Поиск
Шырав ĕçĕ:
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак вырӑна хӗн-хур ярӑп та, ун ҫинчен илтекенӗн хӑлхи янӑраса кайӗ, 4. Мана пӑрахнӑшӑн, ҫак вырӑна ирсӗрлетнӗшӗн, унта хӑйсем те, вӗсенӗн ашшӗсем те, Иудея патшисем те пӗлмен ют турӑсене тӗтӗрнӗшӗн, ҫак вырӑна айӑпсӑррисен юнӗ ӑшне путарнӑшӑн 5. тата хӑйсен ывӑлӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ваала парне кӳмешкӗн Ваал тӳпемӗсем тунӑшӑн, — ҫакӑн пек тума Эпӗ хушман та, каламан та, ку Манӑн шухӑшӑмра та пулман, — 6. шӑпах ҫавӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗр малашне Тофет ятлӑ мар, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ ятлӑ мар, Вилӗм айлӑмӗ ятлӑ пулас кунсем ҫитеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тупа тунине вырӑна килтертӗм — вӗсене сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗр патӑм.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Акӑ ӗнтӗ ҫак вырӑна текех Тофет тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ тесе каламӗҫ, ӑна Вилӗм айлӑмӗ тесе каламалли кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вырӑн ҫитменнипе Тофетра ҫын пытарма пуҫлӗҫ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн ҫиллӗм, Манӑн хаярлӑхӑм ҫак вырӑна, ҫынсемпе выльӑх ҫине, хирти йывӑҫсемпе ҫӗр ҫимӗҫӗсем ҫине ӳксе хыпса илӗ те пӗр сӳнмесӗр ҫунса тӑрӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир халӗ те ҫав ӗҫсенех тӑватӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире ҫакӑн ҫинчен ҫине-ҫинех каларӑм, анчах эсир итлемерӗр, чӗнтӗм сире — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр, 14. ҫавӑнпа Эпӗ Ман ятӑмпа хисепленекен, эсир шанса тӑракан ҫакӑ Ҫурта та, сире тата сирӗн аҫӑрсене панӑ вырӑна та Силома мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Силома — унччен Эпӗ Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе кӑтартнӑ вырӑна — кайса пӑхӑр-ха, Израиль халӑхӗн усал ӗҫӗшӗн Эпӗ ӑна мӗн тунине курӑр-ха.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пурте пухӑнӑр та итлӗр: вӗсем хушшинче ҫакна кам малтанах пӗлтерсе хунӑ? Ҫӳлхуҫа кӑмӑлланӑ ӑна, вӑл вара Вавилон тӗлӗшӗнчен Унӑн ирӗкне вырӑна килтерӗ, Унӑн хӑватне халдейсем ҫинче кӑтартӗ.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сана тӳлесе илнӗ, сана аннӳ варӗнчех калӑпланӑ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ мӗн пуррине пултарнӑ, тӳпене пӗчченех карса хунӑ, ҫӗре Хамӑн вӑйӑм-хӑватӑмпа сарса тухнӑ, 25. Эпӗ — суя пророксен паллисене ӑҫтиҫук тӑвакан, асамҫӑсем ӑссӑррине кӑтартакан, ӑсчахсене каялла хӑвалакан, вӗсен пӗлӗвне ухмахлӑха ҫавӑракан, 26. Хӑй чурийӗн сӑмахне ҫирӗплетекен, Хӑй хыпарҫисен сӑмахне пурӑнӑҫа кӗртекен, Иерусалима: «сан хутлӑхунта пурӑнма пуҫлӗҫ», Иуда хулисене: «сире ҫӗнӗрен туса лартӗҫ, ишӗлнисене Эпӗ юсаса ҫӗнетӗп» теекенӗ, 27. тӗпсӗр авӑра: «типсе лар!» теекенӗ, «санӑн юханшывусене типӗтсе лартӑп» теекенӗ; 28. Кир пирки: «вӑл — Манӑн кӗтӳҫӗм, вӑл Манӑн ирӗкӗме пӗтӗмпе вырӑна килтерӗ, вӑл Иерусалима: «сана ҫӗнӗрен туса лартӗҫ!» тейӗ, Турӑ Ҫуртне: «санӑн никӗсне ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗҫ» тейӗ» теекенӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫук; ӑна ҫемҫетсе тикӗслетсессӗн вӑл пӑрӑҫ йышши курӑк акать е энӗс сапса хӑварать, е юнашарах ярӑмӑн-ярӑмӑн тулӑ сапалать, палӑртнӑ вырӑна урпа, унпа юнашар пӑри акать.