Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӑйне автомат ҫакнӑ, пуҫне вараланчӑк повар калпакӗ тӑхӑннӑ, пӗчӗк те кукӑр ураллӑ пӗр поварӗ хуранти шӑтӑксене йӑваласа ҫемҫетнӗ ҫӑкӑр татӑкӗпе питӗрсе лартма тытӑнчӗ, тепри, лашисене тытса пыраканни, хӗвӗнчен ҫӑварпа каламалли хуткупӑс туртса кӑларчӗ те Штраус вальсне калама тытӑнчӗ; хӑй вара вальсӑн кӗввине тӳсме ҫук пӑсать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Киле пӑрахса каймалла та пире каллех питӗрсе хӑвармалла-и вара!
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Пирӗн — хуйхӑ! — пӑшӑлтатса каларӗ йӗкӗт, алӑка питӗрсе.
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл сасӑпах йӗрсе ячӗ, хуйхӑ пырне питӗрсе лартрӗ, анчах вӑл ӑна ҫӗнтерчӗ те, ачаш та салхуллӑ, хӑйне ҫамрӑклатнӑ туйӑмпа ҫемҫелнӗ питне амӑшӗн пичӗ патне илсе пырса, сӑмахсӑр макӑрчӗ, унтан пӑшӑлтатса хӑвӑрт малалла каларӗ:
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӑхатӑп — тӗрме хапхине питӗрсе те лартнӑ…
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
А эпир — ним те тумастпӑр, йӑвашшӑн питӗрсе лартрӑмӑр та — ӗҫӗ те ҫав кӑна!
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пур енчен те питӗрсе лартнӑ пӳрте таттисӗр пӑшал пенине пачах тӗтӗм пулса тӑчӗ.От беспрестанной стрельбы в наглухо запертой избе было совершенно темно.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл хӑй кӗнӗ хыҫҫӑн алӑка тӗплӗн питӗрсе хӑварма нихҫан та манман.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫырусемпе фотографисене вӑл хӑй тухса кайнӑ чух яланах ҫав тери тӗплӗн питӗрсе хӑваракан сӗтел ещӗкӗнче усрама пултарать.Письма и фотографии он мог хранить в ящичке, который очень тщательно закрывал, когда уходил.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вернер тӑчӗ те ун хыҫҫӑн алӑка тӗплӗн питӗрсе лартрӗ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Пире тупаҫҫӗ вӗсем, пире ӑҫта питӗрсе лартнине пурте пӗлеҫҫӗ вӗт, — васкаса пӑшӑлтатса илчӗ Ольга.— Нас найдут, все ведь знают, куда нас заперли, — лихорадочно зашептала Ольга.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Питӗрсе лартнӑ сарай енчен вӑрӑммӑн, пусӑрӑнчӑклӑн кӑшкӑрни илтенсе тӑчӗ.Протяжный, сдавленный крик несся со стороны запертого сарая.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫӗршер салтаксем йӗс ҫӑрасемпе питӗрсе илнӗ йывӑр арчасем, чемодансем, кофрӑсем йӑтса пыраҫҫӗ.Сотни солдат тащили сундуки, чемоданы, тяжелые кожаные кофры с медными замками.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Белогвардеец-салтаксене казармӑсене питӗрсе лартнӑ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Эпир питӗрсе лартнӑ кӗленче ӑшӗнчи евӗрлех пурӑнатпӑр вӗт.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Малтанхи пӑшал сассисем илтӗнсенех, Мелосеев лашасем кӳлсе, урапа ҫине икӗ пысӑк арча тиерӗ, унтах хӑйӗн пӗтӗм ҫемйине вырнаҫтарса лартрӗ те, ҫуртне ҫӑрапа питӗрсе, вӑрмана тухса кайрӗ.
11 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Надзиратель уҫҫине те питӗрсе илеймен, Яковлев юрласа та янӑ:Не успел надзиратель повернуть в замочной скважине ключ, как Яковлев запел:
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Юлия Константиновна Серёжа хучӗсене чи ҫӳлти ҫӳлӗкӗ ҫине хунӑ та шкапне каллех питӗрсе илнӗ.Юлия Константиновна положила на верхнюю полку Сережины бумаги и снова заперла шкаф.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Тепӗр кунне ирпе вӗсем ачисене ятлакаланӑ, анчах шӑтӑкне питӗрсе лартман.Им самим так удобнее было: не надо горло надрывать, перекликаясь через стенку.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Каҫалапа вара, амӑшӗсем килсен ан асӑрхаччӗр тесе, шӑтӑкне кивӗ ҫӑматӑпа тата тутӑр татӑкӗсемпе питӗрсе лартнӑ.А к вечеру заткнули дыру старым валенком и тряпками, чтобы матери не заметили.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.