Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пирӗн биографисем пӗрешкелтерех иккен, — тенӗ вӑл аллинчи мороженӑя йывӑҫ калакпа тутанса.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл, аялтан парса тӑма ҫӑмӑл маррине пӗлсех, виҫӗ юплӗ йывӑҫ сенӗк йӑтса, улӑм купалакансем патне кайрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Йывӑҫ ҫулҫисем симӗсӗн-кӑвакӑн; тӗл-тӗл ылтӑн шывӗпе чӳхеннӗ пек йӑлтӑртатса вылярӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫапах йывӑҫ ҫулҫисем ҫинчен ҫумӑр тумламӗсем вӑрахчен шӑпӑртатса тӑчӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Йывӑҫ тӗмӗсем хӳттине канма выртас умӗн кашни ротӑра пуху пулса иртрӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Йывӑҫ ҫапса вӗлернӗ, терӗҫ вӑрман касакансем…
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Улька йывӑҫ тӗмӗсем хыҫнелле чупса кӗрсе кайрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Йывӑҫ ҫулҫисем кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ симӗс сӑнлӑ мар, майӗпен хӑмӑрланаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӑррине ҫиҫӗм хуҫнӑ йывӑҫ пек ҫӗкленсе ларакан каланча ҫинчен ача-пӑча кӑшкӑрашни илтӗнчӗ:
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Умра сарӑлса выртакан улӑхра, канӑҫлӑ йывӑҫ мӗлкисем айӗнче, нӳрӗ те сулхӑн.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Акӑ йывӑҫ тиенӗ ҫӗрте ӗҫлекенсем те курӑнаҫҫӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем часах икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт патне пырса тухрӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унтан урлӑ сакпа йывӑҫ кравать хушшинчи урай хӑми ҫине краҫҫын сапса ҫул турӗ, юмӑҫ ҫине те тӑкрӗ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗҫех пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫурт тӗлне ҫитсе, ҫенӗк алӑкӗ ҫумӗнчи шӑнкӑрав кнопки ҫине пусрӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӑҫал вӑл Элнет юханшыв тӑрӑх пиншер тӑваткал чалӑш йывӑҫ антарчӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫав вӑхӑтра вӑл йывӑҫ тӑрринче ҫӳҫне-пуҫне салатнӑ ар-ҫурисем ларнине курчӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вара урам урлӑ икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт ларнине аса илчӗ те ҫавӑнта чупрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сӗткен кӗнӗ йывӑҫ папкисем вӑрман кӗҫех ем-ешӗл тумпа пӗркенессе астутараҫҫӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эпир, ачасем, йывӑҫ кашӑксемпе тӗпӗртеттерме те пуҫларӑмӑр.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Эпир пурте пӗрле алла йывӑҫ кашӑк тытса сӗтел хушшине вырнаҫрӑмӑр.