Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗре сури тумалли шӑрша туйса илнӗ лаша куҫне чалт уҫса ячӗ те ҫӑкӑр татӑкне хыпрӗ.

Учуяв спасительный запах, лошадь широко открыла глаза и в один миг проглотила хлеб.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унта мӗн? — чӗлхи типсе ларнине туйса ҫӑварӗнчен аран темиҫе сӑмах хӗссе кӑларчӗ Ваҫук.

Кто там? — еле выдавил Вазюк. Во рту у него пересохло.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ашшӗн ырлӑхне курман та вӑл, ашшӗсӗр пурнӑҫӑн хурлӑхне те туйса илеймен-ха.

Тем более что он и не успел познать отцовской заботы и ласки, как не испытывал и горечи безотцовщины.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Ҫивӗч тумхахсем аттине каснине туйса Янтул ҫул хӗрринчи тунката ҫине ларать.

…Натыкаясь на острые кочки и жалея сапоги, Яндул присел на пень возле дороги.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Те вӑл ыттисенчен катӑккине туйса ҫӳренипе пулакан мӗскӗнлӗх, те кӗл айӗнчи кӑвар евӗрле, ҫав мӗскӗнлӗх витӗр палӑракан куштанлӑх, те ҫынсем хӑйне юратманнине хирӗҫлесе шӑртне тӑратни?

То ли это чувство неполноценности, то ли скрытое под личиной наивности высокомерие, подобно золе под угольями, то ли озлобленность из-за нелюбви к ним окружающих…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Э, йӑмӑкӑм, пӑрчӑканӑм, пиччӳ миҫерине те маннӑ-ҫке эсӗ, — тӳррипе калассинчен пӑрӑнчӗ Янтул тум-тир витӗрех хӑйӗн айӑкне хӗр кӑкӑрӗ пусса тӑнине туйса, ҫывӑхрах хӗрӗн чӗтревлӗ тутине курса.

— Э-э, сестренка, трясогузочка моя, ты и позабыла, сколько лет твоему дяде? — ушел от прямого ответа Яндул, чувствуя сквозь одежду упругую грудь девушки, прильнувшей к его боку. А ее губы близко-близко…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтулӑн ӑна хӑйӗнех туйса илмелле.

Но Яндул сам понимает всю неловкость своего и их совместного проживания.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑшт каярах та пулин, ҫӳлелле тапаҫланма ҫунат ҫуккине туйса илнӗ вӑл.

Наверно, понял, что выше ему уже не взлететь.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни хускалмассерен вӑл хӑйӗн ӳтне йӗпе кӗпе-тум-тир лекнине туйса тӑрать.

Мокрая одежда заледенела и холодила тело.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни халӑх ҫынни хӑйне тулса ҫитнӗ ҫӑпан пек туйса ҫӳреме тытӑнсан хӑйне ҫеҫ ҫын тесен…

И если каждый из нас будет рдеть как чирей, считать только себя пупом земли.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл хӑй айӗнче хырӑмне панк персе тултарнӑ лаша ӑшшине туйса Шахрунтан мӗнле хӑтӑлмалли ҫинчен пайтахчен тарӑхса шухӑшласа пычӗ.

Чувствуя под собой приятное тепло туго набитого живота лошади, он мучительно ломал голову над тем, как ему избавиться от Шахруна.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара хӑй юри вӑхӑт ирттерсе сӗртӗнсе ҫӳренине туйса сӑхманне уртса ячӗ те сӗтел патне пукан ҫине пырса ларчӗ.

Он нарочно тянул время, и это его злило. Но вот он решительно накинул сохман и присел к столу.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах та цифра ӗмӗрӗнче пирӗн пурнӑҫ Интернет уҫлӑхӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннине кашниех хӑй ҫинче туйса илчӗ.

Помоги переводом

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Ҫакӑн пек мероприятисем ирттерни ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫӑкӑр хакне туйса ӳсме пулӑшасса шанатпӑр.

Помоги переводом

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Ҫӗрле вӑрана-вӑрана шухӑшласа выртнӑ, тӗлӗкре курнӑ, килӗнчи тӗтӗм тутине туйса ҫӳренӗ.

Просыпался по ночам и думал, думал… снился ему отчий дом, наяву чудился запах родного очага.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйне чике тӑршше лартнине тинех туйса илчӗ Александр Петрович.

Александр Петрович вдруг понял, что его провели.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урисем чӗтренине туйса псаломщик каллех ещӗк ҫине ларать.

Почувствовав дрожь в коленях, псаломщик снова опускается на ящик.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсен шухӑшне те вӗсенчен малтан эсир сиссе, туйса илмелле.

Даже мысли ихние вы должны угадывать наперед.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй ҫине халӑх урлӑ пӑхнине, хӑйне… килештерменнине, тӗп-тӗрӗссипе каласан вара — курайманнине Александр Петрович Архангельский кашни утӑмрах туйса тӑрать.

И что его не любят, мало не любят — ненавидят, чувствует Александр Петрович Архангельский на каждом шагу.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна вӑл пӗрремӗш хут паян хӑйсен килӗнче халӑх ӳкӗтне кӗрсен туйса илчӗ.

Впервые он почувствовал это сегодня в своем доме, когда пришли к нему на поклон односельчане.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней