Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳртре сӗтел ҫийӗнче Пӑтӑ пӑсне кӑларать: Ҫӗнӗ кӗрӳ Тӑхтаман Хӑнасене ӑсатать.
Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Хура пӳртре Нарспинне Питне-куҫне ҫӑваҫҫӗ, Татах пӗркенчӗк айне Чаршав хыҫне лартаҫҫӗ.
Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Стариккипе карчӑкки Хура пӳртре вӑрҫаҫҫӗ.
Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Хура пӳртре шӑпӑрҫӑ Ларать шӑпӑр тӳрлетсе, Ялти ҫамрӑк каччӑсен Ури каять ҫӗкленсе.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Пӳртре ватӑ карчӑкӗ Вӑрҫса ҫӳрет ахалех.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Амӑшӗпе ҫак пӳртре Сетнер ача пурӑнать.
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Таса, типтерлӗ ӑш пӳртре Иртен-ҫӳренӗ выртнӑ, каннӑ, Лаши те тӑнӑ хӳтӗре.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Арифулла ҫывӑхӗнчех пӗр чӗкеҫ хӳрипе ҫапса хӑварас пек вӗҫсе иртрӗ, ҫӑвӑннӑ хушӑра уҫӑ кантӑк патне ҫерҫи ларса каччӑран йӗкӗлтенӗ евӗр нумайччен чевӗлтетрӗ, анчах, пӳртре кушак пуррине туйсан, вӑл та пӑр-р ҫеҫ вӗҫсе кайрӗ.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халӗ те ак ни ыйӑх килмест, ни урама туртмасть, ҫав вӑхӑтрах пӳртре те тем ҫитмен пек.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫапах та Левентее пӳртре тӑвар, пулӗмсенче ӑна сывлӑш ҫитмест.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Йӗрке пулать-и вӑл, ку таранччен путексене хӗлӗпе пӳртре тытатпӑр, нумайӑшӗсем пӳрте ӗне кӗртеҫҫӗ, колхозсем тӑвичченхи пекех.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗттӗм пулса ҫитсен, пӳртре электричество ҫутти ҫутӑлса кайсан, Кӗтернен сарлака сӗтелӗ йӗри-тавра ҫемьери ҫынсемпе хӑнасем ларса тухрӗҫ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ашшӗпе амӑшӗ, пысӑк ҫемйипе шуйӑхса, пӳртре корзинка аватчӗҫ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Марине алӑка уҫрӗ те пӳртре хӑйӗн аслӑ ывӑлӗпе Сехре ҫӑпата хуҫса ларнине курчӗ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑнах, мӗн пӑчӑхса ларатпӑр эпир пӳртре?
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл килне ҫитсен те пӳртре ларса тӑраймарӗ, ҫуркунне ӑна урамаллах хӑваларӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫынсем тухса кайсан та вӑл часах лӑпланаймарӗ, текех пӳртре кускаласа ҫӳрерӗ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӳртре сывламалла мар пӑчӑ.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӳртре вӑл чи малтан патак ҫине таянса ӳсӗркелесе тӑракан Назиб пиччене курчӗ, унтан тин Зейнаба, Фатимана, Садыкова палласа илчӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӳртре никам та пӗр сӑмах чӗнмерӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.