Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫук, манран хула майри пуласси пулмасть.
Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Хула майри пулса кайрӑн та, ӑҫта унта пирӗн ҫинчен аса илсе пурӑнма?
Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Амӑшӗ пӑшӑрханнӑ, Наткӑна иртерех таврӑнма хытӑ тархасланӑ, Натка кайма килӗшсен ӑна та ҫемйипе пӗрлех ярасси ҫинчен ашшӗ хула комитетӗнче калаҫса татӑлни ҫинчен пӗлтернӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Вӗсем ҫыран хӗррине кайрӗҫ те ту ҫинчен йӑтӑнса аннӑ калама ҫук пысӑк чулсенчен пулса ларнӑ чул хула ҫине пырса тӗкӗнчӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Пропуск илсе, Взрывселпромӑн пичетлесе хупса лартнӑ склачӗсене уҫтарма нумайччен телефонпа шанкӑртаттарма тивнӗ, райком секретарӗпе хула коменданчӗн те ку ӗҫе хутшӑнмалла пулнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Трамвайӗсем таҫти инҫетри паллӑ мар хула хӗррисене Дангауеровкӑна, Дорогомиловкӑна, Сокольникине, Туфелев рашчи, Марйина рашчи патнелле тата таҫталла та каякан хӑйсен ҫыхланса пӗтнӗ паллӑ мар ҫулӗсемпе киле-киле пӗрлешеҫҫӗ те, каллех уйрӑла-уйрӑла каяҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Хула комитетӗнче те «ыран» терӗҫ, анне те сасартӑк «ыран кайӑн-ҫке» тесе тархаслама тытӑнчӗ.То в горкоме сказали: «завтра», то вдруг мать попросила: «завтра».
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Хамӑр кӑна мар хула ҫыннисене те ҫӑкӑр ҫитеретпӗр, аш-пӑшпа тивӗҫтеретпӗр.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Машина хӑвӑрт чупрӗ хула урамӗсемпе.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Халь хула хӗрринчи хурӑнсен ращине каятпӑр, — пӗлтерчӗ Арсен Ваганович.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Водителсем ҫӑвар туллин хула влаҫне вӑрҫаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Хӑшӗсем вӗренме, хӑшӗсем ӗҫлеме, теприсем хула культурипе паллашма килнӗ пуль, — тавӑрать Ҫинук.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Малтанах хула мана чул михӗ пек туйӑнчӗ, — тет Кавӗрле.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Хула пурнӑҫне те ҫамрӑксем майӗпен хӑнӑхса пычӗҫ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Апатланнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксем хула курма тухса кайрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Каҫпа хула курса ҫӳрӗпӗр.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӗсем Мӗтри пиччӗшсем патне хула илемне пӑхса-сӑнаса ҫуранах ҫитрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫинук пиччӗшӗ хула варринерехех пурӑнать, вӑл ӑшшӑн кӗтсе илчӗ хӑнасене: ашшӗне ыталаса чуп турӗ, Ҫинука ытамне илсех чӑмӑртарӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Пысӑк хула, ҫын ытла йышли ӑна тем пекех тӗлӗнтерчӗ, ҫак катмар ҫуртсен хушшинче аташса каясрн хӑраса пычӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Ял ачисене, паллах, малтанах хула пурнӑҫне хӑнӑхма ансатах пулмӗ, — кӗрет калаҫӑва Кавӗрле.