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара сута виҫев пулма, чӑнлӑха тараса пулма лартӑп; суя хӳтлӗхне пӑр ҫапса аркатӗ, пытанса лармалли вырӑна шыв путарӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун чухне тӗреклӗ те патвар халӑхран, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑхран, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑхран Саваоф Ҫӳлхуҫана Сион тӑвӗ ҫине, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен вырӑна, парне кӳрӗҫ.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑхсем вӗсене хӑйсем пурӑннӑ вырӑна каялла илсе килӗҫ, Израиль килӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗ ҫинче хӑй валли арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем тӑвӗ, хӑйне тыткӑна илсе кайнисенех тыткӑна илӗ, хӑйне хӗсӗрлесе пурӑннийӗсен хуҫи пулса тӑрӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ах, ҫылӑхлӑ халӑх, йӗркесӗр ӗҫсем айне пулнӑ халӑх, усал ҫынсен йӑхӗ, ҫынвӗлерен ывӑлсем! Ҫӳлхуҫаран сивӗнчӗҫ, Израиль Святойне вырӑна хумарӗҫ — каялла ҫаврӑнчӗҫ, тет.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пурте вӗсем хӑйсен аллине шанаҫҫӗ, харпӑр хӑй ӗҫӗнче ӑста вӗсем; 37. вӗсемсӗр хула та лартас ҫук, вӗсем урӑх вырӑна, унта-кунта куҫса ҫӳрес ҫук; 38. ҫапах та ҫав ҫынсемпе канашланмаҫҫӗ, вӗсем пухура та чыслӑ вырӑн йышӑнмаҫҫӗ, тӳре вырӑнӗнче лармаҫҫӗ вӗсем, сут ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ, вӗрентсе те каламаҫҫӗ, хурламаҫҫӗ те; 39. вӗсем пурӑнан пурӑнӑҫра мӗн кирлине туса тӑраҫҫӗ, кӗлтӑвасса та вӗсем хӑйсен ӗҫӗ валли ӑнӑҫлӑх ыйтса кӗлтӑваҫҫӗ.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвна шанса тӑракансене ырӑлӑх пар, Санӑн пророкусем калани вырӑна килтӗр.17. Даруй награду надеющимся на Тебя, и да веруют пророкам Твоим.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗҫке кӑмӑллакан ҫын нихӑҫан та пуяс ҫук, сахала вырӑна хуман ҫын сахаллӑн-сахаллӑнах ҫука ерет.
Сир 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вырӑнтан вырӑна чул куҫаракан пилӗкне хуҫма пултарать, вутӑ ҫуракан вутӑранах инкек курма пултарать.
Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ вара ҫапла каларӑм: ӑслӑлӑх — вӑйран лайӑхрах, ҫапах та чухӑн ҫыннӑн ӑслӑлӑхне вырӑна хумаҫҫӗ, унӑн сӑмахне итлемеҫҫӗ.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пурте пӗр вырӑна каять: пурте тӑпраран пулнӑ, пурте каллех тӑпра пулать.20. Все идет в одно место: все произошло из праха и все возвратится в прах.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сӑмаха вырӑна хуман ҫын хӑйне сиен кӳрет; ӳкӗтрен хӑраса тӑракана сӑвап пулать.13. Кто пренебрегает словом, тот причиняет вред себе; а кто боится заповеди, тому воздается.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.