Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кутӑн старик, — шухӑшларӗ Лена.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик, Федьӑна вӑратас тесе, сак патнелле ыткӑнчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик, салтӑнса кайнӑ кутамккаран темӗн шапӑртатса тӑкӑннине илтрӗ.И тут старик услышал, как из развязавшегося мешка на пол что-то посыпалось.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик кула-кула пӳрчӗ еннелле утрӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик Федьӑран темиҫе хутчен те унӑн мӗн те пулин ыратмасть-и, тесе ыйтса пӗлчӗ.И старик в который раз спрашивал Федю, не болит ли у него где.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑрахпа старик, хӑй ача-пӑчалла хӑтланнӑшӑн вӑтанса кулса ячӗ, Федьӑна хӑй патнелле туртса ыталаса илчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Чухлатӑп, шӑпчӑкӑм, чухлатӑп! — Захар, хӑй ҫитмӗл ҫула ҫитнине манса, шӑпчӑк сассине хирӗҫ тӑмана пек кӑшкӑрса ячӗ, Федя каҫхи кайӑк сассине пачӗ, старик саркайӑк пек ҫинҫен те ачашшӑн шӑхӑрчӗ, ача куккук пек авӑтса илчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик пичӗ ҫинче хӗвел шевли вылянӑ пек пулчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик, выртма кӗрекенсемпе пӗрле каҫхи апата ларма хирӗҫсех кайман, лешсем тухса кайсан, сӗтел ҫинче час-часах консерва банки, колбаса татӑкӗ, пуҫламан ҫӑкӑр та тупӑннӑ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик хӑй патне кӗрсе тухнӑшӑн никамран та укҫа илмен, аллине лӳчӗркенсе пӗтнӗ хут укҫа тавраш тыттарса хӑварас-мӗн пулсан, вӑл ҫав тери тарӑхнӑ, лавҫӑсемпе шоферсене ятланӑ та:
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька хӑяр ҫинчен, кантӑксем ҫинчен нимӗн пӗлмен-илтмен пулин те, старик тинкерсе пӑхнине тӳсеймесӗр аяккалла пӑрӑнчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ман пекки пӗр-икӗ старик те тепӗр хӑлхасӑр Манефа карчӑк ҫеҫ вӗт сан.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ку тӗрӗс, — килӗшрӗ старик, — эпӗ те каларӑм ҫав.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗрсем питӗ тӑрӑшаҫҫӗ, итлекенскерсем вӗсем, ҫавӑн пирки старик вӗсенчен уйрӑлма та пӗлмерӗ.Девушки оказались старательными и послушными помощницами, и старик очень привязался к ним.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик килӗшмерӗ, вӑл сӑнав туса пымалли участокра ӗҫлеме пулчӗ.Старик отказался и вызвался поработать на запущенном опытном участке.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑн та, кӑшт тӑрсанах конторӑна ҫӳлӗ, ырхан старик туйине ҫиллес шаклаттаркаласа кӗрсе тӑчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эй, старик!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑхта, Андрей! — кӑшкӑрса янӑ старик.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах Андрюшӑн мӗншӗн Петербурга каймаллине, мӗншӗн унӑн имение йӗркелесе тӑма пулӑшма Верхлевӑра юлмалла маррине старик шутласа тӑман; вӑл ҫакна ҫеҫ астунӑ: вӗренсе пӗтерсен, ашшӗ ӑна та килӗнчен кӑларса янӑччӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Князьпа княгиня хӑйсен ҫемйипе килеҫҫӗ; князь кӑвак ҫӳҫлӗ старик, пергамент евӗрлӗ сарӑхнӑ питлӗ, тӗксӗм те чармак куҫлӑ, сарлака кукша ҫамкаллӑ, виҫӗ ҫӑлтӑрпа, ылтӑн табакеркӑпа, яхонт тыткӑчлӑ туяпа, бархат атӑпа; княгиня — сӑнӗпе те, пӗвӗпе те чипер хӗрарӑм, унӑн пилӗк ача пулин те, ун патне нихҫан та, никам та, князь хӑй те, ҫывӑхне пыман, ӑна ыталаса чуптуман пек туйӑнать.