Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тени (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн Улькка аппа хӑйӗн ҫӗр те пӗр ҫулне пӗтӗм тавралӑх ӑмсанмалла хӑтлӑ, юсавлӑ, тӑн-тӑн кил-ҫуртра сӑсӑл тивмен нӑтӑр-нӑтӑр яштак хурӑн пек сывлӑхлӑ-кӗрлӗхлӗ кӗтсе илтӗр, тени ҫеҫ…

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Аншарли тени ара…

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑл каялла палт! ҫаврӑнчӗ те (юлташӗнче ҫынлӑх тени пачах ҫухалнине ӗненменрен-ши?) катаран каллех Альберта ӳкӗтлӗ-хушуллӑ куҫӗпе валт! тӗллерӗ:

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫыннӑн пурнӑҫри чӑн-чӑн позицийӗ, ҫынлӑхӗ, «эпӗ» тени вӑл кӗтмен-туман (экстремаллӑ), йывӑр ларӑва-тӑрӑва кӗрсе ӳксен те яр уҫҫӑн курӑнать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Кунта халӑхра анлӑ сарӑлнӑ урӑхла каларӑш та — кисӗпӗн икӗ вӗҫӗ те шӗвӗр тени те — аса килет.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тӗнче уҫлӑхӗ чикӗсӗр тени те ӑс-тӑна ниепле те шӑнӑҫаймасть.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ӑҫта вӑл, Турӑ тени?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ ӗнтӗ вӑл халӑхра «вӑрман — ҫур тӑлӑп» тени чӑна тухни…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, шкул пурнӑҫӗнче вӗсен пӗрле, юнашар е тӗлме-тӗл пулма та тӳр килчӗ, ун пек авӑксенче вӗсем, ҫывӑх, тӗпри калаҫӑва ӑшра тытса, ӳлӗме хӑварса, пӗр-пӗринпе пӗр-ик сӑмахпа ҫеҫ сывлӑхлашкаларӗҫ, чикӗллӗ, сӑпайлӑ шӳтлекелени-кулни те пулчӗ, ытти мӗн калас тени, тӗпри, вӗсен ӑшӗнче ҫурхи пӗрремӗш ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ачашшӑн, ҫӗрле ӳкнӗ ирхи сывлӑм пӗрчи пек тасан упранса пурӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем сехет пӑхмасӑр, сулӑна-сулӑна, тирӗне-тирӗне кайичченех ӗҫлесен те колхозран чуна ӳтре усрамалӑх тырӑсӑр (вӑл та пулин ытларах чухне юлнӑ юлашки арпалли) пуҫне нимӗнех те тивӗҫеймеҫҫӗ (пур чухне те алла хурлӑх пулсан пыра мӑнтӑр пулать тени тӳрре тухаймасть ҫав): пӗтӗм пысӑк пахалӑхлӑ тыр-пула, пахча ҫимӗҫӗсене, аш-какая, сӗт-ҫӑмартана, ҫӑмне-тирне патшалӑха ӑсатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ним тума та, ним калама та пӗлмерӗҫ ачасем, ним тума та, ним калама та кирлӗ пулмарӗ вӗсене, вӗсем мӗн калас тени — шалта-шалта, чун тӗпӗнче тин ҫеҫ тӗвӗленнӗ, ирхи сывлӑм пӗрчи пек тап-таса юратӑвӗ — вӗсен чеелӗхсӗр, айван, ырӑ куҫӗсенче янкӑр тухӑҫри ҫамрӑк хӗвел шевли пекех уҫҫӑн палӑрчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах мӗн-ши «вӑл» тени?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑн умӗн ӗҫӗн тӗслӗхӗ --«чӗлхӗ вӗҫӗнчи сӑмах» — пулнӑ-и сирӗн кун пекки: мӗн калас тени куҫ умӗнчех, анчах сӑмахӗ ниепле те аса килмест?

Помоги переводом

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Кӗрлеттерсе тени пӗрре те суя мар, ара, мучие аслӑ ывӑлӗ йӑлтӑр-ялтӑр машинӑпах леҫсе ячӗ кану ҫуртне.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Этем тени ҫын ӑшшисӗр пурӑнаймастех ҫав, ӑна темле пулсан та ҫывӑх ҫын тӗрекӗ, юлташӑн ӑшӑ сӑмахӗ кирлӗ.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Паллах, инкек тени куҫа курӑнса килмест, ҫапах та малалла пирӗн питӗ асӑрханса, тӗплӗн ӗҫлесчӗ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫапла вӑл пурнӑҫ тени, ачам.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Этем тени, ачам, ӗҫсӗр пурӑнаймасть.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫамрӑк тени пур ҫӗрте те ҫамрӑках ҫав.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эх, ывӑлӑм, ик урана ҫухатиччен ҫӗр айне кӗрсе выртни аванрах та ҫав, чун тени вӑхӑтсӑр тухмасть иккен.

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней