Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлеме (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Яланах хамӑрпа пӗрле – вӗсене ӗҫлеме, пурӑнма вӗрентмелле-ҫке. Ванюш акӑ, манпа пӗрле мотоблокпа ҫӳрет. Пӗччӗккӗн вӗренсе пыраҫҫӗ. Мунча кӗрес йӗркене хӑнӑхса ҫитрӗҫ, апатланнӑ хыҫҫӑн кашни хӑйӗн чашӑк-тирӗкне ҫӑвать», – каласа парать кил хуҫи Вячеслав Васильевич.

Помоги переводом

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче транспорт тата ял хуҫалӑх машиностроенийӗн инжиниринг центрӗ пуласса пӗлтерчӗ, вӑл ӗҫлеме пуҫласассӑн чикӗ леш енче туса кӑларнӑ хатӗр-хӗтӗрпе сахалрах усӑ курма май пулӗ.

Помоги переводом

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, республикӑра ҫӗнӗ шкулсем тумалли программа ӗҫлеме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Чӑвашсем пур ҫӗрте те ӗҫчен, ӗҫлеме те савӑнма та пултараҫҫӗ – питӗ кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

«Выльӑхсемпе ӗҫлеме юрататӑп. Ҫав вӑхӑтрах ӗне сӑватӑп, ҫавӑнтах кушака пуҫӗнчен ачашласа сӗт ярса паратӑп», – чӗлхесӗр янаварсем патне мӗнле туйӑмсен пулнине сӑмахпа ӑнлантарать доярка.

Помоги переводом

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Анастасия, паллах, ку ӗҫе амӑшӗ хистенипе кӑна суйламан, выльӑх-чӗрлӗхе юратман, шалти чун туртӑмӗ пулман тӑк дояркӑна ӗҫлеме каяс ҫукчӗ.

Помоги переводом

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Кӑткӑс самантсене парӑнтарса пырса сисмен те дояркӑра ӗҫлеме пуҫлани 3 ҫул иртсе те кайнӑ.

Помоги переводом

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Журналистсем меллӗ самантпа усӑ курса Алена Аршинова аслӑ шкул пӗтерекен ҫамрӑксене направленипе ӗҫлеме ярасси, куҫӑн мар майпа вӗрентессине пӑрахӑҫлама планлани, хӗрсемпе каччӑсем пӗчӗк хуласенчен пысӑккисене кайма ӑнтӑлни, ҫӗршывра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхӗ тата ытти пирки мӗн шухӑшланине ыйтса пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Парламентари ку проектпа ӗҫлеме пуҫличчен Чӑваш Енре хӑйӗн патне йышӑнӑва асӑннӑ конфликтсене хутшӑннӑ арҫын пынине, пулӑшу ыйтнине каласа кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Музыкантра ӗҫлеме тытӑнсан садикри шӑпӑрлансене тӑван чӗлхене, культурӑна хаклама хӑнӑхтармаллине лайӑх ӑнланаттӑм.

Когда начала в садике работать музыкантом, хорошо поняла важность приобщения малышей к родному языку, культуре.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ирина Владимировна 2004 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ та тӑван тӑрӑхне ӗҫлеме таврӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах неврологи енӗпе интернатурӑра ӑсталӑха туптанӑ.

Помоги переводом

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вӑл — района «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑк 27 специалистран пӗри.

Помоги переводом

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Валерий Николаевич Мускава ӗҫлеме ҫӳренӗрен, килте час-час пулманран, ачасем унсӑр тунсӑхлаҫҫӗ, ӑна пурте кӗтеҫҫӗ.

Из-за того, что Валерий Николаевич работает в Москве, и в доме бывает редко, дети скучают по нему, все его ждут.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

24 ҫулхи Дмитрий строительство техникумне вӗренсе пӗтернӗ, Мускав хулине ӗҫлеме ҫӳрет, авланма хатӗрленет.

24-летний Дмитрий окончил строительный техникум, работает в городе Москве, собирается жениться.

Ҫемье ӑшши пурне те ҫитет // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Ачам-пӑчам уссине курмалӑхне пар, канӑҫу пар, килӗшӳ пар, юсми-юлми пил пар! Ӗҫлеме ӗҫ пар, ҫиме ҫӑкӑр пар, кунлама кун пар, ӗмӗрлеме сывлӑх пар, юсми-юлми пил пар!

Дай возможность видеть пользу от детей, дай спокойствия, дай согласия, дай неиссякаемого благословения! Дай работу для работы, дай хлеба, чтобы есть, дай день для дневания, дай здоровья для житья, дай неиссякаемого благословения!

Кил пуҫӗн кӗлли (2) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13 с.

Эсир тӳрех тухтӑрсене айӑпласшӑн, вӗсем мӗнле условисенче ӗҫлеме тивнине никам та ӑнланасшӑн мар.

Вы сразу обвиняете врачей, в каких условиях они работают, никто не хочет понять.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Йӗпреҫ халӑхӗпе ӗҫлеме ахаль те йывӑр, ҫакна районтан кайнӑ ӗҫтешсем те палӑртаҫҫӗ.

С людьми из Ибресинского района и так трудно работать, это могут подтвердить мои коллеги, которые уволились.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Качча килсенех асӑрхарӑм: ку ялта ӑмсанакан, ӗҫлеме юратман ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

После замужества заметила: в этой деревне живут завистливые, ленивые люди.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Пултаруллӑ яш-каччӑна факультет ертӳҫисем асӑрханӑ, В.Павлова институтра ӗҫлеме сӗннӗ.

Способного юношу заметили руководители факультета, предложили В.Павлову работать в институте.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Вӑл Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсем хушшинчи инвестици илӗртӳлӗхӗн рейтингӗнче 9-мӗш вырӑнтан 6-мӗш вырӑна хӑпарнине, ҫак кӑтартушӑн мӑнаҫланнине, пуласлӑхра ӑҫта тата камсем патне талпӑнмаллине пӗлнине, ҫынсен, ҫав шутран ҫамрӑксен, чун-чӗринче тухӑҫлӑ ӗҫлеме хистекен хӑват пуррине палӑртнӑ.

Он подметил, что Чувашская Республика среди регионов России по инвестиционной привлекательности с 9-го места поднялся на 6-е место, что он гордится этим показателем, что знает в будущем к чему и к кому стремится, у людей, в том числе и у молодых есть стимул работать эффективно.

Чӑваш Ен - ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫламалли вырӑн // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней