Поиск
Шырав ĕçĕ:
Асӑннӑ вӑхӑтра вӑл хӗрӗх виҫҫӗре пулнӑ; сарлака хул-ҫурӑмлӑ та ҫӳллӗскер, вӑл, протодиакон евӗр, хулӑн баспа калаҫнӑ; унӑн пысӑк куҫӗсем тӗксӗм куҫхаршисем айӗн хӑюллӑн, ӑслӑн пӑхнӑ; унӑн йӗпкӗн хура сухалпа витӗннӗ, пиҫӗхнӗ сӑн-питӗнче, тата мӗнпур вӑйпиттиллӗ ӳт-пӗвӗнче вырӑсла сывлӑх, тӳрккес илем тӑртанса тӑнӑ; тикӗс те васкавсӑр уттинче — вӑл хӑйӗн вӑйне лайӑх ӑнкарса тӑни палӑрнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уйрӑммӑнах ҫурхи вӑхӑтсенче пӗтӗм ҫӗр ҫийӗ ытарайми илем пулса тӑнӑ чух, янкӑр уҫӑ ҫанталӑкран темскер ӳпкевлӗн те ачашшӑн вӗрсе тӑнӑ чух, Игнат сасартӑк улшӑнса кайнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав сад пӗтӗм яла илем кӳрсе ларать.
5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ӑна шлепке ҫине илем кӗртес тесе лартса яраҫҫӗ.
Чи пысӑк кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
— Кӳрӗр-ха телефон квитанцийӗ ҫине пӑхса илем.
Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Кӑмӑлу пур-и, сана илем? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл, кадетсене куҫ хӗскелесе илсе.Хочешь, тебя куплю? — спросил вдруг он, перемигиваясь с кадетами.
5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Татти-сыпписӗр чашлаттаракан ҫумӑрпа лӳшкеннӗ ӳсентӑран салху кӳрекен симӗс тӗслӗ, ватӑ ҫынна ашкӑнни е карчӑк хӑй кӑкарӗ ҫине роза чечекӗ тирни килӗшмен пек, ҫак тӗс те уйри калчасемпе тӗрлӗ курӑка пӗр илем те кӗртеймест.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
«Чимӗр-ха, Иван Иванович, пӑшал ырӑ ятлӑ япала, чи йӑпанмаллискер ӗнтӗ, пӳлӗмре ҫакӑнса тӑрсан та илем кӳрет…»
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Хули чанах та лайӑх ӗнтӗ: портиксем, базиликӑсем, форумсем, цирксем, катмар пысӑк амфитеатр (унӑн ишӗлчӗкӗ халь те пур), Италири чи илемле чиркӳсенчен пери, Аполлон чиркӗвӗ, — ҫаксем пурте хулана илем кӳрсе тӑраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Куратӑр-и — кантраран шарик ҫакӑнса тӑрать, ылтӑн… атя-ха татса илем терӗм те… пӑхсамӑр — мӗн пулса иртрӗ…— Видите — шарик висит на шнурке, думаю, — золотой, дай сорву, глядите, что получилось.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Хӑв кил ҫывхарах, эпӗ сана сӑмсунтан ярса илем… — терӗ Карло.— Сам подойди ближе, я тебя схвачу за нос!.. — сказал Карло.
Калаҫакан вут сыппине Джузеппе хӑйӗн тусне Карлона парнелет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Тӑн кӗртсе илем эпӗ ӑна, вӗҫкӗне!..
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ку сӑнар, ку манӑҫтарас тесессӗн те манӑҫӑнман илем, тахҫан-тахҫанах чӗре тӗлне вӑтӑрсан та вӑтӑрӑнмасла чиперленнӗскер, ялан-ялапах чӗрӗ, ялан-яланах сывӑ иккен, ялан-яланах кивелчӗксӗр.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Савса савни тунӑ сарӑ хӗр, Нина, сӑнарӗ, килӗштермен тӗсе тепӗр тӗс хутӑштарса темӗн чул урӑхлатас тесе тӑрмашсассӑн та, ҫук иккен, урӑхланмасть, тӗссӗрленмест иккен пӗрре вара вырнаҫнӑ чи-чи малтанхи илем.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗр, хуса ҫитсе, йӗкӗте кӗлтепе тепре сӳсе илем текенскер, шӑп ҫав тӗле ыткӑнса пычӗ те, Матви ҫӗр тӗпне анса кайнӑн лап ҫухалнӑран, чарӑнса, кӑн-кан пӑхкаларӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Кулянмасӑр, хӗрхенмесӗр Пӑхса тӑран ҫӗр ҫине, Ӗмӗр пыракан илем те, Чӑн телей те ҫук унта…
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗлле суту-илӳ начар, ҫавӑнпа та усламҫӑсен куҫӗсем сыхланчӑкӑн, ҫӑткӑнӑн, йӑлтӑртатса тӑни ҫук, ҫулла пулсан ҫавӑ вара вӗсене пӑртак илем парса чӗрӗлтерсе тӑрать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Ну-ка, пӑртак ҫывӑрса илем, — тетчӗ Яков, хӑй ларнӑ ҫӗртех ҫурӑмӗ ҫинелле кайса выртса, пӗр минутран вара ерипен сӑмсипеле шӑхӑртма тытӑнатчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана ҫӗрлехи илем макӑрас патне ҫитмеллех тенӗ пек хумхантарать, ҫав баржа хумхантарать — вӑл тупӑк пек туйӑнать тата сарӑлса кайнӑ шыв ҫинчи ирӗклӗхре, ӑшӑ каҫӑн шухӑша ертекен шӑплӑхӗнче вӑл пит те ытлашши пек туйӑнать.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑҫталла ан пӑх — пур ҫӗрте те илем, пур ҫӗрте те куҫа илӗртекен сӑнсем!
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.