Поиск
Шырав ĕçĕ:
Йӗркесӗр йытӑ эсӗ! — терӗм.
Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.
— Вилнӗ Игнат хӑйӗн ывӑлӗн йӗркесӗр пурнӑҫӗ ҫинчен хаҫатра вуласа пӑхнӑ пулсан, ӑна, Фомкӑна, ҫавӑнтах ҫапса пӑрахнӑ пулӗччӗ! — тенӗ Маякин, чышкипе сӗтеле ҫапса.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хамах йӗркесӗр пурӑннӑ ӗнтӗ, мӗн калас пур, — тусан та ҫулӑхма хӑяйман костюмӗ ҫинчи курӑнман ҫӳппе вӑш-ваш иле-иле пӑраханҫи турӗ вӑл.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пуҫӗ унӑн ҫӑмарта евӗр тата йӗркесӗр пысӑк пулнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче шкулта йӗркесӗр ӗҫ пулса иртнӗ.
Юлташшӑн // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫапӑҫу пӗтрӗ, ҫапӑҫуран тухма пӗлнӗ вунпилӗк е вунултӑ пин гладиатор ушкӑнсемпе е манипулӑсемпе, ывӑнса ҫитнӗскерсем, халтан кайнӑскерсем, йӗркесӗр сапаланса, ҫывӑхри сӑртсем патнелле пычӗҫ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗрремӗш лини хыҫала тухрӗ, римлянсен легионерӗсен умӗнче ҫӗнӗ ҫар линийӗ пулса тӑнӑ, вӑл римлянсем ҫине пысӑк вӑйпа тапӑнчӗ, римлянсем вара йӗркесӗр тата пысӑк ҫухатусемпе каялла чакма пуҫларӗҫ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах ҫав мӗнпур аслӑ распоряженисем варринчи тата сулахай ҫунатри легионсене йӗркесӗр, пысӑк ҫухатусемпе каялла чакассинчен хӑтараймарӗ.
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Юлашкинчен, Спартакӑн хӑйӗн те Рим ҫине наступлени тӑвас шанчӑкӗ ҫухалнӑ, мӗншӗн тесен ҫав похода тӑвас тесе кӑшкӑракан легионсем хӑйсене йӗркесӗр тыткаланӑ, пӑхӑнми пулнӑ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Гладиаторсем римлянсене хупӑрларӗҫ, римлянсем ирхине германецсемпе ҫапӑҫнӑ вырӑналла йӗркесӗр чакса пычӗҫ.Глатиаторы окружали римлян, римляне в беспорядке отступили к полю, где они утром громили германцев.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Виҫӗ енчен хупӑрласа илнине курсан, унӑн салтакӗсем йӗркесӗр тарма тытӑннӑ, анчах тарнӑ чухне Граник легионӗсем ҫине пырса перӗннӗ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫемҫешке сенаторсен малтан чӗлхисем ҫухалнӑ пулсан, халь вӗсем, хӑранине пула, хӑйсен вырӑнӗсенчен тарантул сӑхнӑ пек сике-сике тӑнӑ; пурте йӗркесӗр шавланӑ, кӑшкӑрашнӑ: трибун ӑнран кайнӑ, Нола хулине гладиаторсем, хӑйсем сахалӑн пулнӑ пулин те, икӗ сехет хушшинче илнӗ, унта мӗнпур ҫуртсене ҫунтарса янӑ, мӗнпур ҫынсене касса тухнӑ, хӑйне хисеп кӗтекен трибун йӑлӑнтарнине пула эпир хамӑра вӗлерттерме килӗшмӗпӗр, пилӗк пин гладиатора хуларан кӑларса яни пит ӑслӑ ӗҫ пулса тӑрать, мӗншӗн тесен хулара восстани тӑвас хӑрушлӑх та пӗтет, тенӗ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ҫапла ӗнтӗ, тамӑкри мӗнпур турӑсен ячӗпе тупа тӑватӑп, эсир, тискер те йӗркесӗр ҫынсем, хӑвӑра вӑрӑ-хурахсем, ҫын вӗлерекенсем тесе калаччӑр тесе тӑрӑшатӑр-и?— Неужели вы, дикие и преступные люди, добиваетесь имени грабителей, славы разбойников и убийц?
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сервилиан салтакӗсене «чулсенчен ан хӑрӑр» тесе сасси тытӑничченех кӑшкӑрни кӑлӑхах пулчӗ, малтисем каялла чакрӗҫ, хӑйсем чакнипе кайрисене хӗстерсе илчӗҫ, ун хыҫҫӑн пурте йӗркесӗр тарма пуҫларӗҫ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартак: вилла хуҫине гладиаторсем нимӗнле сиен те кӑтартмӗҫ, нимӗн те ҫаратмӗҫ, йӗркесӗр ӗҫсем тумӗҫ, тесе сӑмах пачӗ.Спартак, обещал ему, что ни он, ни его товарищи не причинят никакого вреда его хозяину.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кадетсен станӗнче самаях хускалкалани сисӗнет: ҫынсен хура кӗлеткисем, кӑткӑсем пек, ним йӗркесӗр унталла-кунталла чупкалаҫҫӗ, вӗсен хушшинче темле юланут ҫӳрет.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫынсем, ним йӗркесӗр, пурте пӗр еннелле чупрӗҫ.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хупах хӳми айӗнче, ним йӗркесӗр пӑрахса тултарнӑ пичкесем хушшинче, эпӗ рудникри ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ ачасене куртӑм.Под забором среди сваленных пивных бочек я увидел группу оборванных рудничных ребят.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫак йӗркесӗр пухӑннӑ урапасен варринче тата тем карета майлӑскерӗ ҫӳллӗн курӑнать, чӳречи унӑн пӳрт чӳречи пекех, ураҫҫийӗсем тӗреклӗ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Ун ҫинчен ак ҫаксенчен те пӗр иккӗленмесӗр сисме пулать: пӗрремӗш, ҫак хура юнлӑ дворянин хӑй пӳлӗмӗсенчен час-часах тухса ҫӳре пуҫларӗ, ӗлӗк вӑл хӑй юлхавне пула, кӳлепи йӗркесӗр пулнине пула ун пек тумастчӗ; иккӗмӗш, мана, Перерепенко ывӑлӗнчен, ӗмӗр манми аттерен Иван Онисиевран юлнӑ ҫӗре картласа тӑракан хӳмепе юнашарти унӑн тарҫисен пӳртӗнчен ҫӗр хута хӑй ҫути курӑнать, ку ӗнтӗ паллах мӗне пӗлтерни, мӗншӗн тесен хуҫи питех те хыткукарскер, унччен унта шӑн ҫурта кӑна мар, чӗпкуҫне ҫутма та ирӗк памастчӗ.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.