Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑнаса (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нукерсем ҫултан пӑрӑнса ытарайми чиперккене сӑнаса ирттерсе ячӗҫ…

Помоги переводом

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аслашшӗ юлашки вӑхӑтра тӗпчесе сӑнаса пурӑнкаларӗ те акӑ ҫакна пӗлчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мӗн чухлӗ ҫын сӑнаса, тӗрӗслесе тӑрать пирӗн ӗҫе!

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Аслӑ писательсен произведенийӗсене эпӗ чылай вӑхӑт хушши библиотекарьсем хушнӑ пек вӗренмелле сӑнаса вулаймастӑм, кӗнекери ӗҫсем мана шыв сикки евӗр тытса илетчӗҫ те юлашки страницӑна ҫитиччен те эпӗ тӑна кӗрейместӗм.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Хам ӑна нумайранпа сӑнаса пурӑнатӑп, ҫавӑнпа чирне лайӑх пӗлетӗп.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Миша, куратӑн-и, пӗчӗк пура юхса анать! — кӑшкӑрса ячӗ Павӑл, пиччешӗпе пӗрле ҫурхи шыв юхӑмне сӑнаса тӑраканскер.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Куна, паллах, чирлӗ ҫын ҫинче сӑнаса пӑхмалла.

Помоги переводом

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫакӑн чухлӗ халӑха епле пӗр кунтах пӑхма ӗлкӗрӗ вӑл? — тӗлӗнчӗ Эльгеев, больница крыльци умӗнче кӗпӗрленсе тӑракансене сӑнаса, анчах шарламарӗ.

Помоги переводом

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чапкун вӑл бӗчӗк ачапа пӗрех, ӑна кашни утӑмра сӑнаса тӑмалла.

Помоги переводом

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗн тусӗн палламалла мар ҫамрӑкланса кайнӑ сӑн-питне сӑнаса пӑхрӗ.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла, ӑнсӑртран тӗл пулнӑ икӗ пӗлӗш ҫын пӗр-пӗрне аякран пуҫ тайса сӑнаса тӑнӑ пек, хӑйсен курӑмсӑрлӑхӗнчен хӑйсем тӗлӗнсе пӑхса лараҫҫӗ ку ҫуртсем.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай малтан ун ҫине хӑрах айӑккӑн утланса ларчӗ, унтан таврана тӗплӗн сӑнаса пӑхса шалалла сикрӗ.

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутарсем шавлӑн калаҫса тата хӑйсене пасарти пек ирӗклӗн тытса ӑҫта килнӗ унта вырнаҫса ларчӗҫ те кунти пурӑнмалли ҫуртсене, ҫар ҫыннисен шлемӗ пек тӑрӑллӑ чиркӳсемпе соборсене сӑнаса пӑхкалама, ҫав хушӑрах кӗсьере юлнӑ иҫӗм ҫырлипе урюка чӑмлама пикенчӗҫ; вӗсен элчисем вӑрӑм аркӑллӑ тумтир тӑхӑннӑ дьяксем хыҫҫӑн палатӑсене кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ывӑлӗ тихапа аппаланнине Иштерек чылайччен сӑнаса тӑчӗ, юлашкинчен каҫ пулса килнине сиссе Ахтупая сасӑ пачӗ:

Помоги переводом

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай сӗтел хушшине вырнаҫса Урасмет хӑтланӑвӗсене чылайччен сӑнаса ларчӗ:

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ашшӗ хӑйне сӑнаса пӑхнине асӑрхаса кулса ячӗ, сӑран аттине аллинчи хӑва хуллипе ҫатлаттарчӗ те: — Атте, пар мана яланлӑхах хӑвӑн Асаматна, питӗ ҫӑмӑл унпа ҫӳреме! — терӗ.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл каччӑ шӑмшакне сӑнаса пӑхрӗ.

Помоги переводом

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Марье, чӑлан патӗнче сӑнаса тӑнӑскер, ним чӗнмесӗр куҫҫульне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӳссе кайнӑ Кӗпӗрьян — арҫын темелӗх пулнӑ, — терӗ Павлуш, Кӗпӗрьян кайнине кантӑкран сӑнаса.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш ҫак сценӑна ним чӗнмесӗр сӑнаса тӑчӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней