Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑлхана ҫурас пек шӑхӑрса, брандспойтран пӑс персе тухрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Андрий хӑрушлӑх ҫинчен чӳрече патӗнче пӑшал кӗрлесе кайсан тата хӑйӗн хӑлхи патӗнчен пулӑ шӑхӑрса иртсе кайсан тин пӗлчӗ.Андрий узнал об опасности, лишь когда в окно грянул выстрел и пуля свистнула у его головы.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл кӑкӑрӗ уҫӑ маррипе аптӑрать, ҫавӑнпа йывӑррӑн, шӑй-шай шӑхӑрса сывлакалать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Нимӗн те курмасӑр, малта мӗн пулнине пӗлмесӗр, амӑшӗ, малалла утса, халӑха сирсе пычӗ, ӑна хирӗҫ ҫынсем чакса килчӗҫ, теприсем — намӑсланнӑ пек кулкаласа, виҫҫӗмӗшсем — мӑшкӑлланӑ пек шӑхӑрса чакрӗҫ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кунта ҫӑмламас шурӑ юра тустарса, сиввӗн те ҫинҫен шӑхӑрса, унталла та кунталла вӗҫтерсе, ҫил ҫӳрет.Холодно и тонко посвистывая, носится, мечется ветер, белый, косматый.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем халӑхпа лӑк тулнӑ пысӑк зала пырса кӗнӗ, унта вӗсене кӑшкӑрса, шӑхӑрса кӗтсе илнӗ (Америкӑра ку хисепленине пӗлтерет).
XXXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Мистер Гопкинс каялла пӗр утӑм сиксе ӳкнӗ — резина патак сывлӑшра шӑхӑрса та илнӗ…Мистер Гопкинс отскочил шаг назад и — клоб свистнул в воздухе…
XXIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Анчах та вӑл тутине тӑсса, чаплатса, шӑхӑрса, тытӑнчӑклӑн, такама вӑрҫтарнӑ пек тата хуҫкаланса калаҫни Матвее кӳрентернӗ кӑна мар, тарӑхтарнӑ та.
XI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Борк шӑхӑрса илнӗ те, Америка дворянинӗ ҫине йӗрӗнсе пӑхнине пӗр пытармасӑрах, ҫапла каланӑ:
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ун ҫинчен аса илнӗ чух Василий Куприяновичӑн чӗри, леш, хӑлха ҫывӑхӗнчен шӑхӑрса иртнӗ тӑшман осколокӗ ҫинчен аса илнӗ чухнехи пекех, тапми пулса ларать.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӗррехинче тӑшман минин татӑкӗ хӑлха ҫумӗнченех шӑхӑрса иртнӗ те, Василий Куприянович тара ӳкнӗ, чӗри унӑн хытӑ тапма тытӑннӑ.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Сасартӑк урамра шарманка «Фрейшюцри» арине выляса ячӗ «Durch die Felder, durch die Auen…» ӗсӗклекен сасӑсем лӑпкӑ сывлӑшра чӗтресе, шӑхӑрса, йынӑшса илчӗҫ.
XI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫак килте, хӗлле те кӑтра лили ҫурӑлакан, шыв курӑкӗсем хушшинче ылтӑн пулӑсем пурӑнакан килте, шӑхӑрса аппаланас мар терӗ.В этом доме, где зимой расцветали царские кудри и среди тонких водорослей жили золотые рыбы.
XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Женьӑн ҫаврака питҫӑмартийӗсене, унӑн ҫав тери тӗлӗнмелле шухӑшсемпе тулнӑ пуҫне ҫак самантра чунтанах ӑмсанчӗ вӑл, вара ассӑн сывласа илчӗ те хуллен шӑхӑрса ячӗ.
XX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫав ҫилсем юханшыв тӑрӑх ҫеҫ мар шӑхӑрса ҫӳреҫҫӗ иккен, вӗсем ҫуртӑн хулӑн стени витӗр те кӗреҫҫӗ, ӑшӑ пӳртри ҫын патне те ҫитсе, ӑна ураран ҫапса ӳкерме пултараҫҫӗ.
XVI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Мӗн тери меллӗ те тӗрӗс пулчӗҫ унӑн хусканӑвӗсем ҫакна тунӑ чух, мӗн тери витӗр пулчӗҫ унӑн куҫӗсем ҫул ҫинче шӑхӑрса хускалма та тытӑнакан юр ҫине пӑхнӑ чух, анчах мӗн тери хӑюсӑр пулчӗҫ ҫав куҫсемех каялла — Коля ҫинелле — ҫаврӑнса пӑхнӑ чух.
XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӗсем пире хӑвалама тытӑнчӗҫ: унтан — кӗррӗс! кӗррӗс! кӗррӗс! персе ячӗҫ, пульӑсем пирӗн пуҫсем урлах шӑхӑрса иртеҫҫӗ.Они бросились за нами; потом — трах! трах! трах! — и пули просвистели у нас над головой.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Манӑн пуҫ ҫийӗпех пульӑсем шӑхӑрса иртрӗҫ, эп вара, чартаксемпе ҫӳлти хутсене вырнаҫса ларнӑ нимӗҫ автоматчикӗсенчен пытанас тесе, педальсене тата хӑвӑртрах ҫавӑрттара пуҫларӑм.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Заикин ҫул хӗррине выртма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ҫав самантрах сывлӑшра тата асфальт ҫине ҫапӑнса пульӑсем шӑхӑрса иртрӗҫ.Не успел Заикин броситься на обочину, как в воздухе и рикошетом по асфальту вновь хлестнула очередь.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пирӗн ҫурт умне темӗнле тимӗр муклашки шӑхӑрса килсе ӳкрӗ, вӑл тӑпра ӑшне кӗрсе пытанчӗ.Рядом с нашим домом ударила немецкая болванка, зарывшись в землю.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.