Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑма (тĕпĕ: тӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Жорж ҫак сӗнӗве йышӑнмасӑр тӑма пултарнӑ-и вара? Ҫапла вӑл барон пулса тӑнӑ, унсӑр пуҫне чаплӑ ҫынсемпе хутшӑнма пуҫланӑ.

Мог ли Жорж данное предложение не принять? Таким образом он стал бароном, примкнул к обществу важных людей.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Кунти салтаксен ниҫта та мар, патшалӑхӑн чи ҫӳллӗ шайӗнче иртекен мероприятисене хутшӑнма тата хисеп караулӗ тӑма тивет.

Помоги переводом

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Пурӑнӑҫ пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑма юрамасть тесе шав аса илтӗмӗр паянхи калаҫура, чӗлхе саккунӗн те аталанмалла, малаш анлӑшсене кӗмелле.

В сегодняшней беседе постоянно упоминали о том, что жизнь не должна стоять на месте, также должны развиваться законы языка, войти в пространства будущего.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Ҫавна май палата ку енӗпе Шупашкарти коопераци институчӗпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлет — пултаруллӑ, ҫирӗп пӗлӳллӗ юристсем адвокатсен ретне тӑма пултараҫҫӗ.

С этой стороны Палата держит тесную связь с Чебоксарским кооперативным институтом — талантливые, с глубокими знаниями юристы готовы пополнить ряды адвокатов.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

2 апат кашӑкӗ тӑма тата 1 апат кашӑкӗ ҫак ҫӑнӑха шывпа чуста пуличчен ҫӑрмалла.

2 столовые ложки глины и 1 столовую ложку муки замесить с водой до образования теста.

Тӑм пашалу хурсан лайӑх // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Светлана Петрова та ҫаплах шутлать: «Ку — экзамен кӑна, уншӑнах ҫапла иккӗленӳллӗ ҫул ҫине тӑма кирлӗ мар. Ача вӗренӳре йӗркеллӗ ӗлкӗрсе пынӑ-тӑк — экзамена та тытатех».

Помоги переводом

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пӑхса-сӑнаса тӑма та аван ҫитменнине.

В добавок удобно и контролировать.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

— Оля питӗ ир тӑма хӑнӑхнӑ, 4-5 сехетрех ура ҫинче вӑл.

Помоги переводом

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Вӗсен шутне ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство та кӗнине шута илсен — ӑна икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ-ҫке — Пил Тымарланӑн пенси страхлав хучӗллӗ пулса тӑма шанчӑк пурах.

Так как в их число входит и свидетельство о рождении — его готовят на двух языках — у Пил Тымарлана есть все шансы получить страховое пенсионное свидетельство.

Пенси фончӗ Тымарлана чӑвашлах хуравланӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12487.html

Участоксенче ҫын нумай пулнӑран черетре тӑма тивни те суйлавҫӑсен кӑмӑлне хуҫмарӗ.

Помоги переводом

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Бюллетень илес текен нумай пулнӑран республика Пуҫлӑхӗн те черетре тӑма тиврӗ, ҫак хушӑра вӑл ҫынсемпе калаҫрӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ.

Помоги переводом

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унпа килӗшмесӗр тӑма ҫук.

Нельзя не согласиться с ним.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Света ҫӗршывран кайсан унӑн ывӑлне Йосьӑна эпӗ пӑхса ӳстертӗм, — аса илет иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Александр Аллилуев. — Катьӑна ура ҫине тӑма Юра Жданов пулӑшрӗ.

- Когда Света уехала, воспитанием ее сына Йоси занимался я, - вспоминает ее двоюродный брат Александр Аллилуев. - Юра Жданов воспитывал Катю.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Третьяков галерейи, Эрмитаж, А.С.Пушкин ячӗллӗ сӑнарлӑ искусствӑсен музейӗ, Вырӑс музейӗ паянхи общество шухӑшлавӗ совет тапхӑрӗнчипе танлаштарсан урӑхларах пулнине ӑнланса курав-шоусем йӗркелес ҫул ҫине тӑма пултарчӗҫ-ҫке-ха.

Помоги переводом

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑнасем хӑйсен пепкисене ача садне вырнаҫтарас тесен чылай хушӑ черетре тӑма тивнине те аса илчӗҫ.

Помоги переводом

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Владимир Вениаминович ял тӑрӑх бюджетӗнче ҫак ӗҫе пурнӑҫлама хальлӗхе укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗррине палӑртрӗ, ыйтусене шута илсе тӗрӗслесе тӑма шантарчӗ.

Помоги переводом

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫав вӑхӑтрах фонд аппаратне тытса тӑма уйӑрнӑ тӑкаксем 8,4% чакнӑ.

Помоги переводом

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Халӗ укҫа-тенке пухнине тата ӑна тӗллевлӗн тӑкакланине тӗрӗслесе тӑма кашни ҫыннӑнах майсем ҫителӗклӗ.

Для осуществления контроля за целевым расходованием собранных средств сейчас у каждого гражданина достаточно возможностей.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Депутатсем, общество организацийӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫак лару-тӑру ҫине айккинчен пӑхса тӑма тивӗҫ мар! Ҫулсем туни тата вӗсене юсани ҫинчен калакан отчетсем час-часах чӑнлӑхпа тӳр килмеҫҫӗ, тепӗр чухне тӗлӗнтереҫҫӗ те.

Депутаты, общественные организации, средства массовой информации не должны оставаться в стороне! Отчеты о строительстве и ремонте дорог нередко не соответствуют действительности и вызывают недоумение.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫавӑнпа та эпир сирӗнпе вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑлараймасӑр тӑма пултараймастпӑр!

И мы с вами не имеем права не оправдать их надежд!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней