Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пикенчӗ (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине пӗтӗм Зурбаган хумханма пикенчӗ.

Утром взволновался весь Зурбаган.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Вӑл ҫакна каласанах Гном хаваслӑн кулма пикенчӗ, хӑйӗн пӗчӗк пӳрнинчен тӗлӗнмелле хӑватлӑ-асамлӑ ҫӗррине кӑларса ӳкерчӗ те ал тупанӗсене пӗр-пӗринпе ҫатлаттарчӗ.

Как только она сказала это, Гном засмеялся, уронил с крошечного своего пальчика чудодейственное кольцо и хлопнул в ладоши.

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Пӗр кунхине «Урнӑ ҫӑвар» вулкан калаҫма пикенчӗ, — шыв айӗнчи кӳлӗ ҫывӑхӗнче ҫӗр ҫул тӗлӗрнӗскер.

Но вот заговорил вулкан «Бешеный Рот», сто лет дремавший неподалеку от подземного озера.

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Ҫур курка шӗвеке ҫӑварне ӳпӗнтерсен Бутлер тутине пуҫ пӳрнипе сӑтӑрчӗ те Тильс ҫине шӑтарасла пӑхма пикенчӗ.

Опрокинув полчашки напитка в мясистый рот, Бутлер утер нижнюю губу большим пальцем и сосредоточенно воззрился на Тильса.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Ҫапкаланчӑк музыкантсене курсан вӗсене выляма хушрӗ, хӑй каллех эрех, сӑра, кукӑль, тӗрлӗ ытти апат-ҫимӗҫ ыйтрӗ; ӳсӗрӗлнипе хаваслансах кайнӑскер — хупахра кам пур ҫавна сӑйлама пикенчӗ.

Увидев бродячих музыкантов, приказал им играть, а сам потребовал вина, пива, пирогов, разной закуски; развеселясь окончательно, начал он угощать всех, кто был в кабаке.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Пепке антӑхса макӑрма пуҫласран, ҫапла майпа хӑйне кӑткӑс лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкересрен хӑраса, — кулянса ӳкнӗ ачасене лӑплантарас тӗлӗшпе вара унӑн опыт ҫук, — Спринг аллине шӑналӑк айне чикрӗ те хӗр ачана шӑппӑн силлеме пикенчӗ:

Струсив, что младенец разбушуется и тем поставит его в замысловатое положение, так как у него не было опыта в деле образумления разогорченных детей, Спринг протянул руку под полог и начал тихо качать девочку, говоря:

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Кӗтмен ҫӗртен кравать хыттӑнрах хускалма пикенчӗ, вӗчӗрхеннӗ амӑшӗн аллинчилле силленме пуҫларӗ.

Внезапно кровать качнулась сильнее и заходила, как под раздраженной материнской рукой.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Вӗсем чул катӑкӗсем сапаланса выртакан ҫӳллӗ курӑклӑ уҫланкӑна тухрӗҫ, чул ҫине ларчӗҫ те кашни хӑйӗнне шухӑшлама пикенчӗ.

Они вышли на поляну с высокой травой, усеянную камнями, и сели на камни; думая каждый о своем.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Чӑнкӑ хум кимӗсене хӗррисемпе ҫапӑнтара-ҫапӑнтара ӳпӗнтерме пикенчӗ.

Крутая волна пошла валять лодки с борта на борт.

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Анни чарӑнчӗ те — кӑкӑрӗнче вӑрман юррине тӑн-ларӗ; унтан каллех чул муклашкине шаккама пикенчӗ; янӑравлӑ ҫӗнӗ хум ҫурма тамалак сасса вӑйлата-вӑйлата салатнине кура — вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӗпӗртӳллӗн кулать, кулать…

Анни остановилась, слушая, как в самой ее груди поет лес, и стала стучать по камню, улыбаясь, когда новая волна звона осиливала полустихший звук.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Битт-Бой пуҫне сӗлтрӗ, унтан ҫаврӑнса тӑчӗ те бинтпа тумне йӗркене кӗртме пикенчӗ.

Битт-Бой кивнул и, отвернувшись, стал приводить бинт и одежду в порядок.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӑл шутсӑр чее меслетпе усӑ курчӗ, ҫавна пула «Йӗплӗ минтер» шурлӑхлӑ ҫырма-ҫатра хушшинче тӑпах чарӑнса тӑчӗ, ҫӗнтернипе савӑннӑ «Инкек, тасал», вунӑ ҫулхи кӗрешӳ хыҫҫӑн, кунти виҫӗ хупаха пӗтерсе гавань ҫумӗнчех хуҫаланма пикенчӗ.

С ее стороны был подпущен ловкий фортель, благодаря чему «Колючая подушка» остановилась как вкопанная среди гиблых оврагов, а торжествующая «Унеси горе» после десятилетней борьбы воцарилась у самой гавани, погубив три местных харчевни.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӑл электричсетво ҫутине ҫутса сӳнтерме пикенчӗ, обой ҫинчи малтанах тӗллесе хунӑ пӑнча куҫӗпе лектерме хӑтланать; сӳнтеркӗч шаклатнине пӑхӑнса пӳлӗм пӗрре ҫиҫсе йӑлкӑшать, тепре ҫухалать.

Он стал закрывать и открывать электричество, стараясь попасть взглядом в заранее намеченную точку обоев; комната сверкала и пропадала, повинуясь щелканью выключателя.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл йывӑррӑн сывлама пикенчӗ, вӑй хурса шухӑшлани ӑна хӑрушла пӑвать.

— Он стал тяжело дышать, каждое усилие мысли страшно стесняло его.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Гнор йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ; выртрӗ, аллисене пуҫӗ айне хурса ҫӳлелле пӑхма пикенчӗ.

Гнор посмотрел вокруг, лег, положил руки под голову и принялся смотреть вверх.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ешчӗк ҫинче ларакан матрос пӑта ҫапма пикенчӗ.

Матрос, сидевший на ящике, стал забивать гвозди.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Эпӗ ӑна хам калӑпланӑ, вӑл — манӑн «ача», — Энниок аллисене пичӗ умне тытса сӑтӑркалама пикенчӗ; каютӑри температура вӗреме кӗресле пулин те пӳрнисем ҫинелле вӗрчӗ.

— Я сам состряпал его, это мое детище, — Энниок стал тереть руки, держа их перед лицом; дул на пальцы, хотя температура каюты приближалась к точке кипения.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Фаянс кӑмкан пускӑчӗпе хумхануллӑн шаклаттарса Энниок аллисене ҫума пикенчӗ.

Он стал мыть их, нервно стуча педалью фаянсового умывальника.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫак сӑмахсене вӑл хӑвӑрт, кӑштах улшӑнчӑк сасӑпа каласа хучӗ, вара ҫавӑнтах, тӗлӗннӗ Гнора хускавсӑр, кӑмӑллӑ куҫӗсемпе сӑнаса, ахӑлтатса кулма пикенчӗ.

Эти слова произнес он быстро, чуть-чуть изменившимся голосом, и тотчас же принялся хохотать, глядя на удивленного Гнора неподвижными, добрыми глазами.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Тиевӗн пӗр пайӗ, — тӑнран кайнӑ пулӑшуҫине ӑнлантарма пикенчӗ Стерс.

— Часть груза, — пояснил Стерс ошеломленному своему помощнику.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней