Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хӑнасем (тĕпĕ: хӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен хӑнасем кил хуҫисене типпӗн тав турӗҫ те сывпуллашса ҫумӑр айӗн тӗттӗмелле кайса ҫухалчӗҫ.

А потом гости сухо поблагодарили хозяев, попрощались и исчезли в темноте и дожде.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл ӑна хӑнасем тухса кайнӑ хыҫҫӑн апат-ҫимӗҫ юлашки килсе пама шантарчӗ.

Он пообещал принести ему на ужин остатки угощения.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑнасем килсен вӗсене ҫитерме ҫителӗклӗ пултӑр тесе Эмиль амӑшӗ темӗн те хатӗрлет, ашшӗ чарма хӑтланнине те пӑхса тӑмасть.

Мама Эмиля приготовила ровно столько блюд, сколько обычно готовила, когда звала гостей, хотя папа Эмиля и пытался её остановить.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑнасем сӗтел хушшинчен тухсан пастор кухньӑна Крюсе-Майӑна йӑпатма кайрӗ.

Когда гости встали из-за стола, пастор пошёл на кухню, чтобы утешить Крёсе-Майю.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑнасем кофе ӗҫнӗ вӑхӑтра вӑл пачах та пырса курӑнмарӗ.

И всё время, пока гости пили кофе, он не появлялся.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӗсем патне вара паян хӑнасем килмелле.

А у них, как назло, сегодня гости.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑнасем килеҫҫӗ вӗт-ха пирӗн пата.

А тут, как назло, гости.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Командирша кашкӑр шӑтӑкне анса кайнӑ самантра Катхультри уяв вӗҫленсе пычӗ, шавлӑ хӑнасем картишне сиксе тухрӗҫ те приюта таврӑнма тесе ҫуна ҫине вырнаҫма пуҫларӗҫ.

Как раз в тот момент, когда Командирша рухнула в волчью яму, праздник на хуторе Катхульт подошёл к концу, гости с весёлым гомоном высыпали на двор и стали рассаживаться в санях, чтобы ехать домой, в приют.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑнасем сасартӑках ҫав тери ывӑнса кайрӗҫ, вӗсен вырӑнтан хускалма та вӑй ҫук.

Гости вдруг почувствовали себя такими усталыми, что просто не в силах были пошевелиться.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑнасем ҫисе яманни те сӗтел ҫинчен хӑвӑрт ҫухалса карчӑксемпе стариксен хутаҫӗсемпе кӗсйисене лекет.

Даже то, что не съедали, всё равно исчезало в карманах и мешках.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ыран пирӗн пата Ингаторпран хӑнасем килеҫҫӗ вӗт!

Подумай, ведь завтра к нам приедут гости из Ингаторпа!

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл сасартӑк ыран хӑйсем патне Ингаторп хуторӗнчен хӑнасем килессине аса илчӗ.

Она вдруг вспомнила, что завтра к ним должны приехать гости с хутора Ингаторп!

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл ҫавӑн пек каланӑ хыҫҫӑн кӑна хӑнасем хаваслӑн хӑналанма пуҫлаҫҫӗ.

И только тогда они приступают к еде, но, уж поверь, дружно.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Ҫапла-и, паян Скорпхультра хӑнасем пуҫтарӑннӑ-и?

— Как, сегодня в Скорпхульте гости?

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Утмӑл ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн эпӗ авланасси ҫинчен ӗмӗтленме пӑрахӑттӑм, анчах ҫапах та хӑнасем чӗнсе типтерлӗ пурӑннӑ пулӑттӑм.

После шестидесяти лет я перестал бы мечтать о женитьбе; оставаясь бережливым, я бы жил открыто и был гостеприимен.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Апатланнӑ хыҫрӑн манӑн хӑнасем тухса кайрӗҫ, анчах король хушнипе, ман пата хӑмпӑпа ҫапакан тарҫипе пӗрле ҫӗнӗ ҫын пырса кӗчӗ.

После обеда мои сотрапезники удалились, и ко мне по приказанию короля в сопровождении хлопальщика прибыло новое лицо.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Малтанлӑха аптраса ӳкнӗ хӑнасем кӑшт тӑхтарахпа вӗсен уявне лаша та килнӗшӗн савӑнса та кайрӗҫ.

Но, оправившись от первого шока, гости очень обрадовались, что на пир пришла лошадь.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Бургомистр патӗнчи хӑнасем те тӗлӗнсех кайрӗҫ, анчах та вӗсенчен те ытларах кил хуҫи хӑй тӗлӗнчӗ.

Так повели себя гости и на пиру у бургомистра, но больше всех был поражён сам хозяин.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Курнӑ пулсан, пӗлетӗн, кун пек чухне хӑнасем хӑйсен ӗмӗрӗнче нихӑҫан та лаша курман пек ахлатаҫҫӗ.

Если доводилось, то ты знаешь, что гости в таких случаях так и ахают, будто они никогда в жизни не видели лошади.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Паян атте аллӑ ҫул тултарчӗ, ҫавна май пирӗн пата хӑнасем килеҫҫӗ.

— Сегодня папе исполнилось пятьдесят лет, и у нас будут гости.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней