Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сире сетьсенче тӗл пулма тивнӗ аварипе сиенсен масштабӗ – халиччен пулманскер.Масштаб аварий и повреждений на сетях, с которым вам пришлось столкнуться, – беспрецедентный.
Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom
Халиччен килсе кӗмен ҫын ахальтен ҫӳременнине ӑнланса: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачасем… Кунта темӗн ырӑ мар пулнах. Микула, эсӗ тумланса хатӗрлен-ха. Эпӗ тухса пӑхкалам! — терӗ те Ҫтаппан сӑхман тӑхӑнса тухса кайрӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халиччен Лукарье пӗр сӑмахсӑрах мӗн кирлине чухлама тӑрӑшнине аса илчӗ вӑл.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халӑх ӑна халиччен курман ҫынна итленӗ пек тимлесе итлерӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халиччен, община пухӑвне кайма ҫынсем суйланӑ чухне, ялти уполномоченнӑйсем: «Мужиксем, пирӗн ялта пухӑва ҫӳресе курнӑ ҫынсем пур. Вӗсем ӗҫ йӗркине аван пӗлеҫҫӗ. Паян та ҫавсенех суйлӑпӑр!» — тесе сӗнекенччӗ те, халӑх килӗшсе, пуху ҫакӑнпа вӗҫленекенччӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эсир, мӗн, план кирлине ваккатсем халиччен пӗлмен тесе шутлатӑр-и?
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кунашкал пысӑк хисепе вӑл халиччен курманччӗ-ха.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах халиччен куҫа-куҫӑн тӗл пулма тивмен пирки, халӗ Мыйраки ҫине тӗпчевлӗн сӑнаса пӑхрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халиччен илтмен сӑмахсем пупа саламатпа ӑшаланӑ пекех туйӑнса кайрӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халиччен уҫӑ сассипе ялан юрӑ пуҫласа яраканскер, халь теприсем пуҫарса юрласан та, хутшӑнмасӑр ирттерчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Куна ял пӗлсен, халиччен никамран кулманнине кулӗҫ».
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халиччен пӗр-пӗрин патне кайса ҫӳременрен, ку ахальтен маррине тавҫӑрчӗ те Плаки ӑна уйрӑмах вашаватлӑн йышӑнчӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кун ҫинчен Мавра халиччен никама та шарламан, шарласшӑн та пулмарӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула шарламасӑр ларни вӑл халиччен хӗрарӑм курманран килет пулӗ тесе, Лукарье тата ытларах аскӑнланчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Путлӗ хӗр вӑрттӑн улах туни халиччен те пулман.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула, халиччен палламан хӗрпе курнӑҫнӑ пек, урӑх пӗр сӑмах чӗнмесӗр айккинелле пӑрӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ма лампа ҫутмастӑн? — халиччен хӑйӑ ҫутманнине аса илсе ыйтрӗ Микула.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Чӑн та интереснӑ! — Миххан халиччен пӗлмен тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен итлеме хатӗрлӗнсӗ килӗшрӗ Бернадский.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Уездра ҫынна хӑйӗн ирӗкӗпе айапласа суд тума та, каҫарма та пултаракан кунашкал пысӑк начальник пуррине тахҫанах илтнӗ вӑл, хӑйне ҫеҫ халиччен курма май килменччӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халиччен ӑна Атӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр сарлакан та тӗпсӗр тарӑннӑн юхса выртнӑ пек туйӑнатчӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.