Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ял ҫыннисенчен ытларахӑшӗ кӑмакасене, ҫав шутра мӑрьесене те хамӑр таврари тӑмран ҫапнӑ хӗртмен кирпӗчрен тӑватчӗҫ.
Хӗрарӑм шӑпи // Нина Ратаева. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 4 стр.
Кӑштах иккӗленсе тӑрсан таврари шавлӑ куҫӑм тыткӑнӗнчен тухса Ганувер патнелле утрӑм, халӗ эпӗ — кӑвак ҫӳҫлӗ хӗрарӑм хыҫӗнче; хайхискер хыпаланса калаҫать, ҫавӑнпах-тӑр унӑн капмар кӑкӑрӗ шывра путакан патне ывӑтнӑ икӗ пробка шар пек чӳхенет.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
10) ССР Союзӗпе РСФСР законодательствипе килӗшӳллӗн ҫӗрпе, ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсемпе, вӑрмансемпе, шывсемпе мӗнле усӑ курнине контроллесе тӑрасси; таврари ҫутҫанталӑка сыхласси;
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Нумай хушӑ тӑмарӗ вӑл, анчах ӑна халӗ ҫапларах туйӑнать: ҫурт та ҫук, ури айӗнчи ҫӗр те ҫӗтнӗ, таврари саламлакан пушӑлӑх вӗҫсӗр-хӗрсӗр, вӑл вара, Ассунта, пӗчӗкҫӗ пулса тӑчӗ — кача пӳрнерен те пӗчӗкрех, тата вӑл — хӳтлӗхсӗр, ҫавна кура хавасланать те.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Типсе пӗркеленнӗ ырӑ няньӑн таса саппунӗнчен тытнӑ та пӗчӗк хӗр ача — кайӑксене ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсемпе сӑйлать, ашшӗпе амӑшӗ террасӑн ҫӳлти картлашки ҫинче тӑраҫҫӗ, таврари ҫутӑ, лайӑх пурнӑҫӑн тӑнӑҫлӑ юхӑмне киленсе сӑнаҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Таврари мӗн пур ту-чакӑл кӑн-кӑвак сив ҫулӑмпа йӑлкӑшма пуҫларӗ — курӑр! — хум ҫапать ҫӗн сулӑмпа.Синим пламенем разлива в скалы дышащее бьет; Там ручьи несутся шумно, ошалев от пестроты.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ӗҫ — воспитанин пӗр енӗ, вӑл ҫамрӑк ӑрӑвӑн ӑс-тӑнпа кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене йӗркелет, таврари ҫынсене, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме хӑнӑхтарать.
Михаил Игнатьев Ҫуркунне тата Ӗҫ уявӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/05/01/news-3557871
Фергюсонсӑр пуҫне кунта ҫаксем лараҫҫӗ е ӗҫеҫҫӗ: Харт — Кӑнтӑр Америкӑри намӑс ҫурчӗсене «тавар» тӑратуҫӑ тата Блюм — таврари вӑйӑ ҫурчӗсенчен вун пӗрӗшӗн хуҫи.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Сенкер юхан шыв ҫийӗн хӗвел чӑмӑрӗ ирӗлсе шӑранать, таврари уҫлӑхра вӑл чӗтрекен ҫӑмӑл йӑлтӑрккасемпе, ӑҫта пӑхнӑ унта сапса тухнӑскерсемпе, перкелеше-перкелеше вылять.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Шутсӑр нумай укҫа парса кимӗ туянни, Юсӑн ултавлӑ эрехӗ пирки, Нок паллисем ҫинчен таврари ялсене икӗ талӑкранах хыпар сарӑлмасса кам шантарӗ?
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Машук каланӑ тӑрӑх, таврари ялсенче Калюковпа ҫыхӑннӑ ҫынсене тыта-тыта кайнӑ, вӑл хӑй те чӗтресе кӑна пурӑнать, ҫавӑнпа, Антун килнӗшӗн ҫав тери хӗпӗртет пулин те, унӑн ялтан хӑвӑртрах кайсан аванрах…
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Мина вӑл Сидора хӑй ялӗпе таврари ялсенчи пур коммунистсемпе активистсене вӗлерсе пӗтерме сӑмах панӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Пирӗн таврари халӑх паянхи куна, тӗпрен илсен, ҫӗрӗҫӗпе кӑна пурӑнать-ха.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ку хыпара та, Экеҫ гражданинӗ тӗрмерен тарнине те таврари пур ялсене ҫитерчӗҫ, «Кожтрест» кантурне ҫаратнӑ хурах е Телегин евӗрлӗ ҫынсене курсанах административлӑ органсене пӗлтерме хушрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Таврари чӑвашсем те, вырӑссемпе тутарсем те, ирҫесемпе мӑкшӑсем те пыраҫҫӗ унта.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сирӗн вара, пуҫӑрта арпа мар-тӑк, кунашкал улах хваттере куҫ шӑрҫи пек сыхламалла, ҫавӑнпа, тепре калатӑп, таврари ялсене пач кӗмелле мар…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Экеҫ кооперативӗ халӗ таврари чи лайӑххисенчен пӗри — ҫапла ҫырнӑччӗ нумаях пулмасть ун ҫинчен хаҫатра.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лешсем пӗр-пӗринпе сӑмах татнӑ тейӗн, иккӗшӗ те таврари хурахсене хӑвӑртрах тытса пӗтерме ыйтаҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Таврари халӑха кӑна мар, пӗтӗм чӑваш тӑрӑхне хӑрататпӑр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Апла, эсир пулатӑр-ха таврари халӑха хӑратса пурӑнаканнисем? — ӑнӑҫсӑртараххӑн каласа хучӗ вӑл.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.