Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл, мӗн те пулин пуласса, виҫӗ сехетре салана кӗмелли вырӑнсене патруль яма кирли ҫинчен аса илнӗччӗ, анчах ун ҫинчен калама манчӗ.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫаксем ҫинчен пӗтӗмпех Павӑла СКМЮ ялти ячейкин секретарӗ кашни сехетре пӗлтерсе тӑчӗ, вӑл хӑйӗн юлташӗсене юнашар ялсене ҫӗнӗ хыпарсем пӗлме янӑ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ку машина халь сехетре ҫӗр ҫухрӑма яхӑн кайма пултарать.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тепӗр юнкун вуникӗ сехетре, Дзюбӑпа малтанах палӑртса хунӑ вӑхӑтра, Кларк Ужгород урамӗпе Киев урамӗ кӗтесленнӗ тӗлти парикмахерскине кӗчӗ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Унпа интересленекен ҫынсем вӑл кунта хӑҫан тата ӑҫтан килсе тухнине, мӗнле тӗллевпе ҫӳренине, кирек мӗнле пулсан та, хӑш сехетре ҫитни таранах тӗплӗн пӗлме пултараҫҫӗ, ҫакна ниепле те пытарма ҫук.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл ӑна пӗрремӗш хут вунпӗр сехетре курнӑ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ӳсӗрӗлнӗ Белограя асӑрхануллӑ ыйтусем парса, тепӗр икӗ сехетре Дзюба хӑй пӗлес тенине веҫех пӗлчӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак службӑра тӑрса, майор Тӑван ҫӗршыв тӑшманӗсемпе кашни кун, кашни сехетре кӗрешет.По долгу службы ежедневно, ежечасно боролся с заклятыми врагами родины.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Авдотья Васильевна хӑйне пӗртте хӗрхенмест, тӗксӗм блузӑпа, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, ирпе тӑватӑ сехетре е пиллӗкре пулсан та (тепӗр чух сывмаррине тата хӗл пӗтеспе йывӑр ҫын пулнине пӑхмасӑр, аттене хирӗҫ сулӑнкаласа та пулин тухассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать, ҫав вӑхӑталла атте, хӑш чухне ҫав тери ывӑнса, пайтах выляса ярса, намӑс тӳссе, саккӑрмӗш штраф хыҫҫӑн клубран таврӑнать.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уйӑх ҫутинче вара, вырӑн ҫинчен тӑрса, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садалла тухакан чӳрече ҫине выртса пӑхкаламасӑр чӑтма пултараймастӑп эпӗ, Шапошников ҫурчӗн ҫуталнӑ ҫивиттийӗ, хамӑрӑн прихутри чиркӗвӗн чаплӑ тӑрри, хӳмепе тӗмӗн садри сукмак ҫине ӳкекен мӗлки ҫине тинкерсе вӑрах лармасӑр тӳсме манӑн хал ҫитмест, ҫавӑнпа кайран ирхине вунӑ сехетре кӑна аран-аран вӑранатӑп.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ирпе ҫывӑрса юласран хӑраса, эпӗ ҫӗрле темиҫе хут вӑрана-вӑрана кайрӑм, улттӑмӗш сехетре ура ҫине сиксе тӑтӑм.Я несколько раз просыпался ночью, боясь проспать утро, и в шестом часу уж был на ногах.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Петровскинче пачах урӑхлаччӗ, апат умӗн, икӗ сехетре, пурте ҫӑвӑнса, тумланса, хӑна пӳлӗмӗнче ларатчӗҫ, хаваслӑн калаҫса, палӑртнӑ сехет ҫитессе кӗтетчӗҫ.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халӗ ӗнтӗ апат, анне е кукамай пурӑннӑ чухнехи пек, паллӑ сехетре пӗтӗм ҫемьене пӗрлештерекен тата куна икӗ пая уйӑракан хӑнӑхнӑ йӗрке мар.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепрехинче, вилӗм мана кашни сехетре, кашни минутра кӗтнине сасартӑк аса илтӗм те, паянхи кун ырлӑхӗпе усӑ куракан тата малашнехи ҫинчен шутламан этем кӑна телейлӗ пулма пултарать, текен шухӑш патне пырса тухрӑм, ҫакна ҫынсем епле халиччен те ӑнланманнине ниепле тавҫӑраймарӑм, — вара ҫав шухӑша пула, виҫӗ кун хушши уроксене вӗренмерӗм, юлашки укҫапа туяннӑ мӗнле те пулин романа вырӑн ҫинче выртса вуланипе тата ҫӑка хӑвӑлӗн пылӗпе пӗҫернӗ пӗремӗксем ҫисе реххетлентӗм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вунӑ сехетре пире вилле кӑларас умӗн кӗлтунине итлеме чӗнчӗҫ.В десять часов нас позвали к панихиде, которую служили перед выносом.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Халӗ ҫеҫ, каҫпа вунӑ сехетре, санӑн апрелӗн 3-мӗшӗнче ҫырнӑ ырӑ ҫырӑвна илтӗм те, хамӑн яланхи йӑлапа халех ответлетӗп.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
18… ҫулти августӑн 12-мӗшӗнче, эпӗ ҫуралнӑранпа вунӑ ҫул тултарнӑ ятпа ытарма ҫук лайӑх парнесем илнӗ хыҫҫӑн шӑпах виҫӗ кунтан, ирхине ҫичӗ сехетре Карл Иваныч, сахӑр хучӗ ҫыпӑҫтарнӑ патакӗпе шӑнана вӗлересшӗн пуҫӑм тӗлӗнчех шатлаттарса, мана ыйхӑран вӑратрӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗрле-и, кӑнтӑрла-и, кашни сехетре тенӗ пекех пӑшал сасси шӑплӑха чӗтретсе илет, нимӗҫсем пӗрре тапӑнни тепре тапӑнассине систерсех тӑрать.День и ночь, ежечасно эту тишину нарушала стрельба, атаки немцев следовали одна за другой.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл шӑп тӑватӑ сехетре ирхине нимӗҫ фашисчӗсем Брест крепоҫне аркатма пуҫланӑ вӑхӑтпа пуҫланать.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
…Июнӗн 20-мӗшӗнче музейпа Брест крепоҫӗн территоринче экскурсире пулнӑ хыҫҫӑн, июнӗн 22-мӗшӗнче ирхине 4 сехетре иртекен мероприятине — митинг-реквиема тата вӑрҫӑ реставрацине курма каятпӑр.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html