрӑх шуса кайма шут тытрӗ, унтан вӑл унӑн ҫанҫурӑмӗ тӑрӑх ҫӳреме тапратрӗ.

Наконец червяк остановился на минуту в тягостном раздумье, приподняв изогнутое крючком туловище, а потом решительно переполз на ногу Тома и пустился путешествовать по ней.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑмӑш пек маис тунине тасатса кӑларса, ун ҫумне темӗнле сарлака курӑк туни майлаштарса лартрӗ, ун ӑшне вара табак ҫулҫисем тултарчӗ те кӑвар илсе хӑмӑш туни патне тытрӗ.

Он только что кончил вырезать трубку из кукурузного початка, а теперь приделал к ней черенок, набил табачными листьями, прижал сверху угольком.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах Том мӗн каланине илтсен, вӑл унпа килӗшрӗ: ирсӗр ӗҫсем туса пурӑнасси тата лайӑхрах та усӑллӑрах, терӗ, ҫавӑнпа вара вӑл та пират пулма шут тытрӗ.

однако, выслушав Тома, согласился, что в жизни преступников имеются кое-какие существенные преимущества, и решил сделаться пиратом.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑйӗн ӑшӗнче каллӗ-маллӗ улӑштармалла мар ҫиреп шут тытрӗ.

Том наконец решился.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ҫав инкекрен хӑтӑлмашкӑн тӗрлӗрен майсем шухӑшласа кӑларма тытӑнчӗ, юлашкинчен вӑл: «Ыратнине лӑплантаракан эмеле» питех юратса пӑрахнӑ пек пулам», — тесе шут тытрӗ.

Он придумал несколько планов избавления и наконец притворился, будто ему очень нравится болеутолитель.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, хурлӑхлӑ та салхуллӑскер, шкула сӗтеренсе пычӗ те ӗнер шкула килменшӗн Джо Гарперпа пӗрле вӑл хӑй ҫурӑмне хулӑ айне пырса тытрӗ.

Он поплелся в школу мрачный и угрюмый, был наказан вместе с Джо Гарпером за то, что накануне сбежал с уроков.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том урайӗнчен уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатса выртакан таса хыр хӑма татӑкки илчӗ, кӗсйинчен хӗрлӗ сӑрӑ татӑкки туртса кӑларчӗ, хӑма татӑкӗ ҫине ҫутӑ ӳкмелле ларчӗ те ҫакӑн пек йӗркесем чӗркелесе ҫырчӗ; ҫӳлтен аялалла аннӑ кашни йӗрех вӑл чӗлхипе пулӑшрӗ, ҫавӑн чухне чӗлхине шӑлӗсем хушшине пӑчӑрта-пӑчӑрта тытрӗ, аялтан ҫӳлелле йӗр тунӑ чухне чӗлхине кӑларчӗ.

Он подобрал сосновую щепку, белевшую в лунном свете, достал из кармана кусок сурика, сел так, чтобы свет падал на его работу, и с трудом нацарапал следующие строчки, прикусывая язык, когда выводил толстые штрихи, и высовывая его, когда выводил тонкие.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл аллинчи ҫӗҫҫине пӑчӑртаса тытрӗ, ӑна пичӗ патнех илсе пычӗ, шартах сикрӗ те ҫӗрелле пӑрахрӗ.

Его рука крепко стиснула нож; он поднес его к глазам, оглядел и, вздрогнув, уронил снова.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк тухтӑр, тӑшманӑн ытамӗнчен хӑтӑлса тухса, Вильямс тӑпри ҫинчи йывӑр хӑмана ярса тытрӗ те вӑл хӑмапа Поттера ҫав тери хыттӑн ҫапса ячӗ, лешӗ вара ҫӗр ҫинелле кайса ӳкрӗ.

Вдруг молодой доктор вырвался из рук Поттера, схватил тяжелую надгробную доску с могилы Вильямса и сбил с ног Мэфа Поттера.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк вӑл хӑй юлташне алӑран ярса тытрӗ.

