Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр-пӗр яла пырас пулсан ял вӑл ват ҫынсем ҫинче тытӑнса тӑрать тесе ясак тӳлеменшӗн чи малтан стариксене хӗнеме хушать имӗш.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хан текенни вӑл Тукай мӑрса патӗнче ҫеҫ хӑна пулӗ-ха, ял ҫыннисене тивмӗ, ун иҫникӗсем вара вӑл хушӑра яла айӗн-ҫийӗн ҫавӑрӗҫ, бакшиш шыраса лаҫсемпе кӗлетсене, пӑлтӑрсемпе лупас айсене тустарма тытӑнӗҫ.
13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нургали иртсе ҫӳренӗ чухне ку яла ӳлӗмрен те кӗрсе тухма пулчӗ, Ахтупай та унӑн ял ятне лайӑх астуса юлчӗ — тен, пурӑнан пурнӑҫра унталла та ҫитсе курма тӗл килӗ.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Иккӗмӗш арӑма — Чураппана яла илсе таврӑнсан Тукайӑн малтанхи арӑмӗ Ухтепи, упӑшки килнӗ ҫӗре чӗчӗ ачи ӗмӗртме пуҫланӑскер, кайри пӳрте пурӑнма куҫрӗ, тепрер уйӑхран ун валли ял вӗҫӗнче пӗчӗкрех кӑна ҫурт туса лартрӗҫ.
6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫӗршывра ялпа ял хушши ик-виҫӗ ҫухрӑмран ытла та мар.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӑйсен ялӗнчи Маркка хуралҫӑ та куҫ умне тухрӗ: вӑл ҫывӑрма пӗлмест, шак та шак шакӑрчипе ял тавра утса ҫӳрет.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Утланчӗҫ те уйсем урлӑ, ял тӗл пулсан ял тавра ҫавӑрнса вӗҫтерчӗҫ.Как только расселись, погнали лошадей прямо через поля, огибая встречные деревни.
III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.
Тӗрӗссипе вара эпӗ ял ачи, ялта ҫуралса ӳснӗ.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫав вӑхӑтсенче Каша ял каччи Мӑля Сани, фронтран чипер, сывӑ таврӑннӑ хыҫҫӑн Кунтикав ялӗнче ветеринари фельдшерӗнче тӑрӑшнӑ.
Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.
Ҫул ҫинче пӗр-пӗр ял тӗл пулсан — ерипен сыхланса иртсе каймалла, выҫӑ йытӑ вилӗ ҫине тӑрӑннӑ пек, яла кӗресшӗн ан ҫунӑр.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Кинобай кӳллипе Изамет кӳлли хӗрринче халӗ икӗ ял ҫук: пӗрре пур — ӑна Икӗ Ҫӗнтерӳҫӗ ялӗ теҫҫӗ.
Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.
Хальхи вӑхӑтри технологисене алла илни, ял хуҫалӑхне ӑнӑҫлӑн ҫӗнетсе пыни ӗҫ ӳсӗмлӗхне пысӑклатма, ял хуҫалӑх производствин тухӑҫлӑхне тата продукци пахалӑхне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/07/news-3679647
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи ял хуҫалӑх таварӗсен хальхи хакӗсем тавра йӗркеленнӗ лару-тӑрӑва шута илсен республикӑри вӑтам кӑтартуран кая мар пулмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Тепӗр май каласан, Афанасовски ялпа Вознесенски ял хушшинчи ҫула хут ҫинчен кӑларса пенӗ.По другому говоря, дорога между Афанасовской и деревней Вознесенской была снята с учета.
Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html
Ҫавӑн пекех вӑл кунти темиҫе теҫетке ял валли (Аверкиевски, Корякино, Рудниковски, Измайловски, Кузьмински, Враниковски, Самково, Караник, Коровино тата ытти чылай ялпа поселок) «пысӑк ҫӗрпе» ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр каҫмалли вырӑн.
Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html
«Ятлӑ ҫынна ял савать», тенӗ пек, Ванькка пичӳне те ялта хисеплеҫҫӗ.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
Пирӗн ял пек, ял…
II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.
Ун чухне Анатри Тӗрер ял пухӑвӗ пулмаллаччӗ те, ҫав пухӑва килнӗ район представителӗсемпе ял Совет председательне тӗп тумашкӑн шак хунӑ иккен вӑл.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Революциччен вӑл ял старости пулнӑ, ялта — лавкка, Хураламра пасар ҫумӗнче хупах тытса тӑнӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пирӗн ялта ял хуҫайствине коллективизацилесси чарӑнса ларни ӑна нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантармасть.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.