Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Эсӗ йӗркесӗр ҫынсем мӗнле асапланасса урӑх пӗлме ан тӑрӑш, тӳрӗ ҫынсем мӗнле ҫӑлӑннине тӗпче: ҫак тӗнче — вӗсенӗн, ҫак тӗнчене вӗсемшӗн тунӑ, терӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Ҫавӑнпа халӗ Манӑн сутӑм ҫывӑхарса килет, — 62. ун ҫинчен Эпӗ пурне те пӗлтермен, сана та, сан евӗрлисене ҫеҫ, сахал ҫынна, каланӑ, терӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗр ҫине нумай тӗрлӗ вӑрлӑх акать те, анчах мӗн акнийӗ кайран пӗтӗмпех сыхланса юлаймасть, нумай тӗрлӗ ӳсентӑран лартсан та, мӗн лартни пӗтӗмпех тымарланаймасть, ҫавӑн пек ку тӗнчене ҫуралнисем те пуртех ҫӑлӑнаймӗҫ, терӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Нумайӑшне пултарнӑ, анчах сахалӑшӗ ҫӑлӑнӗ, терӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Анчах вӗсем ӑна ӗненмен, ун хыҫҫӑн килнӗ пророксене те, Мана та ӗненмен, 61. Эпӗ вӗсене: «эсир пӗтнишӗн хуйхӑрни пулмӗ, ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлесе хунӑ ҫынсемшӗн савӑнни пулӗ» тесе каланӑ, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ун чухне никам та пӗтнӗскере ҫӑлаймӗ, ҫӗнтерсе тухнӑскере пӗтереймӗ, терӗ.115. Тогда никто не возможет спасти погибшего, ни погубить победившего.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗншӗн чирлеме, ҫывӑрма, апат ҫиме, эмелленме ашшӗ ывӑлне хушаймасть, ывӑлӗ — ашшӗне, хуҫи — чурине, юлташӗ хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннине хушаймасть, 105. ҫавӑн пек чухне никам та нихӑҫан та тепришӗн ыйтаймасть-тӑрӑшаймасть, кашнийӗ хӑйӗн тӗрӗслӗхне е тӗрӗсмарлӑхне илсе килет, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
101. Вӑл мана каларӗ: малтан каланине ҫичӗ кун хушшинче курмашкӑн вӗсем ҫичӗ кун ирӗклӗ пулӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсен вырӑнне пуҫтарӑнӗҫ, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
74. Чӑнах та, тӗнчере пурӑнакансен тӗлӗшпе Ҫӳлти Турӑ мӗн вӑхӑтчен вӑрах тӳсӗмлӗ пулчӗ, ҫакна вӗсемшӗн мар, Хӑй малтанах палӑртса хунӑ вӑхӑт пурӑнӑҫлантӑр тесе турӗ, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ вӗсем хыпса илчӗҫ, ҫунчӗҫ те сӳнчӗҫ, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эсӗ сӑваплисем нумай мар, сахал, йӗркесӗр ҫынсем вара нумаййӑн терӗн, ун пирки ӗнтӗ акӑ ҫакна итле: 52. санӑн хаклӑ чул питех те сахал пулсассӑн, эсӗ ӑна нумайрах тӑвассишӗн унӑн шутне тӑхлан тата тӑм хушмастӑн-ҫке; тӑхланпа тӑм шутсӑр нумай, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Унтан тавӑру ҫитӗ: ырӑ ӗҫсемшӗн те, усал ӗҫсемшӗн те тивӗҫлипе тавӑрса парӗҫ, терӗ Вӑл.35. Затем последует дело, откроется воздаяние, восстанет правда, перестанет господствовать неправда.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мӗншӗн санӑн чӗрӳ пулассине хапӑл тумарӗ, паян пуррине хапӑл турӗ? терӗ Вӑл.16. Зачем не принял ты в сердце твоем того, что будущее, а принял то, что в настоящем?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эхер те ҫак хулана ҫынна еткерлӗхе парас пулсассӑн, эхер те ҫынни ҫулӗ ҫинчи хӑрушлӑхсенчен нихӑҫан та иртеймест пулсассӑн, хӑйӗн еткерлӗхне мӗнле илейӗ-ха вӑл? терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ ҫак сӑмахсене калама чарӑнсассӑн, ман патӑма, малтанхи каҫсенчи пекех, ятарласа янӑ Ангел килчӗ, 2. каларӗ вӑл: Ездра, тӑр та эпӗ сана калама килнӗ сӑмаха итле, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫавӑнпа Вӑл мана ҫакна пӗтӗмпех сана кӑтартма тата «ӗненсе пурӑн, ан хӑра» тесе калама ячӗ; 34. малтанхи вӑхӑтпа ҫыхӑнтарса ниме тӑманни ҫинчен шухӑшлама ан васка, ҫапла санӑн юлашки вӑхӑт ҫинчен ҫавӑн пекех васкаса шухӑшламалла ан пултӑр, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем Эпӗ Хам патӑма илнӗ ҫынсене, хӑйсем ҫуралнӑранпа вилӗме пӗлменнисене, курӗҫ, вара пурӑнакансен чӗри улӑшӑнӗ те, вӗсен туйӑмӗсем урӑхланӗҫ: 27. ӗнтӗ усаллӑх пӗтӗ, ултав ҫухалӗ; 28. ӗненӳ чечекленсе ҫӗкленӗ, аскӑнлӑха ҫӗнтерӗҫ, нумай вӑхӑт хушши ҫимӗҫ кӳмесӗр тӑнӑ чӑнлӑх ҫитӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл каланӑ чухне эсӗ тӑракан вырӑн вӑйлӑ чӗтренме пуҫласассӑн, эсӗ ан сехӗрлен; сӑмах ӗнтӗ — тӗнче пӗтесси ҫинчен, ҫӗр никӗсӗ ҫакна ӑнланӗ, 16. сӑмах хӑй ҫинчен пынине пӗлсен, ҫӗр чӗтренӗ, силленӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр никӗсӗ ӗмӗр вӗҫӗнче улӑшӑнать, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ездра, Манран урӑххи ҫинчен ан ыйт, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Вӑл мана каларӗ: ҫӗр чӑмӑрне пултаричченех, тӗнче чиккине палӑртичченех, ҫилсем вӗрме пуҫличченех, 2. аслати сасси илтӗничченех, ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫличченех, рай никӗсӗ ҫирӗпленичченех, 3. хӳхӗм чечексем курӑничченех, ҫӑлтӑрсенӗн ҫулне йӗркелекен вӑйсем ҫирӗпленичченех, ангелсен имсӗр-сумсӑр ҫарӗсем пуҫтарӑничченех, 4. ҫӳллӗ тӳпене пултаричченех, тӳпепе ҫӗр чиккине палӑртичченех, Сион никӗсне ҫирӗплетичченех, 5. ҫак ӗмӗр пуҫланса кайичченех, ҫылӑхлисен усал шухӑшӗсене уйӑрса иличченех, ӗненӗве чи хаклӑ мула упранӑ пек тытса тӑракансем ҫине пичет пусичченех 6. Эпӗ пултарма шухӑшларӑм та — пурне те никам урлӑ та мар, пӗр Эпӗ Хам пултартӑм; ҫавӑн пекех вӗҫӗ те никамран та мар, Манранах пулӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.