Вдруг Том схватил Гека за плечо и прошептал.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том урама тухрӗ те ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнталла каяс, ку кун шкула каялла килес мар тесе шут тытрӗ.

Тогда Том твердыми шагами вышел из школы и отправился куда глаза глядят, чтобы в этот день больше не возвращаться.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ӑна мӑйӗнчен ярса тытрӗ те йӑпатса ҫавӑрма пуҫларӗ: — Бекки, халӗ ӗнтӗ пурте пулчӗ, — чуптумалла ҫеҫ.

Том, обняв Бекки за шею, стал ее уговаривать: — Ну, Бекки, вот и все, теперь только поцеловаться.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вара Том ҫав доска ҫинче картина ӳкерме тапратрӗ, хӑй ӳкернине сулахай аллипе картласа тытрӗ.

Тогда Том принялся рисовать что-то на доске, прикрывая свое произведение левой рукой.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Полли мӑнаккӑшӗ пурҫӑн ҫип вӗҫне ункӑ турӗ, ӑна ыратакан шӑл ҫине тӑхӑнтарса хытӑ туртӑнтарса лартрӗ, тепӗр вӗҫне кравать пуҫӗнчен ҫыхрӗ; унтан ҫунакан вутпуҫҫине ярса тытрӗ те ӑна ачан сӑмси патнех илсе пычӗ.

Тетя Полли сделала из шелковой нитки петельку, крепко обмотала ею больной зуб, а другой конец нитки привязала к кровати, потом, схватив пылающую головню, ткнула ею чуть не в самое лицо мальчику.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид текех итлесе тӑмарӗ, йӗмне ярса тытрӗ те алӑкран тухса вӗҫрӗ.

Но Сид схватил в охапку свою одежду и исчез.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа та вӑл шӑла кайран валли усрас, халӗ вара мӗн те пулин урӑххи шырас, тесе шут тытрӗ.

Он решил оставить зуб про запас и поискать чего-нибудь еще.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Мӑнакка кӗрсен те, пӗр сӑмах та чӗнес мар, кӑна кам турӗ тесе ыйтичченех нимӗн шарламасӑр шӑп ларас. Ыйтсассӑн, пӗтӗмпех каласа кӑтартӑп, мӑнакка хӑй юратнӑ примерлӑ ачана епле хӗртнине савӑнса ҫеҫ пӑхса ларӑп», — тесе шут тытрӗ Том.

Он решил, что не скажет ни слова, даже когда войдет тетя Полли, а будет сидеть смирно, пока она не спросит, кто это сделал, вот тогда он скажет и полюбуется, как влетит «любимчику», — ничего не может быть приятнее!

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сулланкаланӑ май чечек патнелле ҫыв-харса пычӗ; юлашкинчен вӑл ҫара урипе чечек ҫине пусрӗ, ӑна лайӑх авӑнакан пӳрнисемпе ярса тытрӗ, хӑрах уран сиксе кайрӗ те часах таҫта кӗтес хыҫнелле кӗрсе ҫухалчӗ.

Двигаясь ближе и ближе, подходил к цветку и в конце концов наступил на него босой ногой, — гибкие пальцы захватили цветок, и, прыгая на одной ноге, Том скрылся за углом.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, чупса пырса, чечек патӗнчен пӑр-икӗ утӑмра чарӑнса тӑчӗ, ывӑҫ тупанне куҫӗ патнелле тытрӗ те, темӗн интереслӗ япала курнӑ пек, урамалла тӗллесе пӑхма пуҫларӗ.

Том подбежал к забору и остановился шагах в двух от цветка, потом прикрыл глаза ладонью и стал всматриваться куда-то в даль, словно увидел в конце улицы что-то очень интересное.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том шухӑша кайрӗ, вӑл Бенпа килӗшме хатӗр пекех пулчӗ, анчах, ҫав шухӑша пӑрахса, урӑхла шут тытрӗ.

Том задумался и сначала как будто готов был согласиться, а потом вдруг передумал.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней