Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

минут сăмах пирĕн базăра пур.
минут (тĕпĕ: минут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунпилӗк минут иртрӗ.

Прошло минут пятнадцать.

2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Тек пӗр минут та ҫухатма юрамасть.

Нельзя было терять ни минуты.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапла эпир темиҫе минут хушши пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑтӑмӑр.

Так мы стояли некоторое время, глядя друг на друга.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫапла намӑсланса Эмиль тата темиҫе минут тӑчӗ, унтан каллех лимонад туянчӗ те Альфреда хӑналарӗ.

Несколько минут подряд Эмиль сгорал от стыда, а потом купил ещё лимонаду и угостил Альфреда.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗр минут иртрӗ-и, ҫук-и, укҫа тумалли мел вӑл шыраса та тупрӗ.

Не прошло и минуты, как он придумал способ раздобыть деньги.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Темиҫе минут иртрӗ-и, вӑл йывӑррӑн сывласа кухня алӑкӗ умне ҫитсе те тӑчӗ.

Несколько минут спустя он уже стоял на пороге кухни и тяжело вздыхал.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Темиҫе минут хушши хӗвеле ҫак япала хупӑрланӑ пулнӑ-мӗн.

Оно-то и заслонило на несколько минут солнце.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Пӗр минут та ҫухатма юрамасть кун пек чухне.

— Нельзя терять ни минуты!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара Глюмдальклич эпир ирӗкре уҫӑлса ҫӳренӗ чухне мана пӗр минут та куҫран ҫухатмастӑп тесе каларӗ.

После этого случая Глюмдальклич твердо решила ни на минуту не выпускать меня из виду на прогулках.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ик-виҫ минут канса сывлӑш ҫавӑрса илсен, эпӗ шлюпкӑна каллех тӗкме тытӑнтӑм та, шыв ӑшӑхланса ман хул хушши таран пуличчен тӗксе кайрӑм.

Отдохнув несколько минут, я снова принялся подталкивать шлюпку, пока вода не дошла мне до подмышек.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Императора нимрен ытла сехет механизмӗ пӗр вӗҫӗмсӗр шавлани тата минут йӗппи куҫса ҫӳрени шалт тӗлӗнтерсе ячӗ.

Всего более поразили императора непрерывный шум часового механизма и движение минутной стрелки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Посол пӗр вунӑ минут хушши ним ҫиленмесӗр, анчах хӑйӗн сӑмахӗнчен пӗртте чакас ҫук пекех ҫирӗппӗн каларӗ.

Посол говорил минут десять без всяких признаков гнева, но с видом непреклонной решимости.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак шӑплӑхри кашни минут этемӗн кун-ҫулне татса парать, ӑна ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать.

Помоги переводом

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Тӗлӗнсе кайнипе вӑл темиҫе минут хушши пӗр сӑмах та чӗнме пултарайман.

Пораженный, он несколько минут не произносил ни слова.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Тепӗр ҫирӗм минут хушши кӗтсе пӑхар.

Подождем еще двадцать минут.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫак кулӑшла калаҫу вӑхӑтӗнче французсем темиҫе минут хушшинчех пӗрре пӑшал пемесӗрех кӗпере хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ.

В течение нескольких минут, пока длилась эта комедия, французы без выстрела захватили мост.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Анчах ӑна авӑрлас тесен утмӑл тӑватӑ минут ытла та асапланмалла пулнӑ.

Но чтобы зарядить его, требовалось чуть ли не шестьдесят четыре минуты.

Нумай кӗпҫеллӗ пӑшал // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Хуҫӑлнӑ йӗп вырӑнне ҫӗнӗ лартма йывӑр пулман, анчах та ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче салтак пурӑнӑҫшӗн пӗр-икӗ минут та хаклӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та унпа аппаланма май килмен.

Поставить новую иглу на место сломанной было нетрудно, но в разгар боя на это тратились драгоценные две-три минуты, которые могли стоить бойцу жизни.

Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

ХV-мӗш ӗмӗр варринче пӑшал авӑрласа персе яма вунӑ минут кирлӗ пулнӑ.

В середине XV века для выстрела требовалось десять минут.

Патрон // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вара пӗр минут та иртмен — стакан тӗпӗнче шурӑрах кӑвак япала курӑнса кайнӑ.

Не прошло после этого и минуты, как на дне стакана показался серовато-белый осадок.

Гремучи ртуть // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней