Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хулара (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулара хула апачӗ те пулӗ-ха.

В городе, поди, еда не кончилась.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах та тӗп хулара футбол вӑййине йӗркелекенсем правилӑсене пӑснӑ, пӗр кунта икӗ командӑпа выляма хистенӗ.

Помоги переводом

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Хулара ӗнтӗ чӑн та… майӗ пур.

В городе, правда, другое дело.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хулара та ӗҫлекенсем кирлӗ-тӗр.

И в городе рабочие руки требуются.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эпир хулара та пулӑ Атӑлра ишнӗ пек пурӑнатӑп.

— Мы в городе живем, точно рыба в Волге.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эсӗ хулара та тепӗр улпутран ирттеретӗн».

Ты вон в городе получше многих живешь.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн ӗҫре тӑраттӑн эсӗ хулара

— На какой службе-то ты в городе состоишь?

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хулара эпир хуҫа патӗнче яланах чей ӗҫеттӗм.

А в городе у хозяина мы постоянно чаевничали.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫ тытса тӑмасан Александр Петрович хулара нихҫан та пӗр кун е икӗ кунтан ытла пурӑнмасть.

Александр Петрович, если не задержат дела, никогда не загостится в городе — один-два дня, самое долгое.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Паллах, хулара е хула ҫывӑхӗнче хӑварма май килмен ӑна, чӑваш ялне, тӗттӗмрех кӗтесе ӑсатмалла пулнӑ.

Правда, в городскую церковь он не протолкнулся — рожей не вышел, вот и запихали его в темный угол, в деревню глухую.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хулара ват ҫынла утса ҫӳресе тӳсме ҫук тарӑхрӑм.

— Надоело в городе корчить из себя старика.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ хулара вӗренсе тухрӑм.

А я в городе выучился.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хулара мӗн кайнипе мӗн кайманнине те чухлать вӑл.

Знает он, что тут в ходу, а что — нет.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те пӗр-пӗр майра тупса янӑ ӗнтӗ хулара вӗреннӗ хушӑра, кулатник, пӗрмай Шупашкара килессипе йӳтетет.

Это он затянул его в Чебоксары, колодник эдакнй! То ли майру себе завел, пока там учился, то ли еще что.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашни хулара мар, кашин присутствире, кашни кӗтесре унӑн хӑлхасем, куҫсем пулнӑ.

Не только в городах, в любом мало-мальском присутствии, любом захолустье были его люди — его глаза и уши.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шофер кайса килчӗ, хулара та нимӗн те тупайман.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара пӗр пысӑк хулара, панулмине: автомашина ҫине тиесе пасара илсе пынӑ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Натали ывӑлӗ, Тимуш, пӗр уйӑх каярах ҫеҫ ӑсатнӑскер, ҫапӑҫӑва кӗмен иккен-ха, фронт ҫывӑхӗнчи пӗр хулара лейтенанта вӗренет.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫывӑхри пӗр хулара тӑракан артиллери полкӗ фронта каяс умӗн хӑйне темӗн чухлӗ ҫуна туса панӑшӑн промартеле икӗ лаша парнеленӗ.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрҫӑччен вӗсем Винница ҫывӑхӗнчи пӗр колхозра пурӑннӑ, анчах вӑрҫӑн пӗрремӗш уйӑхӗнчех нимӗҫсем бомба пӑрахнипе ҫуртсӑр-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ та, ялтан яла, станцӑран станцӑна куҫса, хӗвелтухӑҫ енелле чакнӑ, юлашкинчен, пӗр хулара поезд ҫине ларса Чӑваш республикине ҫитнӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней