Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ҫурхи кун районран килекен ҫулпала ял еннелле икӗ хӗрача ҫумма-ҫуммӑн утрӗҫ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсенчен кашни, аллипе ҫӗлӗк-картус айне тытса, ҫурхи ӑшӑ сывлӑшпа йӑсӑрланакан хирелле тинкерет.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем, ҫурхи ҫанталӑкпа савӑнса, ытлашши калаҫмасӑр уй-хире сӑнаҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Урам ҫурхи тӗттӗм каҫ чатӑрне тата хытӑрах туртса пӗркенсе, шӑпах пулчӗ.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫурхи ҫанталӑкран-и, е ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑран вӑл хӑйне хаваслӑ тытрӗ.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тупатӑр, чун вӑл ҫурхи ҫеҫпӗл пекех.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Чечек вӗт вӑл, ҫурхи чечек! — тет Ятман.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫурхи ӗҫсем пуҫланман-ха, анчах предприятинче алӑ усса лармаҫҫӗ.
Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat
«Хальлӗхе эпир ҫурхи сортсемпе кӑна ӗҫлетпӗр, малашлӑхра, ҫӗр лаптӑкӗсене ӳстерсе пынӑ май, кӗрхисене те акма пуҫлӑпӑр», — пуласлӑх тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ Александр Дмитриев.
Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh
Сортсем пирки калас пулсан кунта ытларах «Ликамеро» сортлӑ ҫурхи тулӑ, «Маргрет» сортлӑ ҫурхи урпа акаҫҫӗ, вӗсен пахалӑхӗ пирки хуҫалӑх пуҫлӑхӗ ырласа калать.
Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh
Уй-хир тӑрӑх курса ҫӳренӗ май 100 гектар ҫинче кӗрхи тулӑ ешерсе ларать, ҫурхи тулӑ 180 гектар, урпа 240 гектар йышӑннӑ.
Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan
Кӑчӑк! туртать ҫурхи вӑрман хӑй ытамне.
Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat
Ҫурхи кунсенче ҫанталӑк та кӑмӑла ҫӗклет: хӗвеллӗ, уяр, ӑшӑ…
Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor
Каҫхине никам кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ те ҫурхи уява йӑлтах пӑсса пӑрахрӗ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫурхи вӑрман таса та ачаш.
11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫурхи илемлӗ ҫанталӑк та савӑнтармарӗ ӑна.
10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шӑп ҫак ҫурхи кунсенчен пӗринче Тукай мӑрсан кӗҫӗн алӑкне ҫап-ҫамрӑк хӗр ача пырса шаккарӗ.
9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӗлӗнсе кайрӑмӑр, ҫурхи призыв вӗҫленнӗренпе 2-3 уйӑх иртнӗ-ҫке-ха.
Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/
Пулас никӗс валли котлован чавнӑ, ҫумӑр тата ҫурхи шывсем юхмалли вырӑнсем тунӑ.
Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/
Ҫурхи ҫак тапхӑр ӑнӑҫлӑ пулӗ.
10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